Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ытти çӗрте кӗркунне ылтăн-тăк, Чӗмпӗрте – кӗмӗл

Область правительстви Ульяновск хулипе облаçӗн 1257 ватă çыннине санаторисене канма ярать.

УЛЬЯНОВСК хулипе облаçӗн 1257 ватă çыннине ытти регионсем ăмсанмалăх та пур. Область правительстви ватăсене кăçал кӗркунне асра юлмалли кану парнелет.  «Кӗмӗл каникула» регионти «Ульяновск облаçӗ – нумай пурăнакансен территорийӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленине хыпралать область правительствин сайчӗ. Ват çынсем Вешкаймăри «Сосновый бор», Çӗнӗ Ульяновскри «Волжские просторы» реабилитаци центрӗсенче, Мелекес районӗнчи «Юность» лагерьте, Димитровградри «Березка» санаторипе профилакторире тата Чердаклы районӗнчи «Артеково» туристсен ялӗнче тăватшар кун канӗç. Çак вăхăтра медицинăпа социаллă реабилитаци иртнисӗр пуçне гериатри службин (ват çынсене медицина пулăшăвӗ паракан) специалисчӗсемпе калаçӗç, ал ăстисен мастерскойӗсен ӗçне тата канупа сиплев программине хутшăнӗç. Çав тери лайăх шухăш, ват çынна реабилитаци кирлех. Анчах тăватă кун ытла та сахал-çке, калăпăр, процедурăсенчен усси пултăр тесен сахалтан та 10 кун кирлине тахçанах çирӗплетнӗ.  Шел те, çакна йӗркелӳçӗсем аса илмен ахăр. Правительство паракан ырлăхпа кунти ватăсем августăн 31-мӗшӗнчен усă курма пуçлаççӗ. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество