Чӗваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытăнни пирки пуçланă калаçăва малалла тăсса
Сирӗн олимпиадăна илсе килнӗ ачăрсем хăйсем тӗллӗн тӗлӗкӗсенче те вăл ыйтусене хуравлаймаççӗ
Çак шухăшлавăн пуçламăшӗсем кунта: Константин Малышев: «Чăваш чӗлхи мӗншӗн ирӗлсе пыни çинчен (suvargazeta.ru) тата кунта:Пирӗн чӗлхе мӗншӗн ирӗлет (suvargazeta.ru) Вӗсене вуламасан халӗ мӗн çырнине ăнланмасса пултаратăр.
Çамрăксем телефонра пурăнаççӗ. Вӗсене чăвашла кӗнеке е журнал вулаттарма хăтланни – усăсăр тата кулăшла япала. Чăвашăн кăна мар çамрăкӗсем, тутарсен те çавах. Çапах та тутарсем интернетри сервиссене хăйсен чӗлхипе аталантарма тăрăшаççӗ. Вӗсен ку тӗлӗшпе патшалăх программи хута кайнă. Урăхла каласан, наци политикинче чӗлхе тӗп вырăн йышăнать. Патшалăх Канашӗн çумӗ (!) тутарсем тутарла калаçчăр тесе тимлет (чăвашсем, эсир ăçта?..). Ыйтас килет, пирӗн мӗншӗн ун пек мар? Пӗлтӗр Шупашкарта йышăннă Культура министерствин программине курсан тарăхса кайрăм. Унта отчет çыракан ведомствосем ахаль те туса пыракан ӗçе тӗрлӗрен хак лартса йӗркесене çырса тултарнă. Чăваш энтузиасчӗсем хăйсем тӗллӗн пуçарса ăнăçлă илсе пыракан «Яндекс-куçаруçă» тапхăрӗсене пурнăçа кӗртессине те кӗртнӗ плана. Ун çинчен ЧР Пуçлăхӗ те пӗрре мар телевизорпа хăпартланса каларӗ. Анчах та бюджет уйăрнă 28 миллион тенкӗрен çак питӗ кирлӗ статья валли пӗр пус та уйăрман. Пӗр пус та! Йӗркере вӗçӗнче 0 тăрать.
Тăхтăр-ха. Мӗн çинчен шухăшланă-ши вăл вăхăтра чăваш чиновникӗсем? Вариантсем сахал манăн: «Ахаль те ӗç пырать вӗт. Мӗн тума памалла вӗсене укçа?» е «Вӗсем пӗр бюджет организацийӗнче те ӗçлемеççӗ, мӗнле параятпăр?..» Чиновникăн хăйӗн тӗрӗслӗхӗ. Вӗсене те ăнланма пулать пек. Анчах. Кунта пӗр «анчах» пур. Ăна сирӗн шута илмеллех.
Пӗтӗм Раççей, çав шутра Чăваш Ен те цифровизаци çулӗ çине тăнă вăхăтра мӗншӗн-ха эпир хамăрăн тăван чӗлхене кивелнӗ меслетсемпе аталантармалла? Мӗн, «Цифровая трансформация, «Электронное правительство», «Чувашия – цифровой регион» сăмахсем пушă параппан сасси кăна-им? Чӗлхене цифра урапи çине лартмалла паян. Çак ӗçе тума пултаракан, унтан та ытларах, тăвас кăмăллă çынсем хальлӗхе пур чухне, самантпа усă курнă пулăттăм чиновниксен вырăнӗнче.
Эпӗ çакна курса тăратăп: 20 çултан юлнă чăвашсем пуринчен те ытларах çав «Яндекс-куçаруçăпа» усă курӗç, вӗсен чăвашла тӗплӗнрех ăнланас тесен Интернетран пулăшу илме тиветех. Лере вара библиотрекăри кӗнекесене цифрăна куçарнисӗр пуçне патшалăх ытлашши темех туса хатӗрлемен (ведомствосен чăвашла ӗçлекен сайчӗсем – вуннă пур-и, çук-и.). Нимӗн те тăваймастăн, чӗлхене аван пӗлекеннисем майӗпен автансăр ялта пурăнма куçаççӗ. Юлаççӗ ăна начар пӗлекенсем. Çавăнпа та, ман шутпа, çав шанчăк çураттаракан программăн укçисене йăлтах Николай Плотников ертсе пыракан ӗçлӗ ушкăна памалла.
Тепӗр минус – вӗрентӳ. Хальхи вăхăтра чăваш чӗлхине шкулсенче вӗрентесси пӗр пысăк ПОКАЗУХĂНА çаврăнса пырать. Нумай çӗрте ачасем ăна тăван чӗлхе пек мар, ют чӗлхе пек вӗренеççӗ. Çавăнпа вӗсен (чăваш чӗпписенех) чăтма çук вырăсла акценчӗ интернет уçлăхне (ăнланса мар, зубрит туса вӗреннӗ сăвă-юрăсенче) сарăлать. Эх, алă çупатпăр вара ача такăнмасăр каласан сăввине. Макăрмалла кунта. Вăл ăна ăнланмасăр калать. Ăнланмасăр вулать. Ăнланмасăр çырать. Амăшӗн чӗлхи уншăн ют.
Чӗлхе вӗрентӗвӗн методикине пачах улăштармасан, эпир пӗлӳсӗрлӗх авăрне тата та ытларах анса каятпăр.
Камăн-тăр ӗмӗрне çитӗ, чăнах та. Чылай чăваш филологӗ пенсие тухас çулсенче, выслугисем те пур. Эпир пӗлетпӗр, ачасен тӗрлӗрен конкурссене яракан чăвашла сочинени-хайлавӗсене учителӗсем çырса панине. Мӗншӗн тесен пирӗн вӗрентӳ тытăмӗ халӗ вăл е ку конкурсра, е предмет олимпиадинче çӗнтерекен ачана хатӗрлекен педагога питӗ пысăк ырлăхсемпе тивӗçтерет. Çавăнпа та хăш-пӗр намăссăр этемсем, (вӗсем чăваш педагогӗн ятне тислӗкпе варалаççӗ тесе шутлатăп) викторина е конкурс хуравӗсене ыйтусене хатӗрлекенсенчен сутăн илме те именмеççӗ. Алăран тытман, анчах ятăрсене пӗлеп. Сирӗн олимпиадăна илсе килнӗ ачăрсем хăйсем тӗллӗн тӗлӗкӗсенче те вăл ыйтусене хуравлаймаççӗ.
Çапла. Лару-тăру япăх мар, катастрофăлла. Кăçал Тутарстанра Тăван чӗлхесен çулталăкӗ тесе палăртни те пирӗн чӗлхене ирӗлессинчен хăтарса хăвараймасть, шел пулин те. Эпӗ пессимист мар, эпӗ реалист. Мана кăна тарăхтармасть çак лару-тăру. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та ăнланмасть мӗншӗн чăвашсем шкулта тăван чӗлхе пек чăваш чӗлхине суйласа илменнине. Çакна эпир Правительствори пӗр ларури видеона курнăран аван пӗлетпӗр. KazanFirst - Рустам Минниханов раскритиковал главу Кайбицкого района за пренебрежение к интересам чувашей
Мӗншӗн çав таранччен эпир хамăра хамăр юратмастпăр-ха? Мӗншӗн кăшт йывăр пуласанах, тӳрех ют япаласем çине сиксе ӳкетпӗр? Ăçта пирӗн чăтăмлăх, çине тăраслăх, наци мăнаçлăхӗ? Хăш халăх валли эпир хамăр ачасене çуратса ӳстеретпӗр? Мӗншӗн атте-аннесене çăмăллăн сутатпăр? Е çакă хăйпе-хăй, сисӗнмесӗрех пулса иртет-и?
Эпӗ Рустам Нургалиевичпа 100 проценчӗпех килӗшетӗп: чăваш хăйӗн ашшӗ-амăшӗн чӗлхине пӗлмеллех!
Малалли пулать. Çырăр комментарисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Начинать надо не со школы ,а с детских садов с родным языком воспитания. Добровольность мнимая и нечего хорошего в этом нет, Без орфографии язык как во времена каменного века теперь еще. Дожили
0
0