Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Хӗл Мучийӗ Элмете ҫитрӗ

Вăхăт каç енне сулăнсан та ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем киле саланма васкамарӗç-ха

 

Декабрӗн 22-мӗшӗнче Элмет чăвашӗсем çулталăка пӗтӗмлетсе Чăваш культурин кунне ирттерчӗç. Хулапа районти Чăваш наципе культура центрӗ ентешӗсене хальхинче Элмет хулинчи Çамрăксен Культура керменне пуçтарчӗ. Çакăн пек пӗрле савăнма сăлтавӗ те пурччӗ элметсен. Пӗрремӗш хут чăваш ачисем валли Чăваш ёлки иртрӗ кунта. Представление ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗ хатӗрленӗ. Пӗр кун маларах вӗсем Хусанти чăваш ачисене​ çакăн пек савăнтарчӗç. «Хусанти Чăваш ёлки пирӗншӗн генеральнăй репетици пекех пулчӗ», – терӗ кун пирки «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Юлия Еремеева.
Сăмах май, Хусан çамрăкӗсем элметсемпе туслăх кӗперне кăçал çуллах хыврӗç. Кама леш енчи чăвашсен «Учӳк» фестивалӗнче пӗрлехи форумне ирттерчӗç. Шăпах ун чух Элметре «Аталанăн» филиалне уçас шухăш пуррине пӗлтернӗччӗ вӗсем. Кăçал ноябрӗн 29-мӗшӗнче Элмет çамрăкӗсемпе пӗрлехи лару йӗркелесе хулара «Аталанăн» филиалне йӗркелерӗç, унăн ертӳçине те суйларӗç. Музыка колледжӗнче вӗренекен Нурлат каччине Андрей Волкова шанчӗç çак тивӗçе. Хальлӗхе филиалта пурӗ 6 çамрăк кăна-ха, тен, пурăна-киле йыш хушăнсах пырӗ.
Чăваш ёлки шăпах çамрăксем палăртнă пӗрлехи проектсенчен пӗри пулчӗ те. Ăна хусансем Элметри филиалпа тата вырăнти Халăхсен çамрăкӗсен ассамблейин представителӗсемпе (ертӳçи Орхан Ягубов) пӗрле ирттерчӗç. Хӗллехи каникул вăхăтӗнче Хусанти «Аталан» Элмет тăрăхне тата килме хатӗрленет. Чăваш мифологийӗпе хатӗрленӗ квеста кунти ачасемпе пӗрле ирттересшӗн.
«Аталансен» пӗрлехи проекчӗн дебючӗ Элметре аншлагпа иртрӗ тесен те юрать. Çамрăксем кашни ачанне кăна мар, аслисен кăмăлне те çӗклерӗç. Элметри ЧНКЦ председателӗ Инна Ивановна Альмукова пӗлтернӗ тăрăх, малтан Чăрăш уявне пурӗ те 32 ача кăна килме кăмăл пуррине пӗлтернӗ, уява вара 64 таранах пуçтарăннă. Хулапа районти çакăн чухлӗ ачана вӗсем пуçласа пӗрле пухнă. Ку та хăйне май пысăк çитӗнӳ, мӗн тесен те нацин пуласлăхӗ. Ачасем хăйсен культурине пӗчӗкренех пӗлсе, курса ӳсмелле. Хулапа район шăпăрланӗсене Хӗл Мучипе Юр Пике кучченеçсемпе савăнтарчӗç (парнесене «Альметьевскнефть» НГДУ тата «Нефтегаз» СМП хатӗрленӗ).
Вăхăт каç енне сулăнсан та ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем киле саланма васкамарӗç-ха,​ уява малалла Шупашкар артисчӗсен (Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Елена Иовлева, Альбина Пăрчăкан тата ыттисем) концерчӗ тăсрӗ.
Чăваш культурин кунне вырăнти актив питӗ тăрăшса хатӗрленнӗ, патраклăсем курав йӗркелеме, ЧНКЦ хастарӗ Ландыш Гончарова Çӗнӗ çул ячӗпе ятарласах тем пысăкăш хуплу пӗçерме те ӳркенмен. Вырăнти ЧНКЦ председателӗ Инна Альмукова​ Элмет тăрăхӗн ачисене çакăн пек уявпа савăнтарнăшăн ЧНКЦ çумӗнчи «Аталан» ушкăна, мероприятие хатӗрлеме пуринчен нумай пулăшнă хастарсене (В.А.Белова, В.Д.Шмелева, Л.Т.Гончаровăна тата Р.Г.Максимовăна) сцена çинчен Тав хучӗ парса чысларӗ.
Элметсен уявӗнчен эпир те, суварсем, юлмарăмăр. Хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова пурне те çитес Çӗнӗ çул ячӗпе ăшшăн саламласа чăвашах юлма чӗнсе каларӗ. Çав кун хаçата çырăнакансене пурне те Çӗнӗ çул парни кӗтрӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

​ К.Головина сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев