Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш киновӗн пуласлӑхӗ пур

«Асам» кинофестиваль вӗçленчӗ. Гран-прие «Тайны Древней Волги» историлле картина илме тивӗç пулчӗ. Декабрӗн 2-20-мӗшӗсем кино искусствине хаклакансемшӗн Пӗтӗм чăвашсен V «Асам» кинофестивалӗн кунӗсемпе палăрчӗç.

"Асам" кинофестиваль вӗçленчӗ. Гран-прие «Тайны Древней Волги» историлле картина илме тивӗç пулчӗ.

Декабрӗн 2-20-мӗшӗсем кино искусствине хаклакансемшӗн Пӗтӗм чăвашсен V «Асам» кинофестивалӗн кунӗсемпе палăрчӗç. Кăçал вăл онлайн-режим форматпа иртрӗ. Афиша çав тери пуян, пӗтӗмпе программăна 37 кинофильм кӗнӗ. Çавсенчен 13-шӗ илемлӗ выляв киновӗ, 9-шӗ – илемлӗ документаллă кинокартина, документаллисем – 12, 2 – анимацилле фильм. Унсăр пуçне конкурса кӗменнисен программинче 10 кино ӗç. 

Мӗн калама пулать-ха кинофестивале пӗтӗмлетсе? Чи малтан çак кино мероприятине йӗркелекенсене тав тăвас килет, уйрăмах  Чăваш Ен Кинематографисчӗсен союзӗн председательне, кинофестивалӗн жюри председательне Олег Цыпленкова. Чăваш кино аталанăвне хывнă тӳпи ун çав тери курăмлă та пысăк. 

Пӗрремӗш хут çак кинофестивале жюри пайташӗ пек хутшăнтăм, çавăншăн тав тăватăп. Мӗншӗн тесен ку чăваш киновӗпе, кинематографи сферинче ӗçлекен режиссерсемпе сценаристсен, операторсен ӗçӗпе çывăхрах паллашма май пачӗ. Киноискусствăн этемлӗхӗн кăмăл-сипет, шухăш-кăмăл, шалти ăс-тăн йӗркеленӗвӗнчи пӗлтерӗшӗ питӗ пысăк, воспитани парас вăйӗ те. Çавăнпа паха кино ӳкересси питӗ кирлӗ. 

Паллах, хальхи куракана мӗнпе те пулин тӗлӗнтерме йывăр, вăл хăй тавракурăмӗпе кино туртăмне пысăк бюджетлă тӗнче киновне пăхса йӗркелет. Регион киновӗ мар Раççейӗн те Warner Brothers, 20th Century Fox, Universal Studios, Paramount Pictures, Columbia Pictures пысăк кинокомпанисен кинопродукцийӗпе ялан танлашаймасть. 

Регион киновӗ вара тăван культурăпа чӗлхене аталантарнипе, чăвашăн шалти ăс-тăнне хумхантарса вăратнипе хаклă. Чăваш киновӗнче палланă, пӗлекен хамăр çынсем, хамăрăн проблемăсемпе канăçсăрлантаракан ыйтусем. Акă мӗншӗн регион кинематографне аталантарни, ăна правительство шайӗнче тӗрев пани кирлӗ. 

Театрпа кино искусстви пӗр мар

Чăваш киновне илес пулсан, вăл пӗр вырăнта тăмасть, аталану курăнать. Илемлӗ кино (художественный фильм) хальлӗхе пуçламăш тапхăрта. Кăçалхи кинофестивале пӗтӗмпе 12 кинокартина тăратнă. Чи лайăххисен шутне «Тайны древней Волги» историлле картинăна, «Полем» комеди-халапа, «Директор» социаллă драмăна, «Рассвет» кӗске метрлă кинона кӗртес килет. «Тайны древней Волги» (режиссерӗ Юрий Сергеев) кино сценари, костюм, оператор съемки енчен вăйлă тата çамрăксен  актер пултарулăхӗпе палăрса тăрать. Атнере Григорий Петров пит ăста вылять. Махмутек ролӗнче Алексей Григорьев ӗненмелле курăнать. Тарханпа (Евгений Урдюков) Шептак (Сергей Павлов) сăнарсем, ман шутпа, пулсах кайман, рольсенче ӳкерӗннӗ актерсем пултаруллă театр артисчӗсем, анчах киноактерсем мар. Театр темле бутафорие те, пафоса та чăтать, йышăнать пулсан, кино миллиметр таранччен чăн пурнăçрине сăнламалла. Анчах маларах асăннă паха енсене шута илсе ку кино гран-прие илме тивӗç пулчӗ. 

«Полем» (режиссерӗ Владимир Синяев) кинова интересленсе пăхрăм. Тӗп тема – ӗçке хирӗç кӗрешесси. Сюжет икӗ шкул тавра йӗркеленсе пырать. Пӗр шкулне десантник (Евгений Чобанкин) физрук пулса вырнаçать, теприне – тӗрмерен тарнă икӗ зек (Роман Смирновпа Юрий Казаков) пырса лекеççӗ. Ӗç-пуç пит интереслӗ йӗркеленсе пырать. Программăра фильма комеди тесе кăтартнă, хамшăн ăна комеди-халап тесе палăртрăм. «Полем» «Чи лайăх илемлӗ кино» номинацире тӗп вырăна илчӗ. Шурсухал рольне вылянă Сергей Тряпицын актера та асăнса хăварас килет. Ăна «Директор» (режиссерӗ Евгений Мельников) фильмра та курма пулать, унта вăл шкул завхозне пит ӗненмелле те кулăшла сăнланă. Актер пултарулăхӗ пур унăн. Шанăç кӳрекен актерсен шутне Дмитрий Пуховские, Юрий Спиридонова, Григорий Петрова, Стас Владимирова кӗртес килет. «Рассвет» кино пит лайăх, хăш-пӗр эпизодра сăнарсем намăс сăмахпа вăрçăнни кăна хăлхана çурать. Паллах, ку сăмахсене вӗсем йывăр лару-тăрăва лекнипе калаççӗ, анчах кино искусство пулнине манмалла мар. Çак кӗске метрлă кинора Раççейӗн паллă актерӗсем Марина Засухинапа Сергей Боровский ӳкерӗннӗ. Сăмах май, унăн премьери Шупашкарта асăнмалла шавлă иртнӗ. 

«Вупăр» (режиссерӗ Сергей Щербаков), «Чистый воздух» (режиссерӗ Артем Евсеев), «Мне очень больно» (Владимир Синяев, социаллă драма) кӗске метрлă картинăсене те палăртмалла. Граждан обществине хумхантаракан çивӗч ыйтусене хускатнă унта.  

Ялта та кино ӳкереççӗ

Программăра Чăваш Республикинчи районсенчен ярса панă картинăсем те пурччӗ. Çавсен шутӗнче «Иккӗне пӗр шăпа», «Фильм реконструкция про Сурский рубеж» (Галина Иванова, Вăрнар), «Алина» (Нина Тикинева, Вăрнар) картинăсене палăртмалла. Паллах, шайӗпе вӗсене илемлӗ кино теме çук, клуб инсценировки шайӗнче. Анчах тытăнса пăхни паха. Ӗçлесен-ӗçлесен пултарулăха туптама пулать. Ку чухне, ман шутпа, Раççей кинематографийӗпе ытларах кăсăкланмалла, тӗпчемелле. Совет тапхăрӗнче ӳкернисем пахалăхпа  ылтăн кинофонд пулса тăраççӗ. Паллă актерсен вылявне сăнамалла, опыта илмелле. «Паллах, район киновӗсен шайӗ пысăк мар. Ярса пачӗç те манран хăçан интернета кăларасси пирки кашни кун ыйта пуçларӗç. Хăюлăх çитмерӗ вӗсене сирсе яма. Тата аталанма тӗрев те парас килет. Ӗçлес кăмăлне хуçас килмест», – ăнлантарчӗ Олег Цыпленков вӗсене мӗншӗн программăна кӗртни çинчен ыйтсан. 

Легендарлă çынсем çинчен 

Конкурс программине кӗнӗ «Люди легенды» ярăма уйрăммăн палăртас килет. Вăл маншăн чăннипех халиччен асăрхаман уçлăх пулчӗ. Çак ярăма кӗнӗ фильмсен режиссерӗсен шутӗнче Андрей Абросимов, Юрий Сергеев, Николай Дмитров, Ольга Лаптева, Максим Ильин. Ярăмра чăвашсен паллă классикӗ Константин Ивановăн, генерал-лейтенант, çар тата граждан авиацийӗн пилочӗ, Раççей Геройӗ Николай Гавриловăн, паллă скульптор Владимир Нагорновăн, монах тататӗпчевçӗ Никита Бичуринăн, паллă тӗрӗçӗ Мария Симакован, паллă хирург Константин Волковăн, халăх поэчӗ Геннадий Айгин кун-çулӗпе паллашатпăр. Кинолентăсем сценари, оператор ӗçӗ, монтаж, сасăлатни, музыка енчен те çав тери паха. Паянхи куншăн, чăвашлăха аталантарма кирлӗ ӗçсем. 

Уйрăммăн Алексей Енейкин режиссер ӗçне палăртас килет. Кинофестивале вăл «Сюда не ступит нога врага» илемлӗ-документаллă, «Халăха хисеплекен яланах телейлӗ» документаллă  (Лев Кураков çинчен), «ЧНК – халăх тӗревӗ», «Тӗрӗслӗх çутаттăр Çеçпӗлӗн ятне» кинофильмсемпе хутшăннă. Режиссер ӳкернӗ картинăсем географи енчен те пуян. Темăна тарăнрах уçас тӗллевпе вăл фильмри геройăн пурнăçӗпе çыхăннă вырăнсене тухса çӳрет. Çеçпӗл çинчен ӳкернишӗн уйрăммăн тав тăвас килет. Çурринчен пуçласа куççуль витӗр пăхса лартăм. Унта режиссер Çепӗл хăй çине алă хума пултарайманнине çирӗплетет. Алексей Енейкинăн Сăр чикки çинчен ӳкернӗ киновӗ вара«Чи лайăх илемлӗ-документаллă фильм» номинацире çӗнтерчӗ. Режиссерăн кинематографири пуласлăхӗ пысăк пуласса шанатăп. 

Номинантсем

Елена Рябцева режиссерăн «Легенды Кубачи. По следам франков в Дагестане» документаллă фильмӗ çав тери паха. Уйрăммăн Шамсутдин Магомедов операторăн ӗçне палăртас килет. Кадрсем тасалăхпа, тирпейлӗхпе, эстетикăпа илӗртеççӗ. Дагестан пейзажӗсем анлă та уççăн курăнаççӗ кадрта. Сюжечӗ те, хускатнă тема та интереслӗ. Халăхсен хушшинчи кинофестивале хутшăнмалли шайри фильм. Елена Рябцеван çак картини тата «Святыни чувашского края: национальный костюм» (режиссерӗ Ольга Лаптева) «Чи лайăх документаллă фильм» номинацире çӗнтерчӗç. 

Тӗрӗссипе, программăна кӗнӗ чылай картина Раççейри кинофестивальсене хăюллăнах хутшăнма пултараççӗ. Хусанта Халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивальне мӗншӗн хутшăнмалла мар? Ун форматне юрăхлă киносем çителӗклӗ, заявка яма кăна ӳркенмелле мар. 

«Чи лайăх кӗске метрлă илемлӗ кино» номинаци çӗнтерӳçисем Марина Тихонован «А когда если не сейчас» тата Николай Семеновпа Владислав Кириллов режиссерсен «Пӗр тенкӗ» фильмӗсем пулчӗç.

«Чи лайăх хӗрарăм ролӗ» номинацире «Рассвет» кинора ӳкерӗннӗшӗн Марина Засухина палăрчӗ, «Чи лайăх арçын ролӗ» ята «Директор» фильмри рольшӗн Юрий Спиридонов тивӗçрӗ. Иккӗмӗш планри рольсенче Алексей Герасимовпа Нина Яковлева, эпизодри рольсенче Дмитрий Пуховскийпе Людмила Нянина палăрчӗç.  «Чи лайăх композитор» номинацире Антон Якшимбаева палăртрӗç. «Шупашкар» документаллă фильм монтаж енӗпе чи лайăххи пулчӗ. Чи лайăх операторсем – Константин Ефремовпа Юрий Стифонов. 

Пӗтӗмлетни

Кинофестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗсене жюри пайташӗсем вырсарникун, декабрӗн 19-мӗшӗнче турӗç. Вăл яндекс-телемост пулăшăвӗпе иртрӗ. Шел, жюри йышне кӗнисем пурте хутшăнаймарӗç унта. Олег Михайлович пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем хăйсен хаклавне маларах туса ярса панă. Шупашкарти пайташсем – Олег Цыпленков, Алексей Леонтьев, Светлана Асамат, Надежда Смирнова, Леонид Трифонов Наци библиотекинче пуçтарăнчӗç. Олег Гаризан (Молдова) Надина Джавадова (Турци) тата эпӗ телемост урлă çыхăнса ӗçлерӗмӗр. 

Тӗрӗссипе, кинофестиваль пӗтӗмлетӗвӗн ӗçне ЧР Культура министерствин представителӗсем хутшăнманни тӗлӗнтерчӗ. Мӗн пысăкăш ӗç туса ирттернӗ, çавна асăрхаман. Власть представителӗсем  регион шайӗнчен тухмасăр ӗçлени тӗрӗс мар. Ку кинофестиваль пӗтӗм чăвашшăн пӗлтерӗшлӗ, ăна шута илмеллех. Чăваш Республикин наци политикине йӗркелесе палăртмалла-çке? Тутарстанра пурăнатăп та кунта власть представителӗсем мӗн тери тăрăшнине куратăп. Республика ертӳçи пӗтӗм тутаршăн наци лидерӗ пулса тăрать. Тутар культурин аталанăвне пырса тивекен кашни ӗçе тӗрев параççӗ вӗсем. Учреждени, проект, предприяти (мӗн пулсан та)тăкаклă, дотациллӗ пулсан та пурпӗрех тытса пыраççӗ, хупса хумаççӗ. Чăваш Ен Пуçлăхне те наци лидерӗ пулма ним те чăрмантармалла мар пек. 

Эпир чăннипех ӗçчен те пултаруллă халăх. Çакна кинофестивальте кăтартнă фильмсем те аван уçса параççӗ. Мӗн чухлӗ пултаруллă, талантлă çын, çӗршыва кирлӗ чăн-чăн геройсем ӳстернӗ пирӗн халăх.  

«Асам» кинофестивалӗн ӗмӗрӗ вăрăм пуласса, чăваш киновӗ аталанасса питӗ шанас килет. Тӗрӗссипе пултаруллă режиссерсемпе сценаристсем пур чухне, талантлă актерсем ӳссе пынă çӗрте иккӗленмелле те мар пулӗ. 

Каласа хăвармалла, кинофестивалӗн программине кӗнӗ фильмсене «Чувашкино» тата«Сувар ТВ» патшалăх киностудийӗсен YouTube-ри каналсенче кăтартрӗç. Халӗ те кӗрсе пăхма пулать. 

Ирина ТРИФОНОВА. 
Олег Цыпленковӑн социаллӑ сетьри страницинчи сӑнӳкерчӗксем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев