Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çимĕк

Чăвашсен пысăк уявĕ – çимĕк (вилнисене масар çинче асăнмалли кун) çитсе килет, çак уяв питĕ пĕлтерĕшлĕ, ăна ирттерме малтан темиçе кун пÿрт-çурта тасатнă, апат-çимĕç хатĕрленĕ, пӗтӗм тăвана хӑнана пуçтарнӑ, вăйă юррисене юрлама хатĕрленнĕ.

Хаçат вулаканӗсене авалхи йăла-йĕркене мӗнле тытса пынине аса илтерес тӗллевпе Кекен ялĕнчи çимĕк юррисемпе паллаштарас килет. 

Тен, ҫак юрăсем кама та пулсан килĕшĕç, мĕн те пулсан аса илтерӗҫ, камăн та пулсан юрлас кăмăл ҫуралӗ.

Эх! Ҫав уяв юррисем! Халӗ те аса килеҫҫӗ-ҫке. Çимĕк каçĕнче каччăсемпе хĕрсем вӑйӑ картине тӑрса, васкамасӑр, ҫаврӑна-ҫаврӑна юрланă вĕсене.

 

Кекен çырми, Кекен çырми,

Кекен çырми кукринче

Вĕçрĕç анчĕç, вĕçрĕç анчĕç

Шурă акăш чĕпписем.

Юхрĕç кайрĕç, юхрĕç кайрĕç

Кекен çырми тăршшине.

Вĕçрĕ килчĕ, вĕçрĕ килчĕ

Таçтан хура хурчăка.

Тапрĕ кайрĕ, тапрĕ кайрĕ

Шурă акăш чĕппине.

Юн юхтарчĕ, юн юхтарчĕ

Хĕрлеĕ çыран тăрринче.

Тĕкне татрĕ, тĕкне татрĕ

Çеçенхирĕн варринче.

Атьăр хĕрсем, атьăр хĕрсем,

Çеçенхире тĕк пухма.

Тĕкне тÿшек, тĕкне тÿшек,

Тĕкне тÿшек тăвăпăр.

Малтан пухса, малтан пухса

Мамăк минтер тавăпăр.

Шур кĕлете, шур кĕлете

Вырăн сарса хурапăр.

Ая тÿшек, ая тÿшек,

Ая тÿшек сарăпар.

Пуçелĕке, пуçелĕке

Мамăк минтер хурăпăр.

Çине çитти, çине çитти

Пурçăн çитти. пурçăн çитти

Пурçăн çитти витĕпĕр.

Вырăн тавра, вырăн тавра

Чĕнтĕр чаршав карăпăр.

Чаршав айне, чаршав айне

Хĕрпе качча лартăпăр.

Сарă каччă, сарă каччă

Сар ачапа вăй вылять.

Хĕрпе каччă, хĕрпе каччă

Хĕрпе каччă хушшинче,

Пурçăн тутăр, пурçă тутăр

Пурçăн тутăр варринче

Кĕмĕл çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕ.

Кĕмĕл çĕрĕ çуталать.

Кĕмĕл çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕ,

Кĕмĕл çĕрĕ çутипе

Путене чĕппи, путене чĕппи

Путене чĕппи чун хушать.

Сарă хĕрпе, сарă хĕрпе

Пĕр минтере выртăпăр.

Хура хĕрпе, хура хĕрпе

Тапкалашса çыврăпăр.

Ачи шурă, ачи шурă,

Ачи шурă, ан тейĕр,

Хĕр çумĕнче, хĕр çумĕнче

Хĕр çумĕнче хĕрелет.

Ар çумĕнче, ар çумĕнче

Ар çумĕнче саралать.

Савнă каччă, савнă каччă

Савнă каччă килĕнче

Сарă ача çуралать.

 

Çимĕк уявĕ çинчен мĕн пĕлетпĕр:

 

- Çимĕк уявĕ пиртен тухнă йăла мар, вилнисене масар çине кайса асăнмалли уяв икӗ-виçӗ пин çул каяллах, мăн асаттесем Ази çĕрĕсенче пурăннă вăхăтра, 18-мĕш ĕмĕрте никĕсленсе кайнă.

- Мăнкун хыççăн çичĕ эрнерен чăваш çимĕкĕ пулса иртет.

-  Шăматкун масар çине кайнă, халӗ çимĕке вырсарни кун ирттереççĕ.

- Икерчĕ пĕçернĕ, пӗрремӗш икерчӗне алăк умне хывнă.

- Çимĕк çитес умĕн вилнĕ тăвансене хăналама сăра туса хатĕрленĕ. Ку сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран уйрăм тунă. Кăнтăрла çитсен пурте масар çине тăванĕсене асăнма кайнă.

- Ваттисене апат-çимĕçпе, сăрапа, эрехпе хывнă чух, вӗсене: «Тутă çÿрĕр»,- тенĕ.

- Эрех савăчĕсене лартса хăварнă.

- Асăнсан, макăрсан, хуллен-хуллен саланнă вӑхӑтра çĕр çĕмĕрсе кайман, пытарма кайнă чухнехи пек утнă, мĕншĕн тесен вилӗсем, ăсатма тухнисем асӑнса юлаймасăр тăванĕсемпе пĕрле пыраççĕ тесе шутланӑ. "Йăла йăлах пултăр, вилӗ масар çинчех пултăр. Йăлана пăсма юрамасть. Масар çинче вилӗ пултăр, куç умĕнче чĕрри тăтăр", - тенĕ.

- Çимĕк ҫитиччен ача-пăчан çичĕ тĕрлĕ кĕпçе тупса çимелле пулнӑ. 

- Авалхи этемсем çимĕкчен çиччĕ шыва кĕнипе те мухтаннă.

- Çимĕк каç ача-пăча ашкăннă, хапхасене сÿтнĕ, пĕрене куписене сапаласа хăварнă, ĕнесене улăштарнă, скамьесене урăх çĕре кайса пăрахнă, кÿршĕсен вуттине вăрласа мунча хутнă.

  • Тул çутăличчен мунча хутса янă. Чи малтан  вилнисене çĕнĕ милĕкпе мунча кĕртнĕ, унтан хăйсем çапăннă та çитмĕл те çичĕ тĕслĕ курăк шывĕпе çăвăнса тасалнă.

- Мунча хыççăн вĕр-çĕнĕ кĕпе-йĕм тăхăннă. «Мăнкун кĕпи шурă пултăр, çимĕк кĕпи çĕнĕ пултăр», - тенĕ.

- Хĕрсем çимĕкре пуç кăшăлĕсене туса шыва янă. Пуç кăшăлĕ юхса кайсан, хĕр кăçалах качча тухасси паллӑ пулнӑ, пĕр вырăнта тăрсан, качча кайман.

- Чăваш туйĕ çимĕкре пуçланнă.

  • Кĕçĕн çимĕке ăсатса яриччен çамрăксем вăййа тухнă, вăйă юррисене карталанса юрланă, сăвă-юрă шăрантарнă, çакăн пекрех такмаксем такмакланă:

 

Алла тытрăм балалайка,

Пĕр-ик савă калам-ха.

Сана, тантăш, юратса

Таш ташласа парам-ха.

Шур чĕрçитти кĕсйине

Мăйăр ярассăм килет,

Ак çакăнта юрламана

Чулпа ярассăм килет.

Шапасем урай çăваççĕ

Юпкисене тавăрса.

Таракансем пыл ĕçеççĕ

Кăмака çинче юрласа.

Шур кĕпене кам тахăнать, 

Тухтăр майри тăхăнать.

Çынна питĕрех кам çиет,

Çынна çитмен çын çиет.

Манăн савни Мускавра

Кушак кĕтĕвĕ кĕтет.

Ик кушакне кÿлсе ярса

Мана илмешкĕн килет.

Ĕнене те сумалла,

Пăрăва та пăхмалла,

Савни панчен çыру килнĕ

Ăна та вуламалла.

Çÿл ту çине вир акрăм,

Çерçи çисе пĕтерчĕ.

Пĕчĕк кăна каччă пурччĕ,

Качака сĕксе вĕлерчĕ.

Юрлăр, хĕрсем, юрлăр, хĕрсем,

Юрлани юлать, хĕрсем.

Ак çакăнта юрланисем

Асăнма юлать, хĕрсем!

 

Никифорва Мелания, Кекен ялĕ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев