Чиркӳ фронта пулăшать
Матак ялӗн (Çӗпрел районӗ) чиркӗвӗн пачăшки Вячеслав (Кузьмин) протоиерей ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах хамăр салтаксене мӗнпур енчен тӗрев парать
Матак ялӗн (Çӗпрел районӗ) чиркӗвӗн пачăшки Вячеслав (Кузьмин) протоиерей ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах хамăр салтаксене мӗнпур енчен тӗрев парать. Ишлӗ-Матак ялӗнчен мобилизаципе, контрактпа кайнă салтак-офицерсемшӗн, гуманитари пулăшăвне фронта леçекенсемшӗн чиркӳре кашни кун кӗлӗ вуланисӗр пуçне фронта гуманитари пулăшăвӗ те парать.
Çак кунсенче Вячеслав аттене 104-мӗш гварди десантпа штурм дивизийӗн 328-мӗш десантпа штурм полкӗн командирӗн Сергей Вячеславович Иштугановăн Тав çырăвӗпе чысларӗç. Раççей Геройӗ Тав çырăвне Ульяновск хулинчи çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн волонтерӗнчен Сергей Валерьянович Петрянкинран фронтранах парса янă. Унта вăл протоиерее пулăшушăн мӗнпур десантник ятӗнчен тав тăвать.
Ирина КУЗЬМИНА.
С.Петрянкин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев