Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарти артистсене чӗнмесӗр те аван савăнма пулать

Пӗрисене концерт, теприсене спорт ăмăртăвӗсем, çавсен шутӗнче футбол, волейбол, кире пуканӗ йăтасси, ача-пăчаллисене тӗрлӗ аттракционсем, хăш-пӗрисене суту-илӳ илӗртет.

Кашни çул Троица уявӗнче, ку тăрăхра ăна ӗлӗкхилле Çимӗк теççӗ, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ял хутлăхӗ ял кунне туса ирттерет. Таврари ялсенчен те пуçтарăнаççӗ Аслă Аксу çумӗнчи лапама. Иртенпех кунта хаваслă шăв-шав тăрать. Пӗрисене концерт, теприсене спорт ăмăртăвӗсем, çавсен шутӗнче футбол, волейбол, кире пуканӗ йăтасси, ача-пăчаллисене тӗрлӗ аттракционсем, хăш-пӗрисене суту-илӳ илӗртет.

Аслăаксусене ял кунӗпе саламлама район пуçлăхӗ Марат Гафаров та килсе çитрӗ. «Халăх йăли-йӗркисене манмалла мар, вӗсене малалла ăруран-ăрăва тăсмалла. Вăл аталану никӗсӗ пулса тăрать», – терӗ Марат Ринатович ял-йыша саламласа. Район пуçлăхӗн шучӗпе, ял кунӗсене ирттермеллех. Формачӗ унăн хуть те мӗнле пулма пултарать, анчах халăха праçник туса памаллах. Район Акатуйӗнче те вăл çак сăмахсенех каланăччӗ.

Ял кунӗн программи концертран, спорт ăмăртăвӗсенчен тăчӗ. Лапам хӗррипе вырăнти предпринимательсем суту-илӳ палаткисене лартса тухнă, кăшт айккинерех шашлык ăшалакансем пур. Кирлӗ пулсан чей те кунтах ӗçме май пур.

  • Кăçал эпир концерт программине хамăр вăйпах ирттертӗмӗр. Шупашкартан артистсем чӗнтермерӗмӗр. Вӗсене эпир концерта кайса та курма пултаратпăр. Пирӗн хамăрăн артистсем те пултаруллă, вӗсен пултарулăхне кăтартас  терӗмӗр. Культура çурчӗн ӗçченӗсем, шкулта вӗрентекенсем, пенсионерсен фольклор ансамблӗ тăрăшнипе лайăх концерт йӗркелерӗмӗр, – каласа парать ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов. Хăй сăмахне ӗçпе те çирӗплетрӗ. Асăннă ушкăнсене пурне те Хисеп хучӗпе чысларӗ.

Паллă ӗнтӗ, мероприятисене паян спонсор пулăшăвӗсӗр ирттерме çăмăл мар. Телее, хулана пурăнма куçсан та çынсем тăван яла манмаççӗ. Строительство фирмин директорӗ Сергей Мынин кашни çул тенӗ пек ыркăмăллăхçă пек уява хутшăнать. «Ак Барс» Дрожжаное» агрофирма директорӗ Владимир Николаев та айккинче юлман. Виктор Тягусев предприниматель вара çулсерен ачасене тӗрлӗ карусельсем, батут лартса парса савăнтарать. Унсăрăн уяв кичем пулӗччӗ. Ача-пăчан хаваслă сӗрлевӗ мӗне тăрать. Хăйне пӗр уяв.

Виçӗ сехете яхăн тăсăлчӗ Аслă Аксу ял хутлăхӗн кунӗ. Алексей Храмов пӗлтернӗ тăрăх çитес çулта мероприятие Паснапуçӗнче ирттересшӗн. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев