Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАШИНА ЧĂРМАНТАРАТЧӖ , ХАЛӖ ТАТА ПĂРАХУТ ТА

Çӳлтисенчен хăшӗ-пӗри центра автомашинăсене кӗртмелле мар тесе калаççӗ, халӗ акă пăрахутсемпе поездсен те черет çитет пулмалла. Вокзалсене куçарас ыйтăва Президент ырланă.

 Хусан хулин варринче малашне ирӗклӗ, сывлăш уçă пулать-и-ха. Çӳлтисенчен хăшӗ-пӗри тахçанах автомашинăсене хула варрине кӗртмелле марри çинчен калать, халӗ акă пăрахутсемпе  поездсене те черет çитет пулмалла. Историлле вырăнсенче çуртсем лартассипе ведомствăсен хушшинчи комисси ыйтăва комисси пăхса тухнă. Кун пек калаçу пуласси пӗрре те кӗтменлӗх мар иккен тата, ТР Президенчӗ те пуçарăва ырланă кăна. Инвесторсене илӗртекен «производство площадкисен» ыйтăвӗ тахçанах татăлмаллине каланă вăл.  Чăн та, кун пек  улшăну пирки малтан РЖД представителӗсемпе калаçса пăхма сӗннӗ. Мӗншӗн тесен Хусанти истори поселенине аталантармалли концепцие лайăх шухăшламалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество