Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ дублер-çул хулана сывлаттарса ярӗ

Хусана Шупашкар енчен килекенсем пӗлеççӗ – хулана кӗнӗ чухне те, тухнă вăхăтра та час-часах машинасен капланăвӗпе тӗл пулма пулать. Темиçешер километра тăсăлакан пăкăсем васкакансем валли самай чăрмав кӳреççӗ. Вӗсен сăлтавӗ тӗрлӗ вăхăтра тӗрлӗрен пулма пултарать, çапах та тӗп сăлтав – çул ансăрри.

М-7 трасса çине илсе тухакан аслă çула темиçе хутчен те сарса пăхрӗç, унпа пымалли хăвăртлăха та чакарса та пăхрӗç, анчах та çакă капланусене пӗтермерӗ. Ирпе шоссепе кӗме çук, каçпа тухма йывăр.

Нумай пулмасть Хусанта Горьковское шоссен дублер çулне тăвасси пирки обществолла канашлусем пуçланнă. Вăл Несмелов урамӗнчен тытăнса «Серебряный бор» çурт-йӗр комплексӗ витӗр М-7 трасса çине илсе тухӗ. Çул тăршшӗ 9,5 километр пулӗ, ăна тӳрех тăватă полосаран тума палăртнă. Вăтам хăвăртлăх – сехете çитмӗл километр пулмалла.

Хусанăн Генпланӗ тăрăх, çул çинче тӗрлӗ шайлă транспорт юпленӗвӗсем тата кӗперсем пулмалла. Пулас çул пысăк чукун çул развязкине пырса «тăрăннăран», ун урлă путепровод тумалла пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев