News by date 14 January 2022
-
Мӗн кӗтет пире 2022 çулта
ЗОДИАК ГОРОСКОПӖ – 2022
-
МУХТАВЛĂ ЕНТЕШСЕМПЕ ПӖРЛЕ 365 КУН
Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев 2022 çул Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкӗ пулассине пӗлтернӗ. Çавна май Чăваш Республикин Наци библиотеки «Мухтавлă ентешсемпе пӗрле 365 кун» проекта пурнăçа кӗртме пуçлать. Çакăн пирки ЧР Наци библиотекин официаллă сайтӗнче çырнă.
-
ПАСПОРТ УЛĂШТАРМАЛЛИ ВĂХĂТА ТĂСНĂ
Мăшăрланнине е ача пуррине палăртакан штампа лартасси пирки халь гражданин хăй йышăну тăвать
-
Ку эрнере Марс сирӗн ума çӗнӗ задачăсем кăларса лартӗ
Эрнелӗх гороскоп 17.01 – 23.01
-
Юрий Терентьев вилни пирки чӗререн хурланатпăр
Январӗн 10-мӗшӗнче Нурлат районӗнче пултаруллă та хисеплӗ çынпа, Якуркел ялӗнче çуралса ӳснӗ Юрий Владимирович Терентьевпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗç
-
ПИЧЕТ СĂМАХӖ ЯЛАНАХ АВТОРИТЕТЛĂ
Январӗн 13-мӗшӗ журналистсемшӗн пысăк уяв – Раççей Пичет кунӗ. 1703 çулхи январӗн 2-мӗшӗнче (çӗнӗ стильпе 13-мӗшӗнче) Петӗр патшан указӗпе Раççейре «Ведомости» пӗрремӗш хаçат тухма тытăнать. Çак историлле датăна тӗпе хывнă та Раççей Федерацийӗн Аслă Канашӗн Президиумӗ 1991 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче январӗн 13-мӗшне Пичет кунӗ пек палăртасси çинчен постановлени кăларса.
-
Çӗнӗ дублер-çул хулана сывлаттарса ярӗ
Хусана Шупашкар енчен килекенсем пӗлеççӗ – хулана кӗнӗ чухне те, тухнă вăхăтра та час-часах машинасен капланăвӗпе тӗл пулма пулать. Темиçешер километра тăсăлакан пăкăсем васкакансем валли самай чăрмав кӳреççӗ. Вӗсен сăлтавӗ тӗрлӗ вăхăтра тӗрлӗрен пулма пултарать, çапах та тӗп сăлтав – çул ансăрри.
-
Çӗнӗ çул хулана сывлаттарса ярӗ
Хусана Шупашкар енчен килекенсем пӗлеççӗ – хулана кӗнӗ чухне те, тухнă вăхăтра та час-часах машинасен капланăвӗпе тӗл пулма пулать. Темиçешер километра тăсăлакан пăкăсем васкакансем валли самай чăрмав кӳреççӗ. Вӗсен сăлтавӗ тӗрлӗ вăхăтра тӗрлӗрен пулма пултарать, çапах та тӗп сăлтав – çул ансăрри.
-
Галина Федоровна САЛИФАНОВĂНА 70 çул тултарнă ятпа!
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Галина Федоровна САЛИФАНОВĂНА кăрлач уйăхӗн 5-мӗшӗнче 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Тамара ВАСИЛЬЕВĂНА çуралнă кунпа саламлатпăр!
Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел ялӗнче пурăнакан Тамара Никитична ВАСИЛЬЕВА январӗн 16-мӗшӗнче 87 çул тултарать
-
Зинаида Ильинична УЛИВАНОВĂНА сумлă юбилейпе!
Хаклă та юратнă мăшăра, аннене, кукамая, асаннене, Элмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан Зинаида Ильинична УЛИВАНОВĂНА сумлă юбилейпе – январӗн 14-мӗшӗнче 80 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
-
Ачасене кинона кӗме Пушкин пулăшӗ
Нарăс уйăхӗн пӗрремӗшӗнчен «Пушкин картти» программипе кӗме май пур мероприятисен списокне сараççӗ. Малашне вăл пулăшнипе РФ Культура министерстви тата Кино фончӗ тӗрев панипе ӳкернӗ Раççей фильмӗсене кайса курма пулӗ.
-
Хусанта РКБ патӗнче 12 пин çын пурăнмалли микрорайон тума хатӗрленеççӗ
Тутарстанăн шӗкӗр хулинче Пӗртăван Баталовсен урамӗнчи территорие планласси пирки обществолла канашлусем пуçланнă. Документаци тăрăх, микрорайон вуникӗ пин çын шăнăçтараять, хваттерсен пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 269 000 тваткал метр.