Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МУХТАВЛĂ ЕНТЕШСЕМПЕ ПӖРЛЕ 365 КУН

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев 2022 çул Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкӗ пулассине пӗлтернӗ. Çавна май Чăваш Республикин Наци библиотеки «Мухтавлă ентешсемпе пӗрле 365 кун» проекта пурнăçа кӗртме пуçлать. Çакăн пирки ЧР Наци библиотекин официаллă сайтӗнче çырнă.

«Эпир сире кунсерен паллă çынсемпе паллашма чӗнетпӗр. Вӗсенчен кашниех хăйӗн ăс-хакăлӗпе пултарулăхне, çитӗнӗвӗсемпе ӗçӗсене кура историре йӗр хăварнă. Хăй вăхăтӗнче вӗсене алă çупса саламланă, халӗ вӗсен умӗнче пуçа таятпăр. Çак паллă çынсем хушшинче ӳнерçӗсем, спортсменсем, актерсем, çыравçăсем тата ытти професси çыннисем те пур. Вӗсем паян та Чăваш Енӗн илемлӗхӗпе мăнаçлăхне çӗклеççӗ», – тенӗ унта.
Çапла майпа Наци библиотекин ӗçченӗсем йăхташăмăрсем Чăваш Республикипе тата унăн пултаруллă çыннисемпе мăнаçланма тытăнасса, вӗсем çинчен тулли информаципе паллашасса шанаççӗ. «Çуралнă çӗр çинче пурăнма тата ӗçлеме сирӗн кăмăл пултăр. Вӗсен çитӗнӗвӗсемпе пӗрле хавхаланар, çӗнӗ çитӗнӳсем тума тăрăшар!», – йыхравлаççӗ вӗсем пурне те. Тӗрӗсех калаççӗ: «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлӗ пулнă», – тесе.
Хамăр корр.
Сăнӳкерчӗк nbchr.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев