Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Мӗн кӗтет пире 2022 çулта

ЗОДИАК ГОРОСКОПӖ – 2022

ТАКА 21.III – 20.IV
Çӗнӗ майсен çулталăкӗ, хăвăрăн çеç пуçаруллă пулмалла. Çулталăк хуçи Тигр хăюллисене юратать, çавăнпа хаваспах пулăшӗ. Карьера енӗпе ку çул пӗлтерӗшлӗ. Çăлтăрсем тӗрӗс çул уçса парӗç. Ӗçре ăнтăр тесен опытлăраххисене итлӗр. Çӗннине вӗренни усăллă. Ӗç вырăнне улăштарма ӗмӗтленнисен пӗр хăрамасăр çак утăма тумалла. Укçа-тенкӗ çителӗклӗ пулӗ. Çăлтăрсем кӗтмен ырă сюрпризсем пулассине систереççӗ. Ӗçре хăвăра лайăх енчен кăтартсан шалу та ӳсӗ. Укçа пурри тӗрлӗ енчен аталанма пулăшӗ. Ытлашши тăкакланса пуçăра ан çухатăр, перекетлӗ пулăр. Юратушăн та лайăх вăхăт. Çӗнӗ паллашусем пулӗç, çулталăк хуçи романтикăлла приключенисем юратни те пур кунта. Мăшăрлă хутшăнусенче йăлтах сиртен килет, мăшăрăра пур енлӗн тӗрев парăр. Пӗчченнисен çемье çавăрма шанăç пур. Юратура кулленхи кун проблемисем ан пулччăр.  

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ӗçсем çиçӗмле хăвăртлăхпа пулса пыракан çулталăк – ӗлкӗр кăна. Ӗç вырăнне улăштарма ӗмӗтленнӗ пулсан халӗ пит лайăх вăхăт. Çуркуннепе çулла кăшт лăпкăрах пулӗ. Сывлăх тӗп вырăнта пултăр. Кӗркунне çемье пурнăçӗ килентерӗ. Çулталăк пуçламăшӗнчех хăвăрăн ӗçпе ӗçлеменни, пӗр вырăнта ларса аталанма пăрахни çинчен шутласа аптăратăр. Ӗçрен кайнишӗн кулянма тивмӗ. Хăюллисене карьера ӳсӗмӗ кӗтет. Укçа-тенкӗ енчен йывăрлăх çук. Тăрăшсан Вăкăр пысăк тупăш тăваять. Малашнехи проекта инвестицилени ăнать. Кӗркунне курттăмах пысăк укçа кӗрессе кӗтӗр. Çемьеллисене лăпкă çулталăк кӗтет. Айккинелле пăхса мăшăрăра  пăлхантарсан та эсир çемьене пăрахмастăр. Ача çуратасси çинчен шутлакансен ку ыйтăва çитес çула хăвармалла. Пӗчченнисен романтикăлла тӗлпулусем пулкалӗç, шăпа пӳрни çумрах çӳрет.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Çулталăк малашлăхлă ӗçсенчен пуçланӗ. Çитӗнӳ çинчен ӗмӗтленекенсене майпа октябрь уйăхӗсен хушшинче ăнать. Ӗмӗтленсе кайса чăн пурнăçпа çыхăнăва ан çухатăр. Професси енӗпе ӳсме майсем пулӗç, нумайăшӗ карьера тăвӗ. Çулçӳревсем йышланӗç, хушма пӗлӳ илетӗр. Ӗçре çӗнӗ проект пуçлани ăнать, ырă сюрпризсем кӗтӗр. Тигр сире кӳрентермӗ. Конкурентсемпе кăна кăшт сисчӗвлӗрех пулăр. Тар тăкса ӗçленине кура укçи те пулӗ. Çӗнӗ контрактсем тупăш кӳрӗç. Пурнăç пахалăхне çӳллӗрех шая кăларма май пулӗ. Çулла ӗмӗтленнӗ хаклă япалана туянма хал çитеретӗр. Юратура кичем пулмӗ. Арлă-арăмлисем хăйсен хутшăнăвӗсен çирӗплӗхне тӗрӗслӗç. Кӗркунне тин çемьене лăпкăлăх таврăнӗ. Пӗчченнисен çулла вӗçнелле интереслӗ çынпа паллашӗç. Анчах кăçал туй туса пӗрлешме, ача çуратма иртерех.

 

РАК 22.VI – 22.VII
Пурнăç çине çӗнӗлле пăхма тытăнни çӗнӗ майсем уçӗ. 2022 çулта пур енӗпе те аталанма май пур. Çирӗп ăс-тăн пурри плансене пурнăçлама пулăшӗ. Çулталăк пуçламăшӗнче ӗçри лару-тăру канăçсăр пулӗ. Кӗтменни сиксе тухӗ. Ку ӗç юхăмне улăштарма хистенипе усăллă та пулӗ, пуçлăх та хăюлăх хушăннине  асăрхӗ. Пӗлӳ шайне ӳстерни мала кайма пулăшӗ. Укçа-тенкӗ вăхăт-вăхăт çитмесен те тупăш кӗрсех тăрӗ. Кивçене ан кӗрӗр. Финанс енчен ăнăçуллă пулас тесен Тигр теветкелленме хушать. Килӗшмен ӗçрен кайăр, çӗнни хăвăрт тупăнӗ. Çемьеллисен пурнăçӗ арканассипе хăратать. Ку ӗçри йывăрлăхсемпе те çыхăнӗ. Хăвăра алăра тытни, вăрçăнманни çемьене упраса хăварма пулăшӗ. Йывăрлăхсем çуркунне вӗçленӗç, юратнă çынран шанчăклăрах тыл çуккине ăнланса илетӗр. Пӗчченнисем хăйсен пурнăçне тӗпрен улăштаракан çынпа тӗл пулӗç. Тигр çулӗнче çавăрнă çемье çирӗп пулӗ.

 

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ырă тӗлпулусемпе сюрпризсен çулталăкӗ. Сывлăх та савăнтарӗ. Планпа ӗçлесен, харпăр принципсенчен пăрăнмасан чи кăткăс ыйту та проблема мар. Хăвăршăн мӗн чи кирлине палăртнинчен килет ку çулти ăнăçу. Професси енӗпе ӳсме лайăх тапхăр. Çулла пуçламăшӗнче ӗçре пӗчӗк стрессем пулкалӗç, анчах патшалла лăпкăлăха ан çухатăр.  Хăвăра начар тăвас мар тесен çынпа çемçерех пулăр. Харпăр ӳсӗмпе аталану тӗп вырăнта пулмалла. Сире çӗнӗ идейăсем хавхалантарӗç. Укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă çул. Нумайăшӗ хаклă япала илме, чаплă канăва кайма пултарӗ. Анчах укçа шута юратнине те ан манăр. Харпăр тупăш, карьера ӳсӗмӗ, бизнесри çитӗнӳ çинчен ытлашши ан калаçăр. Парăмсенчен хăтăлатăр. Çемьеллисене юратура кăшт йывăртарах пулӗ. Хутшăнусене упраса хăварас тесен пӗр-пӗринпе тавлашмасăр калаçма вӗренӗр. Хăш-пӗр çемьере ача çуралӗ. Ан манăр, нумай йывăрлăха эсир мăшăр енчен тӗрев пуррипе татса паратăр. Пӗчченнисем кӗркунне тин юрату тупӗç, роман хӗрӳ пулӗ. 

    

ХӖР 24.VIII – 23. IX
2022 çулта эсир Тигрăн шанчăклă хӳттинче пулатăр. Хăюллăнах çӗнӗ ӗçе пуçăнма, çӗнӗ профессие алла илме, харпăр имиджа улăштарма пултаратăр. Вăй хурса ӗçленишӗн мухтавӗ те пулӗ. Çуркунне ӗçре йывăрлăхсем пулӗç. Çывăх çынсем пулăшнипе йăлт майлашăнать. Хăш-пӗр çынпа калаçма пăрахатăр. Пурпӗрех тӗллеве пурнăçласси патне утăр. Çулталăк вӗçӗнче ӗç енӗпе илӗртӳллӗ сӗнӳ тăвӗç, ку профессири çӗнӗ тапхăр пулӗ. Укçана тытма пӗлӗр. Сахал мар ӗçлеме тивӗ. Апрель уйăхӗнчен тупăш ӳсме пуçлӗ, ытларах – хушма ӗçрен. Çулла тăкаксем ӳсӗç. Перспективлă ӗçе укçа хывса пуйма та пулӗ. Юрату романтика енчен пуян. Сирӗнпе нумайăшӗ калаçас тейӗ. Уйрăмах çемьеллисен айккине пăхса пуçа çухатмалла мар. Арлă-арăмлă хутшăнусене интереслӗ тума тăрăшăр. Пӗчченнисене вара чару çук. Хутшăнусем туйпа вӗçленмесен те пурпӗрех телей пулӗ.   

 

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Савăнăр, пур йывăрлăх та хыçа юлӗ. Яланхи пек шайлашуллă та виçеллӗ пулсан çулталăк лăпкă, пысăк çитӗнӳсемсӗр иртӗ. Хăйне кăтартма хăраманнине  вара Тигр пысăк çитӗнӳ тума пулăшӗ. Ӗçсӗр ларакан та ӗç тупӗ. Ӗçрен хăраманни карьера ӳсӗмӗ тума пултарӗ. Çăлтăрсем сире теветкеллӗ авантюрăсемпе илӗртме, улталама пултарасса систереççӗ. Çавăнпа яланхи виçелӗхе ан çухатăр. Укçа çитменнипе пит аптрамăр. Çулталăк хуçи кирлех марри валли те укçа тупса парӗ. Нумайăшӗ перекетлӗ пулма вӗренӗ. Хăш-пӗри урăх ӗç шырама тытăнӗ. Кăмăла та, енчӗке те тивӗçтерекен ӗç тупатăрах. Çулла кӗтмен çӗртен пысăк укçа кӗрӗ е еткер сире куçӗ. Юратура çулталăк тăршшӗпех туйăмсен лăпкăлăхӗпе киленетӗр. Вак-тӗвекшӗн мăшăрпа ан вăрçăнăр, чăтăмлă пулăр. Романтикăлла тӗлпулусем йӗркелӗр. Хăш-пӗри ача çуратасси пирки шутлӗ. Пӗчченнисем шăпа пӳрнине тупӗç, анчах çемье çавăрма çăлтăрсем тепӗр çулччен тăхтама сӗнеççӗ.
 
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Нихçанхинчен ăнăçуллă çул. Ӗмӗтленӗр – йăлт пурнăçланӗ. Çитӗнӳсем пысăк пулнипе йывăрлăхсене асăрхамăр та. Сирӗншӗн пур çул та уçă, уйрăмах харпăр аталанушăн, вӗренӳшӗн. Пӗлӳ илни малашнехи ӳсӗмшӗн усăллă. Карьерăшăн çунакансене ăнать. Бизнесшăн та ăнăçлă тапхăр, çӗнӗ проектсем пуçлатăр. Анчах пӗрле ӗçлеме кăмăл тăвакана лайăх тӗрӗслӗр, тем пек çынна шанас килсен те. Тупăш ӳстӗр тесен ăна пухса пыма ан тăрăшăр, инвестицие хывăр. Пурлăх шайӗ самай ӳсӗ. Куçман пурлăх туянни те ăнать. Ăнăçу вӗçӗмсӗр пулмасси çинчен те ан манăр, кирлӗ марришӗн ан тăкакланăр. Çулталăк пуçламăшӗнче кӗвӗçӳпе çапăçма тивӗ. Телее, ку нумая мар. Савнă туспа е мăшăрпа малашлăха план тума тытăнатăр. Пӗчченнисене иккӗмӗш çур çулта ăнать, вӗсем шăпа пӳрнипе тӗл пулӗç. Çемьере мăшăра ытларах тимлӗх уйăрасси çинчен шутламалла. Юратури экспериментсем туйăмсене çивӗчлетӗç.
 
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку çулта вӗренӳ тӗп вырăнта пулмалла, ăнăçупа çитӗнӳсем, çителӗклӗ пурнăç йăлт унран килӗ. Эсир хăвăр çийӗн пуç пулнине юратмастăр, çавăнпа Ухăçăсенчен нумайăшӗ ертӳçӗ е лидер пулаççӗ. Хуть мӗнле ыйтăва татса параятăр, проекта пурнăçлаятăр. Пысăк проектсемпе ӗçлӗр, çитӗнӳ кӗттермӗ. Патшалăх компанийӗсенче ӗçлекенсен майпа усă курма пӗлмелле. Пуçлăх тăрăшнине кура пысăкрах должность шанса парӗ. Финанс ăнăçăвӗ те кӗттермӗ. Йывăр вăхăтсем пулсан та парăма ан кӗрӗр. Харпăр бюджета планлани тӗлсӗр тăкакран упраса хăварӗ. Иккӗмӗш çур çул укçа енчен самай ăнăçлă. Çывăх çынсем пулăшнипе чи хăюллă планăра пурнăçлаятăр. Юрату фронтӗнче хӗрӳ, мăшăрпа  тавлашатăр та уйрăлатăр, каллех пӗрлешетӗр. Пӗр-пӗринчен вăхăтлăха сивӗнсен те критикăна чӗре çумне ан илӗр. Пӗчченнисен юратăвӗ çирӗп пулӗ. Чи кирли – савнин шухăш-туйăмне вырăна хуни.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
2022 çул – шыравпа харпăр хаклăхсене тишкерес тапхăр. Профессири йывăрлăхсем психика енчен, шалти ăс-тăнпа ӳсме пулăшӗç. Харпăр потенциалпа, талантпа усă курма вӗренетӗр. Хăш-пӗри ӗçсӗр тăрса юлма пултарӗ. Шăп çавăнтан пуçланӗ те ӳсӗм çулӗ. Чуна тивӗçтерекен ӗç тупатăр. Йывăрлăхсем сире туптанма, вăйлăрах та ăслăрах пулма пулăшӗç. Çуркунне варринчен хăшӗсем харпăр бизнес йӗркелесси çинчен шутлӗç, ӗç ăнать. Командăра ӗçлекенсем те тимлӗхсӗр юлмӗç. Малтанласа укçа çитсе пымӗ. Çуркунне финанс лару-тăрăвӗ ырă енне улшăнӗ, тупăш килме пуçлӗ. Укçана инвестицилени тупăша ӳстерӗ. Юратура çемьеллисене ăнать. Хутшăнусем çирӗпленсе телей кӳрӗç. Ача çуккисен çемье йышӗ ӳсӗ. Пӗчченнисене çăлтăрсем хӗрӳ романсемпе юратуллă приключенисем пуласса систереççӗ.   

 

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Лăпкă, чуна килентерекен пулăмсемлӗ çулталăк. Харпăр энергипе ӗçлеме, проблемăна татса пама вӗренмелле. Карьера енӗпе çулталăк пуçламăшӗнчен тытăнса март вӗçлениччен ăнать. Çак вăхăтра усăллă çыхăнупа, пулнă майсемпе усă курса юлăр. Ӗç енӗпе аван сӗнӳсем тăвӗç, вӗсенчен чи перспективлине суйласа илме пӗлӗр. Хăвăра сиен кӳрес темесен кампа мӗн çинчен калаçмаллине лайăх пӗлӗр. Çулла кăшт сывласа яратăр. Укçа енчен те çителӗклӗ çул. Уйрăмах çуркунне нумай ӗçлесе илетӗр. Хăш-тăр пайне малашлăха упраса хăварăр. Çуллахи кану валли те укçа пулӗ. Кӗркунне ӗмӗтленнӗ пысăк япалана туянма май пулӗ. Пӗчченнисене  юратура ăнать. Туйăмсем пуçа çавăрӗç. Хыçран çӳрекенсен хушшинче чун савнине асăрхама çăмăл пулмӗ. Телей çулӗ çинче чăрмавсемсӗр те мар. Юратнă çынна çухатас мар тесен кӗвӗçӗве çӗнтерме тивӗ. Çемьеллисенчен хăш-пӗри çӗнӗрен чап-чап уйăхне лекӗ.  
 
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку çулта плансене пурнăçлатăр, анчах кирлӗ ӗçсене пӗрремӗш çур çулта тăвăр. Наянланмасан ку çул ăнăçлă иртӗ. Профессире пысăк çитӗнӳ тума май пур. Карьера та, бизнес йӗркелеме те пултаратăр. Уйрăмах финанс сферинче ӗçлекенсене ăнать. Шулӗксен аллине çакланас мар тесен авантюрăлла проектсене ан хутшăнăр. Çӗннине вӗренни усă кӳрӗ. Сывлăх çинчен ан манăр, тухтăр патне вăхăтлă кайăр, хăш-пӗрне психолог пулăшăвӗ кирлӗ пулӗ. Финанс лару-тăрăвӗ лакăм-текӗмлӗ: е укçа çитсе пымӗ, е купипе пулӗ. Ан пăшăрханăр, шăпа ӗçлесе илме майсем парсах тăрӗ. Финанс операцийӗсенче ан теветкелленӗр. Сире савакансем нумай пулӗç, анчах пуçăра ан çухатăр. Шăпа пӳрнине пысăк йышран суйласа илме пӗлӗр, тахçанах ӗмӗтленнӗ çынпа çирӗп çемье çавăрма пултаратăр. Çăлтăрсем систернӗ тăрăх çав çын çумрах çӳрет. Çемьеллисен мăшăрне çителӗклӗ тимлӗх уйăрмалла, вара туйăмсем те çӗнелсе савăнтарӗç. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев