Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИЧЕТ СĂМАХӖ ЯЛАНАХ АВТОРИТЕТЛĂ

Январӗн 13-мӗшӗ журналистсемшӗн пысăк уяв – Раççей Пичет кунӗ. 1703 çулхи январӗн 2-мӗшӗнче (çӗнӗ стильпе 13-мӗшӗнче) Петӗр  патшан указӗпе Раççейре «Ведомости» пӗрремӗш хаçат тухма тытăнать. Çак историлле датăна тӗпе хывнă та Раççей Федерацийӗн Аслă Канашӗн Президиумӗ 1991 çулхи  декабрӗн 28-мӗшӗнче январӗн 13-мӗшне Пичет кунӗ пек палăртасси çинчен постановлени кăларса.

Тутарстанра Раççей Пичет кунне кăçал Хусанти Туслăх Çуртӗнче ирттерчӗç. Унта республикăри массăлла хыпар хатӗрӗсен представителӗсем пуçтарăнчӗç. Çак йышран çурри ытларахăшӗ «ТАТМЕДИА» акционер обществине кӗрекен филиалсен ӗçченӗсем. Туслăх Çурчӗпе паллашнă хыççăн журналистсем концерт залӗнче пуçтарăнчӗç. Мероприяти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн  пултарулăх ансамблӗсен концерчӗпе пуçланчӗ. Унтан пресса ӗçченӗсене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстанри Халăхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ.
«Çак уяв тепӗр пысăк юбилейпе – Раççей прокуратурин 300 çуллăхӗпе тӗл килчӗ. Влаçшăн, партишӗн, обществăшăн эсир ялан прокурорсем пулнă.  Сирӗн сăмах пирӗншӗн общество шухăш-кăмăлӗн ориентирӗ, пирӗн ӗçӗн хаклавӗ пулса тăрать. Пысăк тав сире. Медиа-уçлăх çиçӗмле хăвăртлăхпа улшăнса пырсан та пичет сăмахӗ яланах авторитетлă та пӗлтерӗшлӗ пулнă... Актуаллă социаллă проблемăсем, политикăри йышăнусем тата ытти те масс-медиа тимлӗхне лекмесӗр, репортаж, интервью, статья тухмасăр обществăлла кун йӗркине кӗреймеççӗ. Малашне те сиртен тарăн та тӗплӗ, тӗрӗс те объективлă публикацисем кӗтетпӗр», – терӗ парламент пуçлăхӗ журналистсемпе пичет ӗçченӗсене тав туса.
Мероприяти ӗçре палăрнисене патшалăх наградисемпе чысланипе вӗçленчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев