Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юрий Терентьев вилни пирки чӗререн хурланатпăр

Январӗн 10-мӗшӗнче Нурлат районӗнче пултаруллă та хисеплӗ çынпа, Якуркел ялӗнче çуралса ӳснӗ Юрий Владимирович Терентьевпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗç

. Юрий Владимирович çулӗсемпе ватах та марччӗ, 72 çулпа пыратчӗ. 30 çула яхăн вăл тӗрлӗ çӗрте ертӳçӗ пулса ӗçленӗ: тӗп агрономра, колхоз председателӗнче, 15 çул район пуçлăхӗн çумӗнче. Унсăр пуçне Чăваш наципе культура центрӗн ӗçне те хастар хутшăннă. Тăван халăхшăн нумай ырă ӗç тунă Юрий Владимирович.
Эпир те Ю.В.Терентьев пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнишӗн унăн çемйипе, çывăх тăванӗсемпе, юлташӗсемпе, ӗçтешӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев