Хусанта РКБ патӗнче 12 пин çын пурăнмалли микрорайон тума хатӗрленеççӗ
Тутарстанăн шӗкӗр хулинче Пӗртăван Баталовсен урамӗнчи территорие планласси пирки обществолла канашлусем пуçланнă. Документаци тăрăх, микрорайон вуникӗ пин çын шăнăçтараять, хваттерсен пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 269 000 тваткал метр.
Унсăр пуçне пурнан çуртсенчи 5 700 тваткал метр лаптăк коммерцилле пӳлӗмсем валли уйрăлать. Пурӗ çак вырăнта ултă квартал пурнан çурт тума палăртнă. Планировка проекчӗпе 1300 вырăнлăх тăватă ача сачӗ тата 2100 ачалăх пӗр шкул тумалла. Çавăн пекех микрорайон территорийӗнче ача-пăча тата аслисен поликлиникисене тума палăртнă. Территорие «ешӗллетнисӗр» пуçне кунта скверпа парк та тумалла, икӗ çуран çӳрекен кӗпер пулмалла. Çӗнӗ микрорайонра пурăнакансемшӗн меллӗрех пултăр тесе унта 4 300 парковка вырăнӗ пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев