Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНӖ ÇУЛ УМӖНХИ ПӖТӖМЛЕТӲСЕМ

Декабрӗн 27-мӗшӗнче ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа çулленхи пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ иртрӗ. Журналистсемпе тӗлпулура Рустам Нургалиевич республикăн пӗтӗм енлӗ аталанăвне – экономикăпа промышленность, вӗрентӳпе сывлăх сыхлав, культурăпа спортран пуçласа социаллă лару-тăру таранччен тишкерсе хак пачӗ. 2021 çула пӗтӗмлетсе:​ «Чи кирли – экономика ӳсӗмӗ пурри», – терӗ​ пресс-конференцие уçса. Каласа хăвармалла, кăçалхи тӗлпулу Хусан Кремлӗнчи Тӗлпулусен вырăнӗн çуртӗнче (здание Присутственных мест) иртрӗ. Унта мӗн кирли йăлт пур: хăнасене йышăнмалли пӳлӗмсемпе видеоконференци залӗсем, кафе-ресторан таранччен.

  Рустам Минниханов çак çуртра республикăра пурăнакан кашни çынна хапăл туса кӗтсе илме хатӗррине пӗлтерчӗ. Маларах республика ертӳçин пулăшуçипе​ Наталья Фишманпа культура министрӗ Ирада Аюпова журналистсем валли кӗске экскурси те йӗркелерӗç.
Журналистсемсӗр пуçне Тутарстан Президенчӗпе видеоçыхăнупа уйрăм çынсем те хутшăнса хăйсене интереслентерекен ыйтăва пама пултарчӗç. Çавсен хушшинче «Ёлка желаний» акцие хутшăннă Камиль (танкпа ярăнма ӗмӗтленнӗ), Пăвари чăлха фабрикинче ӗçлекен Ильсияр аппа, велоспортсмен Ирек Ризаев, Японирен Юто Хисияма тата ыттисем пулчӗç. ​

Экономика ӳсӗмӗ тата промышленность

Ыйту-хурав çине куçиччен Рустам Минниханов кӗскен республикăри лару-тăрупа паллаштарчӗ. Ăна вăл экономика кăтартăвӗсенчен пуçларӗ. «Экономика ӳсӗмӗ пур. Регионри пӗтӗмӗшле продукцин калăпăшӗ 103,8 процент, ку вăл 3,2 триллион тенкӗпе танлашать. Промышленность производствин калăпăшӗ те 8,3 процента ӳссе 3,765 триллион тенкӗпе танлашнă. Эпир ялан 3 триллион çине тухасса ӗмӗтленеттӗмӗр. Ку тапхăртан иртрӗмӗр. Халӗ эпир 5 триллион тенкӗ çинчен калатпăр. Мӗн вăл пирӗншӗн? Ку вăл хамăрăн пӗтӗмӗшле бюджетăн 500 миллиард тенкӗпе танлашакан тупăшӗ. Пирӗн пурнăç пахалăхӗ хамăр мӗн таран ӗçлесе илнинчен килет», – терӗ Рустам Минниханов.
Экономикăна хывнă инвестицисем иртнӗ çулсенче 600 миллиард тенке яхăн пулнă-тăк, ку çулта 665 миллиард тенкӗпе танлашмалла. Ваккăн суту-илӳ çаврăнăшӗпе строительство ӗçӗсен калăпăшӗ те ӳснӗ. Ял хуçалăх отраслӗнче вара кăтартусем çанталăка пула чакнă. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 18 процента.
Нефть уçлас енӗпе вара пандемичченхи шай патне таврăнасшăн. Чарусене пăрахăçланă хыççăн виçӗ уйăхранах малтанхи шая тухма пулать. Президент сăмахӗпе, Тутарстанăн ун валли технологисем те, ресурссем те, çынсем те пур. Малашне Каспи тинӗсӗнчи Туркмени секторӗнче нефть вырăнӗсен шырав ӗçне хутшăнма кăмăл пуррине те пӗлтерчӗ. Кăçал нефть кăларасси 34,5 миллион тоннăпа танлашнă. ОПЕК чарăвӗсем пулмасан кăтарту пысăкрах та пулмаллаччӗ. ТАНЕКО аталанăвӗ те нефть уçлассин отрасльне тӗрев парать. Нумай пулмасть виçӗ çӗнӗ установка хута кайнă.

Сывлăх, кадрсем, ӗç

Тӗп ыйтусен шутӗнче, паллах – сывлăх сыхлав. Рустам Минниханов шучӗпе, пандеми сывлăх сыхлав çине пысăк витӗм кӳнӗ. Паянхи кун сиплевӗн эффективлă меслечӗсем пуррине чи кирли тесе палăртрӗ. Кӗске вăхăтрах инфекци больницин çӗнӗ корпусне туса лартнине ырласа хак пачӗ. «Республикăра кунсерен çӗршер тонна кислород туса кăларакан предприятисем пур. Эпир çӗнӗ тӗрӗслевсене хатӗр», – терӗ республика ертӳçи.
Начар кăтарту шутне вакцинаци кирлӗ шайра пулманнине, 60-тан каçнисем прививка тутарма килӗшменнине кӗртрӗ. Çавна пула Тутарстанра QR-код кӗртме тивнине асăнчӗ. «Мӗн тăвас тен, кирлӗ мера вăл. Пирӗн пӗр-пӗрне хисеплес, пӗр-пӗрин сывлăхӗ çинчен шутлас пулать. Инфекци сарăлассине чарса пымалла мӗнле те пулин», – пӗлтерчӗ хăй шухăшне. ​
Пандеми вăхăтӗнче упранса кăна мар, производство шайне ӳстерме те пултарнă предприятисем çинчен ыйтсан Президент çавсен шутне дезинфекци хатӗрӗсем кăларакансене кӗртрӗ. Нефтехимипе машиностроени те йӗркеллӗ кăтартусемпе çулталăка вӗçлеççӗ. «КамАЗ», сăмахран, тиев машинисене ытларах кăларма пуçланă.
Тӗп задачăсен шутне Президент кадрсен хатӗрлевне кӗртрӗ. Вăрттăнлăх мар, Рустам Минниханов пултаруллă та пултăклă специалистсене хаклама пӗлет. Çавна кура ӗнтӗ унăн команди вăйлă та эффективлă. Ку вăл республикăри программăсен пурнăçланăвӗнче те аван курăнать. Пӗтӗмпе Тутарстанра 44 программа ӗçлет. Вӗсем республикăн мӗнпур сферипе отрасльне пырса тивеççӗ. Специалистсем хатӗрлесси ӗç паракансене те пырса тивнине палăртрӗ республика ертӳçи. «Пирӗн пӗрле мӗнле специалистсем кирлине татса памалла. Унтан вара ятарлă вӗрентӗве, ресурс центрӗсене аталантармалла. Ахальтен-им Ворлдскиллза хутшăнатпăр, хамăрăн наци чемпионатне йӗркелетпӗр?​ Предприятисенчи ӗç условийӗсем те тӗп вырăнта пулмалла. Производство культури те, тивӗçлӗ шалу та пултăр», – çирӗплетрӗ вăл.​ Яллă вырăнсенче, ун шучӗпе, ӗç вырăнӗсене промпарксемпе индустри паркӗсене аталантарса пурнăçламалла. Ку ӗçре хăш-пӗр муниципалитетсен пуçлăхӗсем айван ӗçленине те палăртса хăварчӗ Президент.

Хваттер тата хӗрарăм

Пурне те хумхантаракан ыйтăва та çӗклерӗç журналистсем. Ку ӗнтӗ хваттер хакӗсем чăтма çук ӳссе кайни. Хусанта пӗр тăваткал метршăн 150-200 пин тенкӗпе танлашать вăл.
Республика ертӳçи, шел пулин те, хваттер хакӗсем стройматериалсен хакӗсемпе тӳреммӗнех çыхăннине палăртрӗ. Вăл ӳссен хваттер хакӗ те хăпарать. Çавăнпа çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене çурт-йӗрпе хваттер туянма çăмăллăхсем туса памаллине каларӗ, социаллă ипотека пуррине аса илтерчӗ.
Кăсăк ыйтусен шутӗнче Рамзан Кадыров регион ертӳçи хӗрарăм​ пулма пултараймасси çинчен калани те пулчӗ. «Эп Рамзан Ахматовича хисеплетӗп. Вăл хӗрарăм патне мӗнлерех пулнине амăшне мӗн таран хисепленинчен те куратпăр. Эп хам хӗрарăм йăлт пултарать тесе шутлатăп. Анчах çакăнпа усă курса ун çине йăлт тиесе хумалла мар. Ахаль те нумай ыйтатпăр вӗсенчен. Хӗрарăмăн урăх тӗллев, вăл ача çуратса ӳстерессипе çыхăннă. Турă палăртнă камăн мӗн тумаллине. Рамзан Кадыров шăпах çак шухăша тӗпе хунă та пулмалла çапла каласа», – терӗ вăл тусне хӳтӗлесе. ​

«Клишас шухăшне улăштарнă пулӗччӗ»

Тутарстансене чӗпӗтекен ыйтăва та пачӗç журналистсем – «Клишас-Крашенинников» законӗ пирки. «Пирӗн парламентăн позицийӗ паллăччӗ ӗнтӗ. Конституцие улăштарма шутланă чух ятарлă комисси йӗркеленчӗ, нумай авторитетлă çынччӗ унта. Енчен те Клишас пирӗн парламента килсе курнă, итленӗ пулсан – унăн позицийӗ пач тепӗр май пулӗччӗ. Закона йышăннă. Эпир вара закона пăхăнакан çынсем», – терӗ вăл кӗскен.​ ​
Ял хуçалăх ярмăрккисем çинчен ыйтакансем те пулчӗç. Журналистсен шучӗпе, хаксем ӳснӗ вăхăтра вӗсем питӗ кирлӗ. Хула çыннисем, уйрăмах, пенсирисем çулталăка запас туса хураççӗ. Президент хăй те ярмăрккăсене Правительство ертӳçипе çӳренине палăртса вырăнти фермер хуçалăхӗсене, ял хуçалăх производителӗсене тӗрев парассине çирӗплетрӗ.

«Журналист ​ пулаймастăм»

Пресс-конференци питӗ интереслӗ иртрӗ, Рустам Минниханов нумай шӳтлерӗ, хăй шухăшӗсене пытармарӗ, уççăн та ирӗклӗ калаçрӗ. Калаçура вăтам тата пӗчӗк бизнеса тӗрев парассине, хуласемпе ялсенче тирпей-илем кӗртессине, çӗнӗ çулсем, парксем, спорт площадкисем, çуртсем тăвассине, ӗç профессийӗсен илӗртӳлӗхне ӳстерессине, Тутарстанра пӗлӳ илнӗ çамрăксене кунтах хăварма кирлине, аслă ăрăва ятарлă пулăшу кирлине, районсенче электронлă коммерцие аталантарассипе Японире тутарсен центрне туса хурасси таран сӳтсе яврӗç.
Журналистсем çинчен каласан, Президент: «Эп хам журналист пулса ӗçлеймен пулăттăм. Сирӗн ӗç питӗ кăткăс, стресс нумай. А ман мӗн? Вăт, ӗçе килеп те манăн пӗр стресс – мӗн чухлӗ хут килсе хурать ал пустарма Сафаров? Алă пуснă – эп маттур (кулать), кăмăл тулнă. Чăннипе калап, шӳт формипе пулсан та, – шӳтлерӗ Рустам Нургалиевич. – Ăна вӗт тема тупнисӗр пуçне тӗрӗс те аван çырса памалла-çке. Çук – пултараймастăм», – çакăн пек хакларӗ Президент пирӗн ӗçе.
Юлашкинчен çавна та каласа хăварас килет. ТР Президенчӗ Çӗнӗ çул умӗн «ТАТМЕДИА» АО филиалӗсене те пысăк парне турӗ – автомобиль парнелерӗ. Ăна тивӗçнисен шутӗнче «Сувар» редакцийӗ те пулчӗ. Пӗтӗмпе 31 филиал илчӗ парнене. Чӗререн тав республика ертӳçине пирӗн ӗçе пысăка хурса хакланăшăн.​ ​

Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк​ tatarstan.ru
сайтран.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев