Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çулхи канмалли кунсен статистики

Декабрӗн 31-мӗшӗнчен тытăнса январӗн 9-мӗшӗччен Тутарстанра пурӗ 87 пушар тухнă, вӗсенче 5 çын вилнӗ, 7-шӗ суранланнă.

Статистика хăрушă, çавах та пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пушарсен шучӗ те, вилнисемпе аманнисем те сахалрах кăçал. Пӗтӗмӗшле кăтартуран 59 пушар харпăр çурт секторӗнче тухнă, вӗсенчен 35-шӗ хушма хуçалăхсенче, 15-шӗ пурăнмалли çуртпа хваттерте, 2-шӗ садри çуртра. 

Пушарсен тӗп сăлтавӗ — вутпа асăрхануллă пулманни, кăмакапа тата электрооборудованисемпе тӗрӗс усă курманни тесе пӗлтернӗ республикăри пушар надзорӗн тӗп инспекторӗ Максим Трущин январӗн 9-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра.

724 АВАРИ

ТР ШӖМӗн статистики те хурлăхлă,  декабрӗн 31-мӗшӗнчен тытăнса январӗн 8-мӗшӗччен республикăри çулсем çинче  пурӗ 724 авари пулнă. 3 водитель, 7 пассажир, вӗсенчен 2-шӗ ача, 3 çуран çӳрекен аманнă. 

Инкексен тӗп сăлтавӗ яланхи пекех – хирӗç çул çине сиксе тухни, çуран каçакана çул паманни тата хӗреслӗ çулпа пынă чух çул-йӗр правилине пăхăнманни. ТР ШӖМӗн пресс-служби çаплах канмалли кунсенче 89 ӳсӗр водителе тытса чарнине те пӗлтерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия