Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фейксенче çӗнни çук

Паянхи суйлавçă фейксене шансах та каймасть, пӗрремӗшӗнчен, хăй ухмах мар, иккӗмӗшӗнчен, ывăнса çитнӗ. 

Zoom урлă журналистсемпе çыхăнăва тухнă «За чистые выборы» Корпус» ӗçтăвком комитечӗн пайташӗ, социологи наукисен кандидачӗ Антон Лукаш кăçалхи суйлаври фейксем пӗрре те çӗнӗ маррине каларӗ. «Ку е вăл çынна фото ӳкерме чарнă, суйлав участокӗнче тем те пӗр каласа кӳрентернӗ, тӗрӗс мар адрессем çырнă, пачки-пачкипе бюллетеньсем выртнине курнă, ӗçлемен видеокамерăсем вырнаçтарнă, сасăлама çар çыннисене машини-машинипе тиесе килнӗ... Фейксен методички тăрăх хатӗрленнӗ пекех», – тесе хакларӗ вăл кăçалхи фейксене. Ун сăмахӗсем тăрăх, кунта нимӗн çӗнни те, кавар та çук, ку вăл – халăха пăтратмалли провокаци. Тепӗр тесен паянхи суйлавçă вӗсене шансах та каймасть, мӗншӗн тесен пӗрремӗшӗнчен, хăй ухмах мар, иккӗмӗшӗнчен, хайпсенчен (суяран) ывăнса çитнӗ. 

Антон Лукаш сăмахӗсемпе, суйлав вăхăтӗнчи фейксене тӗрӗслесе тăрă шыв çине кăларасси халӗ йывăр мар, суйлав участокӗсенче видеокамерăсем вырнаçтарнă, обществăлла сăнавçăсем ку е вăл инцидента тӳрех темиçе фото, видео ӳкерсе пыраççӗ.

Тутарстанра ку енчен лăпкине пӗлтерчӗ вăл. Мӗншӗн тесе республикăн тӗп суйлав комитетне официаллă пӗр çăхав та килмен хальлӗхе. Суйлав участокӗсенче 16 пин ытла сăнавçă, çав шутра 100 блогер ӗçлет. Суйлав мӗнле иртнине сăнама блогерсене явăçтарнине уйрăмах ырласа палăртрӗ вăл, çак опыта Раççейӗпех сарма сӗнчӗ ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2021

2
X