Çӗнӗ Мускав çулӗ 6 район урлă иртет

Мускав – Чулхула – Хусан çӗнӗ трасса Кайпăç, Апас, Тури Услон, Камско-Устьински, Лайăш тата Пӗтреç районӗсем урлă иртет. Икӗ пая пайланакан çула Атăл урлă хывакан çӗнӗ кӗпер пӗрлештерет.
Тата темиçе çултан автомобилистсем Мускава çил пек хăвăрт вӗçтерсе çитӗç, 729 çухрăма тăсăлакан Мускав – Хусан пысăк хăвăртлăхлă çӗнӗ çул сараççӗ. Ун тăрăх машинăсем сехетне 120 километр хăвăртлăхпа пырӗç. Мускав – Чулхула – Тутарстан çӗнӗ автоçул республикăн Кайпăç, Апас, Тури Услон, Камско-Устьински, Лайăш тата Пӗтреç районӗсем урлă иртет. Республикăра пӗтӗмпе 133 çухрăма тăсăлать.
«Çӗнӗ автомагистраль М7 трассăпа паралельлӗ иртет. Пурте каланă пек, кивӗ М7 çул участокӗн реконструкцийӗ мар вăл, çӗнӗ çул. Тутарстанра Кайпăç районӗнчен пуçланать»,– тесе пӗлтернӗ ТР Транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Артем Чукин «Татар-информ» ИАна панă интервьюра. Вăл каланă тăрăх, çӗнӗ трасса Р-241 Хусан – Пăва – Ульяновск, Р-239 Хусан – Оренбург çулсем урлă иртсе Чакак тăвӗ – Шали (М-7 юппи умӗн) патне тухать. Шăпах çакăнта вӗçленет те çулăн Тутарстанри участокӗ. Çӗнӗ çул республикăра икӗ пая пайланать, вӗсене Лайăш патӗнче Атăл урлă хывма палăртнă кӗпер пӗрлештерӗ. Автомагистраль 1-мӗш техника категориллӗ, урăхла каласан 4 (кашни енне икшер) полосаллă пулать. Пысăк хăвăртлăхлă çула «Европа – Хӗвеланăç Китай» халăхсем хушшинчи транспорт коридорӗпе килӗшӳллӗн сарасси паллă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
20 апреля 2021 - 13:15Пӑвара паян Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртне уҫрӗҫ. Туслӑх Ҫуртӗнче районта пурӑнакан халӑхсем валли пӳлӗмсем уйӑрса панӑ. Сӑмахран, чӑвашсем мордвасемпе тата азербайджансемпе пӗр пӳлӗме пайлӗҫ. Вӗсене пысӑк тесе калама ҫук, ҫапах та пухӑнса канашлусем ирттерме майсем пур. Тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланчӗ1200
-
20 апреля 2021 - 12:20"Тутарстан чăваш пики - 2021" финалисткисем 2-мӗш кун Хусанта. Финал апрелӗн 24-мӗшӗнче 15:00 сехетре пуçланать.3300
-
19 апреля 2021 - 17:10Тутарстан предпринимателӗсем «ФОТ 3.0» программăпа 721 млн. тенкӗ илнӗ. Инкек курнӑ отрасльсенчи бизнеса пулăшма тата ҫак сферӑсенче ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе уйӑрнӑ патшалӑх программи мартăн 9-мӗшӗнче пуçланнă9600
-
19 апреля 2021 - 16:51«Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ конкурс-фестивальте пултарулăхне питӗ ăста кăтартрӗç. Эпир "Сувар" тата "Суварята" ансамбльсене чун-чӗререн саламлатпӑр8300
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 апреля 2021 - 06:00Юратнă çыннăмăра юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Петр Александрович ЕВЛАМПЬЕВ апрелӗн 2-мӗшӗнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать18800
-
19 марта 2021 - 14:57Эсӗ пирӗншӗн ылтăнран та хаклăЭлмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă çыннăмăр Луиза Васильевна ОСИПОВА март уйăхӗн 25- мӗшӗнче 80 çул тултарать22900
-
19 марта 2021 - 14:22Вăрăм ӗмӗр сунатпăр сана!!!Аксу районӗнчи Çӗньялта пурăнакан хаклă çыннăмăр, хастар та ӗçчен чăваш каччи, нумай çул каялла «Звено» колхоз председателӗ, газовик пулса ӗçленӗскер, Константин Яковлевич ЕФРЕМОВ мартăн 19-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ19000
-
17 апреля 2021 - 13:10Паян Валери Туркайăн юбилей Чăваш халăх поэчӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Çеçпӗл Мишши, И.Яковлев, Ф.Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Украинăри Чернигов облаçне кӗрекен Остер хулин хисеплӗ гражданинӗ, Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ Валери Туркай паян, апрелӗн 17-мӗшӗнче, 60 çул тултарать.20200
-
17 апреля 2021 - 19:13Рустам Минниханов коронавирусран прививка тунӑ. Ҫакӑн ҫинчен Тутарстан Президенчӗ йӑлана кӗнӗ шӑматкунхи канашлу вӑхӑтӗнче каласа панӑ18400
-
18 апреля 2021 - 17:28Тунтикун пикесем "Тутарстан чӑваш пики - 2021" конкурс валли хатӗрленме Хусана ҫитеҫҫӗ. Конкурсӑн финалӗ апрелӗн 24-мӗшӗнче 15:00 сехетре Хусанти халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче иртет15101
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика