Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ шкулсем, садиксем, кадрсем, воспитани...

ТР Министрсен Кабинетӗнче мартăн 4-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука тата çамрăксен ӗçӗсен министрӗсем Ильсур Хадиуллинпа Ринат Садыков «Вӗрентӳ» наци проекчӗ Тутарстанра мӗнле пурнăçланнипе паллаштарчӗç.

Хальхи вăхăтра республикăра «Вӗрентӳ» наци проекчӗн «Современная школа», «Успех каждого ребенка», «Цифровая образовательная среда», «Социальная активность» федераллă проектсем ӗçлеççӗ.
Ильсур Хадиуллин сăмаха вӗрентӳ системин инфраструктуринчен пуçларӗ. Пӗтӗмӗшле калас пулсан, ку енӗпе лару-тăру республикăра япăх теме çук. «Вӗрентӳ» проектпа 2019–2004 çулсенче 46 çӗнӗ шкулпа 82 ача сачӗ лартнă. 2024 çулăн планне тата 11 çӗнӗ шкулпа 10 ача сачӗн строительствине кӗртнӗ. Ял шкулӗсем те манăçман, ачасене спорта явăçтарас тӗллевпе 18 шкулăн спорт залне юсаса çӗнетнӗ. Халӗ вӗсенче физкультура урокӗсемсӗр пуçне тӗрлӗ спорт секцийӗсем ӗçлеççӗ.

Çӳллӗ технологисен ӗмӗрӗнче тарăн пӗлӳсӗр май çук. Наци проекчӗпе килӗшуллӗн, республикăри кашни районта, пурӗ 436 шкулта, çӗнӗ оборудованиллӗ «Точка роста» центрсем уçăлнă. Ачасене шкул программипе пӗрлех хушма вӗрентӳ программисемпе вӗрентеççӗ вӗсенче. Ильсур Гараевич кăçал, çулталăк вӗçлениччен, тепӗр 72 ял шкулӗнче физика, хими, биологи кабинечӗсен вӗрентӳ базине çӗнетессине каларӗ. Центрсен лайăх енӗсем палăраççӗ те ӗнтӗ, пӗлтӗрхи ППЭне 100 балпа панă 210 ачаран, шăпах 15-шӗ «Точка роста» центр вӗренекенӗсем пулнă. Кунсăр пуçне тата 230 шкулпа профессилле пӗлӳ паракан учреждение компьютерсемпе мультимеди оборудованийӗсемпе тивӗçтернӗ. Вӗсем ачасемпе вӗрентекенсене «Код будущего», «Яндекс-лицей», «Урок цифры» пек çӗнӗ проектсене хутшăнма май параççӗ. Çӗнӗлӗх ачасене кăмăла кайни 9 тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем патшалăх экзаменӗсем тытма информатика предметне çулран çул ытларах суйлани кăтартать-мӗн.

Хушма пӗлӳ паракан «IT-клубсем», «Кванториум» технопарксем ачасене тӗрӗс наукăсемпе, цифра технологийӗсемпе, искусствăлла интеллектпа паллаштараççӗ. Сăмах май, паянхи кун республикăра пурӗ ултă «Кванториум» технопарк ӗçлет, çулталăк вӗçӗччен тата иккӗ уçăлмалла.

Хальхи вăхăтра Раççейре «наука», «искусство», «спорт» енӗпе 800 ытла олимпиада, конкурс иртет. Юлашки 5 çулта пирӗн республикăри 21 пин ача çӗнтерӳçӗпе призерсем пулнă. Иртнӗ вӗренӳ çулӗнче те Тутарстанри 251 ача çӗршыв шайӗнчи олимпиадăсенче çӗнтерсе Мускавпа Мускав облаçӗ хыççăн виççӗмӗш вырăн йышăннă.
Ильсур Гараевич çаплах кадрсен ыйтăвне те çӗклерӗ. Республикăра вăл çивӗч пирӗн. 2022 çултанпа Раççейре «Профессионалитет» федераллă проект ӗçлет. Техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсене теорие производство предприятийӗсенче практика иртсе çирӗплетме май парать вăл. 

Февралӗн 29-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Федераллă Пухăва тухнă Чӗнӗвӗнче каланă вӗрентӳ системипе çыхăннă çӗнӗ 5 пуçару пирки те асăнса хăварчӗ спикер. ППЭ тытайман ачан кăçалтан аслă шкулсене документсем йышăниччен тепӗр хут экзамен пама майӗ пулать.

«Кадры» наци проекчӗпе вара 2028 çул тӗлне ӗç профессийӗпе çыхăннă миллиона яхăн специалист хатӗрлемелле.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков Тутарстан «Вӗрентӳ» наци проекчӗн «Социальная активность» федераллă проектне хутшăнни пирки каласа пачӗ. Ытларах волонтерсен юхăмӗпе çыхăннă иккен вăл. Республикăра тӗрлӗ ӳсӗмри 182 пин çын хутшăнать унта. Вӗсем Лисичанскпа Рубежное валли гуманитари пулăшăвӗ пухса леçеççӗ. Çул çитменнисене патриотизм воспитанийӗ паракан клубсен шучӗ вара 153-рен 174 çитнӗ. 14 пин ача çӳрет унта.

«Регион для молодых» федераллă проектпа Элметри тата Хусанти икӗ Çамрăксен центрне реконструкци тунă. Кăçал ку проектпа тата 185 миллион тенкӗ выляса илнине каларӗ министр. Вӗсенчен çуррине Химиксен Культура керменне юсаса çӗнетме, тепӗр пайне палатка лагерӗсем валли оборудовани туянма ярӗç. В.Путин хăйӗн Чӗнӗвӗнче тепӗр наци проекчӗ «Молодежь России» хута каяссине пӗлтернӗ. Спикер çӗнӗ проект çамрăксемшӗн тата çамрăксемпе нумайрах ӗç тума пулăшасса шаннине каларӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество