Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çӗнӗ Тура – Хусан» хула электричкин проекчӗ патшалăх экспертизине иртнӗ

Анчах кӗтсе илейӗç-ши хула çыннисем ку электричкăна – паллă мар, мӗншӗн тесен чукун çул строительстви валли хыснара укçа çук.

Куллен лăк тулли автобуспа сехечӗпех пробкăра ларса тӗнки тухнă халăха ку транспорт сывлăш пекех кирлӗ. Анчах хула электрички хăçан пуласси курăнмасть-ха, мӗншӗн тесен строительствăна укçа пулсан кăна пуçăнассине пӗлтерет РБК Татарстан Ешӗлвар районӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса. Шăп çак сăлтавпах пуль тахçан шантарнă Казань-1– Çӗнӗ Аракчино – Восстани – Компрессорный – Ометьево – Вахитово –  Казань-1 маршрутпа çӳремелли хула электричкин те, «Салават куперӗнчен» Хусана каякан пысăк хăвăртлă трамвай çулӗсен те строительствисем халӗ те пуçланман-ха. Вырăс калашле, çак çӗнӗ проекта та виçӗ кун кӗтсен манмалли кăна юлмасть-ши халăхăн?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество