Çӗнтерӳ çитессе кӗтмелле мар
«Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Гузель Удачина сăмахӗпе, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ячӗсене астăвăма çӗнтерӳ çитессе кӗтмесӗрех кӗртме тытăнмалла
ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифинга хальхинче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен паттăрлăхне историре хăварассине халалларӗç. «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Гузель Удачина сăмахӗпе, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ячӗсене астăвăма çӗнтерӳ çитессе кӗтмесӗрех кӗртме тытăнмалла. Ку енӗпе ӗç пырать. ТР Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова пӗлтернӗ тăрăх, 2024 çулта архив СВОна хутшăннă 1078 çыннăн харпăр ӗçне йышăннă.
Ятарлă çар операцине республикăран мобилизаципе, контрактпа 38 169 çын кайнине шута илсен, ку енӗпе архивсен ӗçлемелӗх пур-ха. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен паттăрлăхӗпе хăюлăхне историре хăварас шутпа ТР Патшалăх архивӗ 38 фондпа коллекци йӗркеленӗ. Вӗсенчен пӗри — «Герои Татарстана — первый именной батальон «Алга».
— Патшалăх архивӗ кăçал Дамир Рашидович Гилемханов, Андрей Андреевич Соколовский, Олег Геннадиевич Сорокин Раççей Геройӗсен докуменчӗсене йышăнчӗ. Вӗсен харпăр япалисене Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене халалланă куравра кăтартатпăр паян, — терӗ Гульнара Габдрахманова Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе ятарлă çар операцине хутшăннисене халалласа брифинг шайӗнче йӗркеленӗ куравӗпе паллаштарнă май.
Ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсен темине малалла тăсса Гузель Удачина архив фондне пухнине, «Мамы Героев Татарстана», «Жены Героев Татарстана», «Отец Героя», «Дети Героев» фотопроектсем пуçарнине асăнчӗ. Паттăррăн пуç хунисене кăна мар, сыввисен ячӗсене те ӗмӗрлӗхе хăвармаллине каларӗ вăл, мӗншӗн тесен вӗсен çемйисене çав тери кирлӗ ку. Сăмах май, «Защитники Отечества» фонд ТР Патшалăх архивӗпе, ТР Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗпе 2023 çулхи кӗркуннеренпе пӗрле ӗçлет. Килӗшӗве алă пуснă кун СВОна хутшăннисен амăшӗсемпе мăшăрӗсене Патшалăх архивне экскурси, унта архив докуменчӗсене реставрацилессипе мастер-класс йӗркеленӗ. Хальхи вăхăтра районсем ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисен докуменчӗсене архивсем валли пухса хатӗрлессипе хастар ӗçлеççӗ.
Архив фондӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăчӗпе çыхăннă 150 пине яхăн документ упранать. Тутарстанăн архив служби Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулхи юбилейне халалласа пысăк мероприятисем ирттерме тытăннă та ӗнтӗ. Чи курăмлисем: Тăван çӗршыв вăхăтӗнче Тутарстана граждансене, фабрикăсемпе заводсене эвакуациленипе çыхăннă «Блокада Ленинграда: фронт и тыл» историлле документсен куравӗ, Михаил Петрович Девятаев ячӗллӗ астăвăм фончӗпе пӗрле «Россия — моя история» историлле паркра «Девятаев: за гранью невозможного» курав, 1941 — 1942 çулсенче хӳтӗлев окопӗсем чавни пирки «Казанский обвод: сокрытая история» кӗнеке кăларнă. Архив докуменчӗсемпе усă курса çырнă «Архивные фонды — науке и краеведению» документлă публикацисен конкурсне тутарстансем кăна мар, ытти регионсем те хутшăннă. Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулне халалласа 2024 çулта «Слава Победе!» номинаци хушнă вӗсем.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев