Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

COVID-19. Раççей тӗнчере иккӗмӗш вырăнта

Май уйăхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра коронавирус инфекцийӗпе чирленӗ çынсен шучӗ 1832 танлашрӗ. Вӗсенчен 71-шӗ юлашки талăкра.

Юлашки талăкра Раççейре коронавирусран тата 107 çын вилчӗ, пӗтӗмпе ку шут паянхи кун тӗлне – 2116.  Шел те, COVID-19 чакмасть. Юлашки талăкра Раççейре тата 11656 çын чирленӗ. Çапла вара  Испание хыçа хăварса Раççей тӗнчере  иккӗмӗш вырăна тухрӗ ( чирленисем – 232 243-ӗн).  Çын шучӗпе Раççейрен темиçе хут иртекен Китая чире çӗнтерме дисциплина пулăшни вăрттăнлăх мар, вӗсем темиçешер уйăх килте ларчӗç. Пирӗн чăтăмлăх сахалрах пулчӗ пулмалла. Килте хупăнса ларассине нумайăшӗ кану вырăнне кăна йышăнчӗ. Çимӗçӗ куç умӗнче – чирлекенсем йышланаççӗ кăна, чакасси курăнмасть, уйрăмах май уявӗсем хыççăн.

Май уйăхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра коронавирус инфекцийӗпе чирленӗ çынсен шучӗ 1832 танлашрӗ. Вӗсенчен 71-шӗ юлашки талăкра. 640-шӗ (165-шӗ паян) чире çӗнтерме пултарчӗ. Чир никам та хӗрхенмест. Паян чирленисен хушшинче те акă 11-шӗ çул çитмен ача, 7-шӗ 80-90-ри. Чир ытларах пысăк хуласенче сарăлать, хальхинче те ку енчен улшăну çук: Хусанта (30), Çырчаллинче (22). Районсенчен: Элкел – 4, Апас – 1, Арск – 3, Елабуга – 5, Ешӗлвар, Мамадыш, Анат Кама, Тюлячи, Çӗпрел – 1-ер.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев