Çӗпрел çулталăка пӗтӗмлетрӗ
Районăн ял хуçалăх отраслӗ республикăра харăсах 8 позици çӳлерех хăпарнă
Районăн ял хуçалăх отраслӗ республикăра харăсах 8 позици çӳлерех хăпарнă
Районăн 2023 çулхи социаллă экономикин аталанăвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата 2024 çула палăртнă плансемпе февралӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрел район Канашӗн 36-мӗш ларăвӗнче паллаштарчӗç. Отчетлă сессин ӗçне район ертӳçисемпе, депутачӗсемпе, предприяти-организацисен ертӳçисемпе пӗрле ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Ю.Камалтынов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Р.Гайзатуллин, Ш.Ягудин, Патшалăх пурлăхӗн федераллă агентствин Тутарстанри тата Ульяновск облаçӗн регионсем хушшинчи управленийӗн ертӳçи А. Хайрутдинов хутшăнчӗç.
23-мӗшӗнчен 15- мӗш вырăна
Район мӗнле тата мӗнпе пурăннине Культура çурчӗн фойинчи курав тăрăхах хаклама пулатчӗ. Вырăнти производительсем, хăйсене ӗçпе тивӗçтерекенсем, кооперативсемпе усламçăсем хăйсен продукцийӗсене тăратнăччӗ унта. Çӗпрелсен сӗт-юр-варӗпе, тыррипе, пахча çимӗçӗпе пӗрлех улма-çырли те пурри савăнтарчӗ.
2023 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе район администрацийӗн пуçлăхӗ Марат Ринатович Гафаров паллаштарчӗ. 2023 çулта район пӗтӗмпе 9 миллиард та 139 миллион тенкӗлӗх чӗртавар туса илнӗ. Пысăках мар районшăн лайăх кăтарту ку.
Экономики çӗпрелсен нумай профильлӗ пулсан та çав-çавах тӗп отрасль — ял хуçалăхӗ. 2023 çулхи çанталăк питех савăнтармасан та район 3,3 миллиард тенкӗлӗх (2022 çулта — 3,2 миллиард) чӗртавар туса илнӗ. 2022 çулта ял хуçалăх кăтартăвӗсемпе республикăра 23-мӗш вырăнта пулнă-тăк, 2023 çулта харăсах 8 позицие хăпарса 15-мӗш вырăна тухнă вăл. Кунта ӗнтӗ района çӗнӗ инвестор «Чистополье» холдинг («Дрожжаное Рассвет Агро», «Молоко-Дрожжаное» тулли мар яваплăхлă обществăсем) килни те пулăшнă-ха. Шăпах вăл аграри секторне çурри таран инвестици хывнă. Çаплах Раççейӗн чи лайăх хуçалăхӗсенчен пӗри шутланакан «Цильна» хуçалăх (ертӳçи Б.Гафуров) та ăнăçлă ӗçлет. Çӗр ӗçченӗсем кӗркунне 10,2 пин гектара, пӗтӗмӗшле акăнакан çӗрӗн 26 процентне, кӗрхи тырă (9874 гектар тулă, 331 — рапс) акса хăварнă. Тӗрӗслевсем тăрăх, юр айӗнчи калчасем хальлӗхе лайăх шайра пулнине палăртрӗ М.Гафаров. 2023 çулта районăн техника паркне 925 миллион тенкӗлӗх 224 техникăпа оборудовани туянса çӗнетнӗ.
Сăвăм ӳснӗ
Çăвӗпе типӗ çанталăк тăнăран выльăх-чӗрлӗх отрасльне те çăмăлах килмен. Çапах та çителӗклӗ выльăх апачӗ хатӗрленӗрен çӗпрелсем сăвăма сыхласа хăварнă кăна мар, ӳстернӗ те. Марат Гафаров хальхи вăхăтра районта пӗтӗмпе 7689 пуç ӗне-выльăх, вӗсенчен 3054-шӗ сăвăнакан ӗне пулнине каларӗ. Пӗлтӗр районта 21,7 пин тонна сӗт сунă вӗсем, урăхла каласан кашни ӗне пуçне 7496-шар килограмм. 2022 çултинчен 135 процент нумайрах ку. Пӗтӗмӗшле кăтартăвăн çурри «Цильна» хуçалăхăн тӳпи. Вăл пӗлтӗр выльăх шутне 103 процента ӳстерсе 3100 пуçа çитернӗ.
Районта çаплах 69 хресченпе фермер хуçалăхӗ те выльăх-чӗрлӗхпе ӗçлет. Вӗсенче пурӗ 1507 пуç ӗне-выльăх паян, çак шутран 396-шӗ сăвăнакан ӗне. Ял хуçалăхӗнче тăрăшакан çемье династийӗсене те манса хăвармарӗ Марат Ринатович. Алешкин Саплăкра пурăнакан механизаторсен династине Макаровсене, Кӗçӗн Чăнлăри выльăх ӗрчетекен Фатхулловсене тата ытти çемьесене тав туса мухтарӗ.
Юлашки 5 çулта ял хуçалăх предприятийӗсемпе фермер хуçалăхӗсенче профильлӗ аслă пӗлӳ илнӗ — 16, техникумсенчен вӗренсе тухнă 75 специалист ӗçе вырнаçнă пулсан та районта кадр ыйтăвӗ çивӗч. Марат Ринатовичăн сăмахӗпе, паянхи кун района 3 выльăх тухтăрӗ, пӗрер инженерпа агроном тата квалификациллӗ 35 ӗçчен çитмест.
Вăтам тата пӗчӗк бизнес
Районăн çӗнӗ отраслӗ — улма-çырла ӳстересси — те вăй илсе пырать. Паянхи кун тӗлне ку енӗпе виçӗ фермер хуçалăхӗ ӗçлет. Пӗтӗмпе 253 гектара улма-çырла лартнă вӗсем. Садсем тухăç пама пуçланă та ӗнтӗ, «Тăван ел сачӗсем» хуçалăх хăй ӳстернӗ панулмисене курава та илсе килнӗччӗ. Кăçал вăл 1000 тонна таран нумай вăхăт упракан хранилище туса лартнă. Çапла майпа район халăхне паха продукципе çулталăкӗпех тивӗçтерет.
Пысăк промышленность объекчӗсем çукран кунти халăх хăйне ӗçпе тивӗçтерме тăрăшать. Пӗчӗк тата вăтам бизнесра пурӗ 2927 çын тăрăшать паян, пӗтӗмпе 423 вăтам тата пӗчӗк бизнес субъекчӗ ӗçлет. 2022 çултинчен 33 субъект ытларах ку.
Никам та тимлӗхсӗр юлмалла мар
Экономика аталанăвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе пӗрлех ытти сферăсен ӗçӗсемпе те паллаштарчӗ район ертӳçи. Вӗрентӳ, сывлăх сыхлавӗ, спорт, культура, ыр кăмăллăх ӗçӗсем таранах. Çавах та паянхи кун кашнин чӗрине ыраттаракан ятарлă çар операцийӗн теми те тимлӗхсӗр юлмарӗ. Хальхи вăхăтра районăн 249 çынни Донбасс халăхне хӳтӗлет. Вӗсен йышӗнче тулли мар мобилизаципе те, хăйсен ирӗкӗпе кайнисем те, çарта контрактпа тăракансем те пур. Вӗсенчен 30 ытла çын патшалăх наградисемпе наградăланнă. Шел те, çухатусемсӗр те мар, 12 ентеше патшалăх наградине пуç хунă хыççăн панă. Фронтри ентешсене, вӗсен çемйисене район май пур таран мӗнпур енӗпе пулăшма тăрăшать. Гуманитари пулăшăвне пухассине йӗркеленӗ кăна мар, хăйех салтаксем патне çитерет. Ку енӗпе районти хуçалăхсем, предприятисемпе организацисем, тӗн представителӗсем нумай пулăшнине палăртса хăварчӗ Марат Ринатович. «Пирӗн Олег атте пекки Тутарстанӗпе те урăх çук пуль. Питӗ нумай пулăшать, хăй те фронта леçме каять», — терӗ Кивӗ Чакă чиркӗвӗн пачăшки пирки.
Социаллă экономика аталанăвӗн кăтартăвӗсем 2023 çулта япăхах мар пулсан, ӗç укçи тата демографи лару-тăрăвӗ пирки апла калама çук. Район ку енӗпе, шел те, кайри вырăнсенче. Çавăнпа район ертӳçи вӗсене 2024 çулăн планӗн тӗп задачисен шутне кӗртрӗ. Çаплах районăн кăçал та хăйӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме, çӗнӗ ӗç вырăнӗсем йӗркелеме, пӗчӗк тата вăтам бизнеса аталантарма, çамрăк специалистсене кашни сферăна явăçтарма, халăхăн пурнăç пахалăхне ӳстерме тӗллев лартать.
Çын лайăх ӗç тӳлекен çӗрте тӗпленет
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Ю.Камалтынов хăйӗн сăмахне ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене, Раççейӗн çӗнӗ территорийӗсене республика мӗнле пулăшнинчен пуçларӗ. Çӗпрел районӗ ку ӗçре хăйӗнчен тивӗçлӗ пай кӗртнине палăртрӗ. Ятарлă çар операцине хутшăннă пӗр салтак та, пӗр çемье те тимлӗхсӗр юлмалла маррине аса илтерчӗ. Санкцисене пăхмасăр республикăра федераллă, республика программисем кăçал та пурте ӗçлессине каларӗ. Çӗпрел районӗн 2023 çулхи социаллă экономикин аталанăвне, тӗпрен илсен, лайăх хак пачӗ Ю.Камалтынов. «Районăн чăнах та çитӗнӗвӗсем пур, малалла мӗнле çулпа аталанмаллине те пӗлет, анчах мӗнпур вăйӗпе усă курмасть-ха», — терӗ «Цильна» хуçалăхне пăхса ыттисен те тăрăшарах ӗçлемеллине палăртса. «Демографи лару-тăрăвӗ чăнах та савăнтармасть кунта. Хăйсен территорийӗнчех хула пуррисем халăх унта пурăнма куçнипе демографи лару-тăрăвне сыхласа хăвараççӗ пулсан, сирӗн кун пек тума май çук, çуратмалли кăна юлать. Çын вăл лайăх ӗç укçи, ӗç, пурăнма вырăн пур çӗрте тӗпленме тăрăшать. Çавăнпа ку енӗпе районăн ӗçлемелӗх пур», — тесе районăн тӗп задачи çамрăксене районта хăварасси пулни çине пусăм турӗ чиновник.
Ларура çаплах Кӗçӗн Чăнлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Гумер Халитовпа Аслă Аксу шкулӗн педагогӗ Антонина Данилова та хăйсен ял хутлăхӗн 2023 çулхи ӗçӗсемпе паллаштарчӗç.
Яланхи йăлапа лару ӗçре, культурăпа спортра палăрнисене наградăсемпе чысланипе вӗçленчӗ.
Награда тивӗçнисен йышӗнче чăвашсем те йышлăнччӗ: Çӗпрелӗнчи ветеринари пӗрлешӗвӗн лабораторийӗн лаборантне Галина Хубаховăна — «ТР тава тивӗçлӗ ветеринари врачӗ», культурăпа вӗрентӳ ветеранне Людмила Сердцевăна «Çӗпрел районӗн хисеплӗ гражданинӗ» хисеплӗ ятсем, районти ял хуçалăх управленийӗн финанспа экономика уйрăмӗн консультантне Наталья Кузьминана ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Тав çырăвне, Кивӗ Йӗлмел ял клубӗн ертӳçине Вера Родионовăна ТР Культура министерствин Хисеп хутне, нумай ачаллă аннене Елизавета Еремеевăна, Алешкин Саплăк клубӗн ертӳçине Наталья Клементьевăна, «Сельхозтехника» предприятин ветеранне Валерий Николаева Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнине халалланă медальпе, Аслă Аксу спортсменне Петр Мускатинова «Çӗпрел районӗн чи лайăх спортсменӗ» Диплом пачӗç. Саламлатпăр!
Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев