Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗн хаçачӗ 90 çулта

Çӗпрел район хаçачӗ «Туган як» («Тăван ен») май уйăхӗн 1-мӗшӗнче 90 çул тултарчӗ. Юбилей умӗн пӗр кун маларах, апрелӗн 30-мӗшӗнче, унăн 9425-мӗш номерӗ пичетленсе тухрӗ. Пӗрре сиктермесӗр 90 çул тухакан хаçатăн страницисенче район пурнăçӗ урлă çӗршыв историйӗ сăнланнă: коллективизаци, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи, вăрçă хыççăнхи çулсем, перестройка, цифровизаци... «Коммунар» ятпа тухма пуçланăскер, каярах ятне тата икӗ хут та улăштарнă: 1967—1997 çулсенче «Çӗнӗ çул», 1998 çултанпа «Тăван ен».

Хаçат малтан тутарла кăна пичетленнӗ, анчах районта пурăнакансенчен çурри чăвашсем пулнине шута илсе-ши, тепӗр икӗ çултан (1933) чăвашла куçарăнса тухма тытăннă. Çӗпреле Пăва районӗпе пӗрлештерсен хаçата Пăвана куçарсан та вулаканӗсене çухатман вăл. Цифровизаци самани пичет хатӗрне майпен хӗссе тиража самай чакарчӗ пулсан та (халӗ пурӗ 3000 экземплярпа тухать) Интернетра подписчиксен шучӗ ӳссе кăна пырать, сайтра, социаллă сетьсенчи страницисенче 40 пин ытлан вӗсем. Калининградран пуçласа Инçет Хӗвелтухăçа çити саланнă Çӗпрел çыннисем тăван тавралăх хыпарӗсемпе интересленсех тăраççӗ. Мӗншӗн тесен район хаçачӗ вăл кунти çынсен историйӗ те. Çак хаçатран касса илнӗ пӗр статья та пулин кашни килтех арчара упранать.
Райхаçат çӗршыв шайӗнче пысăк вырăнах йышăнмасть пулин те, ăна урăх нихăш кăларăмпа та танлаштарма çук, вырăнти халăхшăн темрен те хаклă вăл. Район летопиçне çырнă май социаллă экономикине кăна мар, халăхсен культурипе пурнăçне, ӗçри çитӗнӗвӗсене те çутатать вăл. Калăпăр, пӗр-пӗр хуçалăхăн хирӗнче тăрăшса ӗçлекен комбайнер, пӗр-пӗр фермăн тăрăшуллă доярки е ялти тӗслӗхлӗ мăнакка çинчен район хаçачӗсӗр пуçне кам çырать-ха, кам курать вӗсене? Çавăнпа район хаçачӗшӗн республика хаçат-журналӗ нихăçан та конкурент пулман, пулмӗ те.
«Туган як» («Тăван ен») «ТАТМЕДИА» АО филиалӗсен хушшинче малти вырăнсене йышăнакан хаçат паян. Ăна паян 12 çын кăларать. Туслă коллектива нумай çул ӗнтӗ Р.Замалетдинова ертсе пырать. Кунтах полиграфистран ӗç çулне пуçланăскер, тӗп редактора çитнӗ. Ăна халӗ республикипех пӗлеççӗ.
Район хаçачӗ хăйӗн юбилейне май уйăхӗн  21-мӗшӗнче анлăн паллă турӗ. Çак 90 çулта ӗçленӗ журналистсемпе полиграфистсене пӗрне те манман кунта. Районти Культура çурчӗн фойинче ятарласа хатӗрленӗ куравра кашниех пур. Хăйӗн ветеранӗсене хаçат яланах сума сăвать, хальхинче те вӗсем валли залра чи хисеплӗ вырăн уйăрнăччӗ.
Юбилей мероприятине район ертӳçи Марат Гафаров уçрӗ. Пичет ӗçченӗсене ăшшăн саламланă май, хаçат район пурнăçӗнче çав тери пысăк вырăн йышăннине палăртрӗ. Кунта нумай çул ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă ветерансене район ятӗнчен тав туса наградăсем пачӗ. Чӗре ыратăвӗ те пур-мӗн район пуçлăхӗн – редакцин çурчӗ кивелнӗ. Ку ыйтăва тимлӗхе илнине каларӗ вăл. Редакци çурчӗн хупăннă пайне тӗрӗслеме шантарчӗ. Енчен те юсама май çукки палăрсан, ун вырăнне çӗннине лартас шухăш пуррине пӗлтерчӗ.
Çӗпрел район ӗçченӗсене юбилейпе ӗçтешӗсем – «Сувар», «Казанские ведомости» хаçатсен, «Мэгариф» журналăн (Хусан), «Волжские зори» (Ешӗлвар хули), Апас, Тури Услон, Кайпăç, Теччӗ, Нурлат, Саба район хаçачӗсен ертӳçисем килни «Туган як» («Тăван ен») хаçатăн авторитечӗ пысăккине тепӗр хут çирӗплетрӗ. «ТАТМЕДИА» АОн медиа-директорӗ А.Адиятова сцена çине тухсан Çӗпрел район хаçачӗн ӗçне пысăк хак пачӗ. Юбилей ячӗпе «ТАТМЕДИА» АО фотоаппарат, «Татмедиа» агентство автомобиль парнеленине каларӗ. Чăн та, автомобиль уççине Çӗпрел журналисчӗсене çулла вӗçне куçарнă «Хрусталь калем» республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗнче парӗç.
Хаçатçăсене çаплах  Çӗпрел Ӗçтăвком ертӳçи Д.Сатдинов, районти ял хуçалăх управленийӗн ертӳçи Т. Халитов, РФ ШӖМӗн Çӗпрел уйрăмӗн ертӳçи Р. Гатауллин, «Татарстан почтасы» почта çыхăнăвӗн Пăвари районсен хушшинчи уйрăмӗн ертӳçи А.Шайхаттаров, Çӗпрел районӗн мухтасибӗ Данир хазрат Шарафутдинов, районти Ветерансен канашӗн председателӗ Р.Насибуллина, «Цильна» хуçалăх ертӳçи Б.Гафуров саламларӗç. Сăмах май, район хаçачӗн тахçанхи тусӗ Б.Гафуров юбилей тӗлне хуçалăх 90 экземпляр çырăнма йышăннине пӗлтерчӗ.
Çӗпрел районӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Хусанта пурăнакан поэт, филологи наукисен кандидачӗ Эльвира Сафина та юбилей тӗлне пысăк парне хатӗрленӗ, ятарласа хаçатăн гимнне çырнă. Хитре юррăн дебючӗ те çав  кунах пулчӗ.
90 çул хаçатшăн нумай мар, тапхăрсенчен пӗри кăна, малалла унăн 100 çулне те, 200-пе 300 çулӗсене те паллă тумалла пултăр-ха. Шăпах çапла сунчӗ кашни хăна. Çӗпрел район хаçатне ытти ӗçтешсем пекех эпир те вăрăм ӗмӗр, такăр çул, пысăк тираж, коллектива çирӗп сывлăх, хальхи пекех тăрăшса ӗçлеме ăнăçу сунатпăр.

Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей туган як