Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖПРЕЛНЕ ÇӖНӖ ИНВЕСТОР КИЛЕТ

Çӗпрелсем пирки каласан, юлашки 20 çулта районта вӗсен куçӗ умӗнче темиçе агрофирма улшăнчӗ. Нумайăшӗнчен халӗ йӗр те юлман. Вăрăм ӗмӗрлисен шутне «Ак Барс-Дрожжаное» агрофирмăна илмелле, хăй вăл «Ак Барс» холдинг компанине кӗрет. 2011 çултанпа хуçаланчӗ вăл Çӗпрел çӗрӗсемпе. Апла-и, капла-и, анчах кашни хуçа вăхăтӗнче те ӗçӗ пӗрешкел – ана-хирсене сухаласа акмалла, тухăç пуçтармалла, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетмелле. Чи кирли ку ӗçре – кăтартусене ӳстерсе пырасси, ял хуçалăх ӗçченӗсен пурнăçне лайăхлатасси. Урăхла каласан, агрофирмăра ӗçлекенсен шалăвне  тивӗçлӗ шая çитересси.  Апрелӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче çӗнӗ агрохолдинг – «Чистополье» – килесси паллă пулчӗ.

Çӗпрел районне çӗнӗ агрохолдинг килессипе çыхăннă хыпара çынсем хумханарах йышăнчӗç. Паллă ӗнтӗ çӗнӗлӗх ялан сисчӗвлентерет. Этем психики çавнашкал вăл: çӗнни шиклентерет, тем илсе килӗ тесе пăлхантарать. Çавăнпа пӗлнӗ начаррипе çырлахма та хатӗр хăш чух. Юлашкинчен Çӗпрел районӗнче апрель уйăхӗн пуçламăшӗнче пулнăччӗ. Çавăн чухне нумай çынран çӗнӗ агрохолдинг килессине, нумайăшне ку хумхантарнине пӗлтӗм. Хăш-пӗри хирӗç пулнине те уççăн пӗлтерчӗ. Çӗр пайӗсем урăх алла куçни те килӗшмест. Майăн 17-мӗшӗнче Çӗпрел районне ӗçпе килсен район пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа тӗл пулсан çак ыйтăва уçăмлатма ыйтрăмăр.

Апрелӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче çӗнӗ агрохолдинг – «Чистополье» – килесси паллă пулчӗ. Кун пирки район хаçачӗ çийӗнчех хыпар панă. Çӗнӗ ертӳçӗсемпе Аслă Аксури Культура çуртӗнче тӗлпулу иртнӗ. Çак ялта вырнаçнă иккен агрофирмăн тӗп офисӗ.

Кам-ха вăл «Чистополье»? Холдингăн историйӗ çамрăк, 2020 çулта кăна йӗркеленнӗ-ха. Анчах çак кӗске хушăрах, тӗрлӗ пуçлăхсен шучӗпе,  хăйне лайăх енчен кăтартма ӗлкӗрнӗ. Чистай районӗн пуçлăхӗ «Бизнес-онлайн» хаçата панă комментарире «Чистопольене» ял хуçалăх экономикине çӗнӗ хăват кӳнӗшӗн тав тунă. Агрохолдинг  хальхи вăхăтра Чистай, Аксу, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче ӗçлет. Ял хуçалăхне вăл питӗ пысăк инвестицисемпе килнӗ. Хирсенче вӗр-çӗнӗ ют çӗршыв техники ӗçлет, технологисем те чи çӗннисем. «Чистополье» агрофирмăн генеральнăй директорӗ Гумер Закиров тӗлпулура палăртнă тăрăх, Çӗпрел районне вӗсем 300 миллион тенкӗ инвестиципе кӗреççӗ. Çулталăк бюджечӗ 800 миллион тенкӗпе танлашмалла. 

Агрофирма ӗçӗ выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тата тырпулпа ытти культурăсене ӳстерессипе пурнăçланса пырӗ. Паллах, агрофирма район çине пӗтӗмлетсе пăхать. Çавăнпа хăш-пӗр ял хутлăхӗнче ӳсен-тăран культурисене ӳстерессипе, тепринче выльăх ӗрчетессипе ӗç йӗркеленӗ. Ял халăхӗ вара хуçалăхра вăл та, ку та пуррине хăнăхнă. Хулаçырмисем акă фермăсене пӗтересрен шикленеççӗ. Ара вӗсене хупсан ӗç пулмасть-çке? Район пуçлăхӗ Марат Ринатович çынсем кăлăхах пăшăрханнине пӗлтерсе Хулаçырминче выльăх-чӗрлӗхе самăртассипе ӗçлекен фермăсем юлассине каларӗ. Сăвăнакан ӗне фермисем вара кӳршӗ ялта Аслă Аксура пулаççӗ. Унта 1300 пуç вырнаçмалли комплекссем тума пуçланă.

«Сӗт производстви пирки калас пулсан, паянхи кăтартусем мана тивӗçтермеççӗ. Ӗнерен 8-9 литр суса илни мӗн вăл? Ертӳçӗ хуçалăхсенче паян пӗр ӗнерен 30 литр таранччен илеççӗ. Пирӗн те çак кăтартусем патне туртăнмалла», – терӗ Марат Гафаров. 

Сăмах май, çӗнӗ хуçасене ӗлӗкхи агрофирмăран юлакан выльăх-чӗрлӗх пахалăхӗ тата вӗсен сывлăхӗ тивӗçтерсе пӗтереймест. Çавăнпа Çӗпрелӗнчи хуçалăхсенчи выльăх пахалăхӗ, çав шутра сăвăнакан ӗнесен те, улшăнса лайăхланмалла. 

Район пуçлăхӗ палăртнă тăрăх, уйрăм çынсене çӗр пайӗшӗн парăнакан тӳлев те ӳсӗ. Агрофирмăн генеральнăй директорӗ пӗр гектар çӗре тара панăшăн укçан 1 пин тенкӗ пама шантарнă. Хресченпе фермер  хуçалăхӗсен те пăшăрханмалли çуккине пӗлтернӗ. «Сирӗн çӗр пайӗсем агрофирмăн çӗрӗсен шутӗнче пулсан калаçса килӗшӗпӗр», – тенӗ пӗрремӗш тӗлпулура. 

Район пуçлăхӗ пысăк инвесторпа ӗçлеме, калаçса татăлма тата условисем лартма çăмăлрах пулнине те пытармарӗ. «Пур пирӗн пӗр фермер. Вăл хăй Ульяновск облаçӗнчен. Уйрăм çынсен çӗрӗсене тара илнӗ. Юрӗ тейӗпӗр, пӗр ака сезонӗ вӗçленнӗ хыççăн 3 ӗçлекенне тӳленӗ. Анчах вӗсенчен пӗри те штатра тăмасть. Апла пулсан Пенси фондне те, страховани фондне те нимӗн те каймасть. Пуçлăх та вӗсен умӗнче явап тытмасть апла? Мӗн-тӗр сиксе тухас пулсан ман вăл çынна ăçта шыраса çӳремелле?» – уççăн калаçрӗ район ертӳçи. Ку тӗрӗс, паллах. Çынна йӗркене пăхăнса ӗçе илменни Ӗç кодексне те хирӗçлет. Конвертпа укçа илекенӗн социаллă гаранти те çук. Пенси калăпăшӗ çине те витӗм кӳрет ку. Тупăша кăтартмасăр ӗçлесен чи пӗчӗк пенсипе юлнăшăн кайран кама айăпламалла? 

Çӗнӗ инвесторпа çыхăннă плансем вара пысăк. Техникăна тӗпрен çӗнетмелле, фермăсене юсамалла, выльăх апачӗн цехӗсене, тырă типӗтмелли комплекс тумалла. Палăртнă ӗçсен çул карттине пăхас пулсан район аталанăвне пӗтӗмпе 2 миллиард тенкӗ хывмалла. 

Марат Гафаров сăмахӗпе, агрофирмăра ӗçлекенсен ӗç укçи те ӳсмелле. Сăмахран, «Чистопольере» ӗçлекен механизаторсен ака вăхăтӗнчи вăтам ӗç укçи уйăхне 100 пин тенкӗрен кая мар. 

Республикăра ку çула Цифровизаци çулталăкӗ пек палăртнине шута илсе районта ку енӗпе ӗç мӗнле пынине те ыйтса пӗлтӗмӗр. 

Марат Гафаров сăмахӗпе, фермерсен туса илнӗ продукцие вырнаçтарас енӗпе проблемăсем çук, çавăнпа хальлӗхе ӗлӗкхи майлах, электронлă суту-илӳ площадкисене тухмасăрах, вырнаçтараççӗ. Мӗнле калас, кирлӗлӗхе туйса илмен пулмалла. Мӗн те пулин туянмалла пулсан вара усă кураççӗ. Район Ӗçтăвкомӗн пуçлăхӗн экономика аталанăвӗн, финанс тата ял хуçалăх производстви енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов пӗлтернӗ тăрăх, предпринимательсем майпен хăнăхса пыраççӗ. Нумай пулмасть Хусанти курссенчен вӗренсе таврăннă. Хăйсем туса илекен таварсем çине карточкăсем уçаççӗ. Ку енӗпе Шемӗршелӗнчи предприниматель, пыл туса илес енӗпе ӗçлекенскер, маркетплейса тухнă. Тăваньелӗнчи пылран тӗрлӗ продукци тăвассипе ӗçлекен предприниматель те электронлă суту-илӗве алла илнӗ.  Циалит завочӗ кӗнӗ. Срокӗ хăвăрт тухман продукципе ӗçлекенсем активлăрах маркетплейса туха пуçланă. Упирен Михайлов пур. Хăвăрт пăсăлакан продукципе ӗçлекенсем ытларах «Казань Экспреспа» туслă. 

Сăмах май, Çӗпрелӗнче Wildberries пункчӗ ӗçлеме тытăннă, çывăх вăхăтра «Озон» уçăлмалла. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство