Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖР ӖÇЧЕНӖ ИНТЕРНЕТА ТУХРӖ

Фермер е агропредприяти халӗ хăй туса илекен продукцие электронлă сентре çине вырнаçтарма пултарать

Тинех пирӗн агропредприятисем хаш сывласа ячӗç пулмалла, хăйсен интернет-лавккисем çуккипе вӗсем рынока питӗ хӗнпе кăна тухкаланă хальччен. Россельхозбанкăн хăйне евӗрлӗ «Свое Родное» цифра проекчӗ продукцие вырнаçтарассине цифра форматне куçарма пулăшать.

2021 çулта маркетплейсра Ту­тарстанăн 1300 агропредприя­тийӗпе производителӗ регист­рациленнине хыпарлать ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç ми­нистерствин пресс-служби. Мӗн­пур услуга, маркетплейс­ра регистрациленнинчен пуç­ласа электронлă сентресем йӗркелесси таранах, тӳлевсӗр. Сутуçăпа туянакан халӗ пӗр-пӗринпе тӳрремӗнех сделка тума пултарать. Урăхла каласан, фермер е агропредприяти хăй туса илекен сӗт юр-варӗнчен пуçласа пылак апат таранччен, пӗтӗмпе 20 тӗрлӗ продукцие çак электронлă сентре çине выр­наçтарса посредниксемсӗ­рех сутать.
Маркетплейс çине тухни ре­гион ял хуçалăх производи­телӗсемшӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ утăм, мӗншӗн тесен вӗсене Раççей рынокне чăрмавсăрах тухма май парать. Çӗр ӗçченӗсем асăннă банкăн «Свое Фермерство экосистема» тепӗр площадкипе те усă курма пултараççӗ. Кунта пӗр вырăнтах техника, продукци, расхут материалӗсен каталогӗсене вырнаçтарнă. Фермерсем хăйсене кирлӗ техника (çӗннине те, кивӗреххине те), чӗртавар суйлама, сезонлă ӗç валли çынсем тупма, хăйсене хумхантаракан ыйтусене ытти фермерсемпе сӳтсе явма е телеветеринарпа канашлама пултараççӗ. «Свое Фермерство экосистемăра» та регистраци тӳлевсӗр. Продукципе паллаштарас, туянакана илӗртес ӗçсене банк хăй çине илет.
РФ ял хуçалăх министрӗ Дмит­рий Патрушев каланă тăрăх, çӗр ӗçченӗсен хăйсен интернет-лавккисем çинчен информацие суту-илӳ сечӗсене çитернӗ ӗнтӗ, хаксем çине ку лайăх витӗм парасса шанать.
Палăртса хăваратпăр, тӗнчери лару-тăрăва пăхмасăр хальхи вăхăтра ял хуçалăх отраслӗ Раççейре яланхи режимпах ӗçлет, апат-çимӗç рынокӗнчи лару-тăру лăпкă, продукци лавк­касене вăхăтлă та çителӗклӗ çитет.
Çăкăр пӗçерекенсене тата сӗт туса илекенсене пулăшма федераллă бюджетран кăçал 2,5 – 10 миллиард тенкӗ хушма субсидисем уйăрма палăртнă. Çăкăр пӗçерекенсене укçа март уйăхӗн вӗçӗнче, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене выльăх апачӗ туянма çулла çитет.
Хальхи вăхăтра çӗр ӗçче­нӗсен умӗнчи тӗп задача – çурхи ака. Вăл Раççейӗн апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗн никӗсӗ пулни çинчен манмалла мар. Çавăнпа вăхăтлă та паха ирттермелле. Кăçал çӗршывра пӗтӗмпе 81 миллион гектара тырпул акса хăвармалла, пӗлтӗрхипе танлаштарсан ытларах ку. Кăçал Раççейре ака кампанийӗ юлашки çулсенчен те иртерех пуçланнă, кăнтăрти регионсенче 90 пин гектара акнă та ӗнтӗ. Çанталăк малалла та ăшă тăрсан, пирӗн респуб­ликăра та акана иртерех тухӗç.

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев