Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗр чăмăрӗ хăвăртрах çаврăнма пуçланипе кăçал талăк вăрăмăшӗ кӗскелет

Эсир сăнанă-и, çулсерен вăхăт хăвăртрах та хăвăртрах иртсе пырать пек. Эрнесене сиссе юлма та çук. Мӗн чухлӗ ӗçсене хăвăртрах тума пулать, çавăн чухлӗ вăхăчӗ те хăвăртрах шăвать. нумайăшӗ çакна Çӗр чăмăрӗ хăвăртрах çаврăнма пуçланпе çыхăнтарать. Ку тӗрӗс те çапла иккен. Ăсчахсем те вăхăт кӗскелни çинчен калаçаççӗ. Физиксем палăртнă тăрăх, 2021 çулта талăк ытти çултисемпе танлаштарсан кӗскерех пулать. Мӗн сăлтавпа-ха?

Физиксем палăртнă тăрăх, 2021 çулта талăк ытти çултисемпе танлаштарсан кӗскерех пулать. Мӗн сăлтавпа-ха?

Юлашки 50 çулти кăтартусемпе танлаштарсан, çӗр чăмăрӗ хăй тӗнӗлӗ тавра хăвăртрах çаврăнма пуçланă иккен. Çапла пӗлтерет news.mail.ru. Ку гипотезăна  Великобританин Наци физика лабораторийӗн аслă наука сотрудникӗ Питер Уибберли те çирӗплетет.

Çӗр çинчи талăк вăрăмăшне атом сехетне шутласа кăларнăранпа миллиçеккунт таранччен тӗрӗс палăртса тăраççӗ. Вӗсем халиччен шăп та лăп талăкра 24 сехет пулнине кăтартнă. Вӗсен тӗрӗс кăтартнипех Çӗр çинчи вăхăт хӗвел кăтартнипе пӗр килменни палăрнă. Çӗр чăмăрӗ хăй тӗнелӗ тавра çаврăнас хăвăртлăхӗ çулсерен чакса пынă. Çапла сехет кăтартнинчен талăк çеккунт чухлӗ вăрăмрах.  

Хӗвелӗн вăтам вăхăчӗпе çӗр çинчи çулталăк вăхăтне танлаштарас тӗллевпе темиçе çулта пӗрре 1 çеккунт хушса пынă. 1970 çултанпа çӗр çинчи вăхăт çумне 27 çеккунт хушăннă.

Астрономсем палăртнă тăрăх, 2020 çулхи июльтен пуçласа Çӗр хăвăртрах çаврăнма пуçланă. Çапла талăк вăрăмăшӗ 0,5 çеккунта чакнă.

Халӗ пӗтӗм тӗнчери физиксем историре те пуçласа малашне темиçе çулта пӗрре 1 çеккунт кăларса пымаллине сӳтсе яваççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: наука