Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇУХАЛМАСТЬ, ТАВĂРСА ПАМА ШАНТАРАÇÇӖ

Пуçтарнă налог бюджетсенчи «палăртман» категорие кайса пырса çухалса ан кайтăр тесе 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен ТР Бюджет кодексӗн нормисене вырăнти бюджетсен енӗпе чарма йышăннă.

Февралӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ Патшалăх Канашӗн 45-мӗш ларăвӗнче депутатсем харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсенчен илӗнекен налога 100 проценчӗпех  хула, ял, хула округӗсен бюджечӗсене куçарассине вăхăтлăха чарма йышăннă. ТР Патшалăх Канашӗн Бюджет, налогсем, финанс енӗпе комитечӗн председателӗ Леонид Якунин палăртнă тăрăх, налога вырăнти бюджетсен профессиллӗ тупăшне яма «Мой налог» приложенин техника майӗсем çителӗксӗр пулни чăрмантарать. Пуçтарнă налог бюджетсенчи «палăртман» категорие кайса пырса çухалса ан кайтăр тесе 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен ТР Бюджет кодексӗн нормисене вырăнти бюджетсен енӗпе чарма йышăннă. ТР Премьер-министрӗ А.Песошин муниципаллă йӗркеленӳсене тивӗçлӗ укçа çухалмӗ тесе, вӗсене тавăрса пама механизм тупма шантарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев