Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çул çинчи аварисене чакарас тӗллевпе çамрăк водительсен хушшинче конкурс ирттернӗ

Çакăн пек конкурссен усăллăхне çул çинче çулсерен аварисен шучӗ чакса пыни тăрăх курасчӗ. Çапах та лару-тăрăва ырă енне çавăрас тесен водительсемпе те, пассажирсемпе те нумай ӗçлемелле. Çулталăкне пӗр конкурс ирттерни çеç çителӗксӗр.  

Хусанта «Автосесси» республика конкурсӗн финалӗ иртнине тата  унта Тутарстанăн 10 хулипе районӗнчен автомобильпе çӳреме юратакан 36 студент хутшăннине пӗлтерет Патшалăх автоинспекцийӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби.

Мероприятие уçнă çӗре ТР çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерессин Правительство комиссийӗн председатель çумӗ Шамиль Гафаров, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Станислав Андреев, çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн тӗп патшалăх инспекторӗ Ленар Габдурахманов тата ыттисем хутшăнчӗç.

Шамиль Гафаров автоконкурса хутшăнакансене саламласа кăçал вăл 10-мӗш хут иртнине пӗлтернӗ, республикăра çамрăк водительсен çул çинчи культура шайне ӳстерессине пысăк тимлӗх уйăрнине палăртнă.

Конкурсантсем çул-йӗр правилисемпе тест иртнӗ хыççăн ятарлă площадкăра машинапа çӳресе кăтартнă. Ун хыççăн «Çул çинчи хăрушсăрлăх – аварисемсӗр çӳрени» темăпа ӳкернӗ видеороликсен конкурсӗнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Пӗтӗмӗшле зачетра Раççей патшалăх правосуди университечӗн Хусанти филиалӗн студенчӗсем çӗнтернӗ, иккӗмӗш вырăнта КГАСУ представителӗсем, виççӗмӗш вырăна Раççей ШӖМӗн Хусанти юридици институчӗн курсанчӗсем тивӗçнӗ. Харпăр зачетра Раççей патшалăх правосуди университечӗн Хусанти филиалӗн студентне Олег Герасимова çитекенни пулман. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене пурне те дипломсемпе чысланă тата укçан парне панă.   

Çакăн пек конкурссен усăллăхне çул çинче çулсерен аварисен шучӗ чакса пыни тăрăх курасчӗ. Çапах та лару-тăрăва ырă енне çавăрас тесен водительсемпе те, пассажирсемпе те нумай ӗçлемелле. Çулталăкне пӗр конкурс ирттерни çеç çителӗксӗр.  

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: автосессия