Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Çул-йӗр правилисене ячӗшӗн кăна туман?

Тутарстанăн тӗп автоинспекторӗ Ленар Габдурахманов пӗлтернӗ тăрăх, республикăн çулӗсем çинче кăçал январь-февраль уйăхӗсенче пурӗ 44 çын вилнӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 17 çын нумайрах, 505 çын аманнă...

Тури Услон район территорийӗ тăрăх иртекен Хусан – Ульяновск çул çинче март уйăхӗн 11-мӗшӗнче хăрушă инкек пулнине хыпарлать «Волжская новь» хаçат. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, айăпӗ «Лада Приора» автомобиль водителӗнче. Вăл умри машинăран çаврăнса иртме юраман вырăнта хирӗç килекен çул çине тухнă та сулахаялла пăрăнма хатӗрленекен «Рено Дастер» машина çине пырса тăрăннă. «Приорăн» водителӗ машинăпа çӳреме ирӗк паракан правана илнӗренпе çулталăк та çитменни паллă. Аварире водитель хăй тата унăн 4 пассажирӗ, пурте Чăваш Ен çыннисем, хытă аманнă. Лапчăннă машинăран вӗсене МЧС ӗçченӗсем кăларнă хыççăн пурне те васкавлă пулăшу машинисемпе Хусанти 7-мӗш больницăна ăсатнă. 

Сăмах май, кăçал çулталăк пуçланнăранпа Тури Услон районӗнче çул-йӗр инкекӗнче 3 çын вилнӗ, 19-шӗ, вӗсенчен пӗри ача, аманнă.

Çанталăк сивӗтнине пула çулсем пăрланнине водительсенчен нумайăшӗ шута илмерӗ пулмалла, хăвăртлăха чакарманнипе машинисене итлеттереймен тӗслӗхсем палăрчӗç. Мартăн 12-мӗшӗнче Хусанта çӗрле Горьковское шоссе урамӗнче «Делимобиль» компанин çăмăл машини пысăк хăвăртлăхпа кирпӗч картана тăрăнса ватнă. Машинăри хӗрарăмпа пиллӗкри ачана больницăна ăсатнă. 

Мартăн 12-мӗшӗнче каçхине Çырчалли – Сарманово çулӗ çинче «Лада» машина юраман вырăнта хирӗç çул çине тухнипе «Шкода» автомобильпе çапăннă. Шел те, «Лада» автомобилӗн водителӗ сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă, икӗ пассажирӗ тата «Шкодăн» виçӗ пассажирне больницăна ăсатнă.

Мартăн 11-мӗшӗнче Хусанта Тихомирновпа Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырăнта сигнализаципе килекен васкавлă пулăшу машини умри çăмăл машина çул паманнипе çаврăнса ӳкнӗ, виçӗ медицина ӗçченӗ тата ачапа амăшӗ аманнă. Шăпах ачана больницăна май пур таран хăвăртрах илсе çитерме васканă пулнă вăл. Çул паман водитель енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă.  (Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество