Çулла пуçланнăранпа 43 çын шывра путнă
Pаççей МЧСӗн Тӗп управленийӗн Тутарстанри пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа августăн 14-мӗшӗччен 43 çын шывра путса вилнӗ, çав шутра 7 ача. Çак тапхăрта путма пуçланă 50 çынна çăлса хăварма май килнӗ.
Шел те, çак статистика ӳссех пырать. Юлашки инкексенчен пӗри иртнӗ шăматкун пулнă. Аслă Кайпăç ялӗнче пурăнакансем тракторпа пӗверен путнă автомобиле кăларнă. Машина ăшӗнче водителӗн виллине тупнă. Вырсарникун вара Елабуга районӗнче пӗвере хӗрарăм путнă. Шыври вилене кунта пурăнакансем асăрханă та экстренлă службăсене чӗнтернӗ.
Çавăн пекех августăн 14-мӗшӗнче кăнтăрла çитеспе Кама юханшывӗн Çырчаллинчи Кумыс поселокӗ тӗлӗнче водолазсем çыранран 10 метрта 31-ти арçын виллине тупнă. Вăл шăматкун каçхинех путни паллă.
Августăн 13-мӗшӗнче Хусанта кӗсменпе ишекенсен каналӗнче уçăлса çӳрекен 7-ри хӗрачана вара ăннă. Вăл, хăйӗн аппăшӗпе сулă çинче ярăнаканскер, тем вăхăтран асăрханмасăр суллăн хӗррине пуснă та сулăнса кайса шыва ӳкнӗ, путма пуçланă. Юрать çывăхра Калугăран килнӗ кӗсменпе ишекен спортсменсем пулнă, шăпах вӗсем хӗрачана çăлнă. Унтан вӗсене килне таврăнма та пулăшнă.
Пӗр кун маларах Ешӗлвар районӗнчи Нурлат ялӗ çывăхӗнче шыва кӗнӗ арçын ача та кӗпепе çуралнă ахăр. Юлташӗпе пӗвен пӗр çыранӗнчен тепӗр енне (80 метра яхăн) ишсе каçма пуçланăскер, юханшывăн варрине çитсен вăйӗ пӗтсе çитнипе путма пуçланă та пулăшу ыйтса кăшкăрнă. Ун сассине çырма хӗрринче тусӗсемпе канакан 17 çулти Ильшат Гимадиев илтнӗ те пӗр шухăшласа тăмасăр ачана хăтарма шыва сикнӗ, арçын ача патне ишсе çитнӗ те ăна путма памасăр шыв çинче тытса тăнă. Телее, кунтах 154-мӗш номерлӗ пушарпа çăлав чаçӗн ӗçченӗ Шаукат Миннулин та пулнă. Вăл хăвăрт кăна кимӗ çине ларса ачасем патне çитнӗ, вӗсене çырана тухма пулăшнă. Путма пуçланă ачан ашшӗпе амăшӗ çăлавçăсене чӗререн тав тунă. Ешӗлвар пушарпа çăлав гарнизонӗн ертӳçисем вара ачана çăлнă çынсене иккӗшне те наградăлама ыйтса МЧСăн Тутарстанри уйрăмне çырупа тухнă.
Августăн иккӗмӗш декади вӗçленсе пырать пулин те, çанталăк шăрăх тăнипе шыва кӗрекенсем халӗ те нумайăн – ялсенче те, хуласенче те. Хаклă вулаканăмăрсене асăрхануллă пулмалли пирки аса илтерес килет.
Вера АЛЕКСАНДРОВА хатӗрленӗ.
С.Колесникова сăнӳ керчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев