Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк вӗçлениччен çӗнӗ 5 завод уçăлать

Кăçал çулталăк вӗçлениччен Тутарстанра строительство материалӗсем кăларакан 5 производство предприятийӗ хута кайӗ. Çапла майпа маларах хупăннă заводсем çӗнӗрен ӗçлесе каясса кӗтмелле.

ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев РБК Татарстана пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра маларах хупăннă заводсем çӗнӗрен ӗçлеме тытăнас çул çинче. Çулталăк вӗçлениччен строительство материалӗсем кăларакан 5 завод хута каймалла. Çырчаллинче, тӗслӗхрен, газобетон блокӗсем, çӗнӗ йышши кирпӗч кăларӗç. Вӗсемпе ытларах пурăнмалли çурт-йӗр, производство, обществăлла çуртсен строительствинче анлă усă кураççӗ. Газо-пенобетон производствинче Китай технологийӗпе усă кураççӗ.  Асăннă строительство материалӗсем кирпӗчпе керамогранита ылмаштарма та пултарӗç. Чиновник шухăшӗпе, вӗсем çывăх вăхăтрах рынокăн 30 процентне йышăнса конкурентлăха ӳстерӗç.

Тӗрӗссипе, Тутарстанра строительство материалӗсем енӗпе дефицит çук, тулли цикллă цементсăр пуçне ыттине йăлтах хамăр патра кăлараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество