Сувар

Çуралнă кунпа, Кӗнеке!

Паян, апрелӗн 2-мӗшӗнче, Халăхсем хушшинчи ача-пăча кӗнекин кунӗ. Ăна халалласа республикăра ача-пăча кӗнекин эрни пырать.

Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ачисем те акă çак кунсенче Читландире пулса курнине пӗлтерет ял библиотекарӗ Татьяна Дмитриева. Кунта «Çуралнă кунпа, Кӗнеке!» мероприяти иртнӗ. Çамрăк вулакансем Хӗрлӗ Калпакпа тата Ылтăнçӳçпе (Красная Шапочка, Златовласка) пӗрле Читландие çитсе килнӗ. Чăн та, асам тӗнчине лекиччен вӗсен малтан викторина ыйтăвӗсене хуравлама, асамлă çуртра кам пурăннин тупсăмне тупма тата кӗнеке çинчен ваттисен сăмахӗсене аса илме тивнӗ. Ачасем тăрăшнине кура аслисем вӗсене юлашкинчен пылак кучченеçпе сăйланă.(Т. Дмитриева сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: