Сувар

Çутçанталăка варалани асăрхамасăр юлмӗ

IT-технологисем предприятисем атмосферăна сиенлӗ япаласем кăларнине асăрхама пулăшӗç.

Тутарстанри Digital Superhero онлайн-хакатона хутшăннă çамрăксем  предприятисем атмосферăна сиенлӗ япаласем кăларнине асăрхамалли модель шутласа тупнине пӗлтернӗ InnoSTage компанисен ушкăнӗн генеральнăй директорӗ Айдар Гузаиров Андрей Кузьмина панă интервьюра. Ку мел экологие варалакан предприятисемпе кӗрешме пулăшать иккен. «Хакатонра Экологи министерстви , ГБУ, БДД лартнă задачăсене пурнăçлама тăрăшрăмăр. Енчен те пирӗн гипотезăна çирӗплетсен ăна Тутарстан экономикинче усă курма пулӗ. Çавăнпа задачăсене «сывлăшран» илмен», – тенӗ  ертӳçӗ. Асăннă хакатонра датчиксенчи информацисем çине таянса предприятисем сывлăша вараланине асăрхамалли мелсене шыранă. Гузаиров сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра экологи ыйтăвне икӗ мелпе кăна татса пама пулать: заводсене хӳтлӗх калпакпа хупласси  тата сиенлӗ япаласем кăларнине наука мелӗсемпе палăртасси.  Вӗсем иккӗмӗш меле суйланă. Тӗплӗнрех кун çинчен sntat.ru сайтра вуласа пӗлме пулать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: