Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЫРАВ ХУТӖНЧЕ МӖНЛЕ ÇЫРСАН ТӖРӖС ПУЛАТЬ: «ЧУВАШ» Е «ЧУВАШИН»?

​ Пирӗн хурава система йышăнмасан вара çыравран тухса ӳкӗпӗр-ши? Çакăн пек ыйту килчӗ нумай пулмасть редакцие Çӗпрел районӗнчи чăвашсенчен. Çак тăрăхра пурăнакансенчен нумайăшӗ хăй чăваш пулнине кăтартса çырав хутӗнче «чувашин» тесе çырнă иккен. Чăваш филологӗсемпе чӗлхеçисем ку формăна тӗрӗс мар тесе йышăнса тӗрӗс «чуваш» пулать тесе çирӗплетеççӗ. «Эпир хамăра «чувашин» тесе кăтартрăмăр та халӗ шухăша кайрăмăр. Вăл йăнăш пулсан пирӗн хурава система йышăнмасан? Вара çыравран тухса ӳкӗпӗр-ши? Чăваш шутне катăпăр-ши капла?» – пăшăрханса ыйтрӗç телефонпа шăнкăравласа

Ҫак ыйтупа эпир малтан Росстата, унтан Татарстанстата тухрăмăр. Росстат, паллă ӗнтӗ, регионсен ӗçне контрольте тытать. Наци ыйтăвӗсенчи хăш-пӗр вак-тӗвек проблемăна шута илмессе те пултарать. Хӗрӳ лини операторӗ ăнлантарнă тăрăх, переписчик çырав хутне гражданин сăмахӗсенчен тултарать. Патшалăх услугисен порталӗпе усă курса çын хăй хуравлать пулсан, унта та хăй тӗрӗс тесе шутланă пек çырса палăртать. Çавăнпа хуравсен кашни вариантне система йышăнма тивӗç. Ку пире тивӗçтерсех кайманнипе Татарстанстата шăнкăравларăмăр. ​

Чăнах та регион шайӗнче кун йышши ыйтусене те тимлӗхе илнӗ. Республикăра наци ыйтăвӗсем тӗп вырăнта пулни аван сисӗнет. Чăвашсем шучӗпе виççӗмӗш вырăнта пулни те пӗлтерӗшлӗ, паллах.
«Нимӗн те пăшăрханмалла мар. Переписчик çырав хучӗсене тултарнă чух тӗрӗс хурава система хăйех сӗнет. Патшалăх услугисенче хăв тӗллӗн тултарнă чух та тӗрӗс хурав лартăнать. Тата чăвашсем çырав хучӗсене хăйсен тăван чӗлхипех тултарма пултараççӗ. Май пулсан мӗншӗн çакăнпа усă курас мар», – терӗç Татарстанстат сотрудникӗсем.
Апла пăшăрханмалли çук. Йăнăшпа «чувашин» тесе кăтартсан та система ăна «чуваш» тесе йышăнать. Çапла вар çырава хутшăннисенчен никам та тухса ӳкмӗ.
Кам пӗтӗм Раççейри çырава хутшăнма ӗлкӗреймен, ку ӗçе хăвăртрах туса пăрахма сӗнетпӗр. Çырав вӗçлениччен икӗ эрне кăна юлчӗ.

Ирина ГОРДЕЕВА.
З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ.

Аксу переписчикӗ И.Борисова Кудряшовсем патӗнче çырав ирттерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев