Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çыравçăсем, сиртен кĕнекесем кĕтетпĕр!

ТР Наци библиотекинче чăваш çыравçисен литература кӗтесӗ пулмаллах

Нумай пулмасть ТР Наци библиотекин директорӗпе Мадина Тимерзяновапа тӗл пултăмăр. Çавăн чухне ăна кӗскен Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗ çинчен, чăваш писателӗсем кăларакан кӗнекесем çинчен каласа патăм. Вӗсем Наци библиотекинче пуррипе çуккине ыйтса пӗлтӗм. 

Мадина Фатыховна чăваш çыравçисен кӗнекисем хăйсем патӗнче çуккине, вӗсене йышăнма хатӗррине пӗлтерчӗ. «Тутарстанри чăваш писателӗсемпе поэчӗсен кӗнекисене пӗр çӗре пуçтарсан аван пулӗччӗ, ăна тума эпир хатӗр. Писательсем хăйсен кӗнекисене Тутар кӗнеке издательствинче кăларсан  пирӗн пата пӗрер экземпляр обязательнăй майпа ярса параççӗ. Сирӗннисем Чăваш Енри типографисенче ытларах пичетленеççӗ, çавăнпа пирӗн пата çитмеççӗ», – терӗ Мадина Фатыховна. 

Союзăн активӗпе калаçнă хыççăн сирӗн пичетленсе тухнă кӗнекӗрсене пуçтарса пама шутларăмăр. ТР Наци библиотекинче чăваш çыравçисен литература кӗтесне йӗркелесен пит аван пулмалла. Хисеплӗ çыравçăсем, вăхăта тăсмасăр хăвăрăн кӗнекӗрсене Сувар хаçата ярса пама е, май пулсан, килсе пама ыйтатпăр. Редакци Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт адреспа вырнаçнă. Çыру çак адреспа ямалла: 420066, г.Казань, а/я 64. 

 

Ирина ТРИФОНОВА,

ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: национальная библиотека рт