Сувар

Çыравçăсен союзӗн пухăвӗнче тахçан курман ентешсемпе тӗл пултăмăр

Шутласан, хăçан çапла пӗрле сăн ӳкерттерӗпӗр тепре? Малашне те пӗрле пухăнасчӗ-ха... Анчах темшӗн аса килсех кайрӗ – пӗррехинче Валери Туктарпа иксӗмӗр тăван ене çитсе тӗл пултăмăр та хамăрăн аслă, ячӗсем кӗрлесе тăракан сăвăçсемпе пӗрле пухăнса савăнас терӗмӗр, хамăр машинăсемпе пурне те Григорий Игнатьевич Тяманов (Акташ) килӗнче пӗрле пухрăмăр.  Меречентен Петр Михайлович Гаврилова, Кивӗ Тимушкелӗнчен Михаил Гаврилович Мулеева лартса кайрăмăр. Тямановпа Гаврилов питӗ савăнчӗç – 10 çул ытла пӗр-пӗрне курман иккен вӗсем, пӗр районта пурăнсан та, Аксури «Ял пурнăçӗ» хаçатпа çыхăну тытса çеç пӗр-пӗрне хавхалантарнă. Çапла Акташ, Меречен, Кайнуш Мишши, Туктар тата эпӗ пӗрле тăрса ӳкерӗнни ӗмӗрлӗхех юлчӗ. Пирӗн аслă юлташăмăрсем, пирӗн вӗрентекенӗмӗрсем тата çывăхран çывăх юлташăмăр Мулеев пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗç. Пӗрле тăрса çапăннă сăнӳкерчӗк çавăн чухнехи илемлӗ кунсене аса илтерет. Кунсем-çӗрсем темле килеççӗ, пӗлместӗн те, çавăнпа та епле лару-тăру пулсан та, хальхи шухăшăмпа сывлăх пур чухне юлташсемпе тăтăшах тӗл пулса савăнасчӗ-ха.  

Раштав уйăхӗнче Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗ 2020 çулхи ӗçсен пӗтӗмлетӗвне тăвас енӗпе пуху ирттересси çинчен пӗлтерчӗ. Инçе пулин те, кайса курас кăмăл çӗнтерчех. Çывăх юлташпа, ентешпе, Лениногорскра пурăнакан Валери Туктарпа канашларăм та, унăн шухăшӗ те манăннипе пӗр пек пулнипе, çул çине иксӗмӗр те хамăрăн машинăсемпе тухас терӗмӗр. Çӗр каçма вырнаçас пирки те малтанах шухăшламалла, хальхи коронавирус пандемийӗ  пынă вăхăтра инçетрен килекенсене çӗр каçма кӗртме те хăрушă вӗт. Шупашкарти çывăх юлташсем каласа панă тăрăх, Мускавра ӗçлекенсем кашни килмессерен çав чире çаклатса килсе тăванӗсем, кӳршисем хушшинче хăйсем сисмесӗрех сараççӗ тенине илтнӗччӗ унти пӗлӗшсенчен.

Тавах Турра, пӗрре шăнкăравласах, телефон номерне улăштарнă пулсан та, Елена ятлă хӗрӗ урлă калаçма тӳр килчӗ хамăн тăван пек çывăх юлташпа, хамăр ялта, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче ӳснӗ, ман пекех Елабугăри пединститутра вӗреннӗ Иван Калуковпа. Вăл пӗр иккӗленмесӗрех: «Ниçта та вырнаçма ан шутла, тӳрех пирӗн пата кил!» – терӗ. Вӗсем патӗнче эпир пӗр вунă çул каяллах мăшăрăмпа тата Тамара йăмăкăн хӗрӗпе Викторипе Чăваш Республикин кунне палăртма кайсан пулнăччӗ. Иванăн мăшăрӗ Валентина çуралса ӳснӗ Кăкшăм ятлă ялта (Етӗрне районӗ) концерт та лартса панăччӗ эпир Иванпа. Иван Лаврентьевич питӗ ăста купăсçă, хăйех калать те, юрлать те. Калаçмалли, аса илмелли пирӗн хушăмăрта питӗ нумай пулчӗ тата эрне пурăнсан та пӗтместчӗ пуль.  «Тăван Атăл» журналпа «Сувар» хаçата кăтартрăм та, питӗ килӗшнипе, юлташăм тепӗр куннех почтăна кайса «Сувар» хаçата 2021 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли çырăнчӗ.

Чăваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗн отчетлă пухăвӗ питӗ кăмăллă иртрӗ, Шупашкарта тата çывăхри районсенче пурăнакансем пурте пухăннă тесен те йăнăш маар. Чăваш наци библиотекин  конференц-залӗнче пӗр кресло сиктерсе лармалли пушă вырăн та сахалччӗ. Чи инçетрен килнисем эпир иккӗн çеçчӗ Валери  Туктарпа. Писательсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Лидия Ивановна Филиппова пӗрлешӳ ӗçӗсем çинчен питӗ тӗплӗн каласа пачӗ. Союзра 132 çын шутланать, çулланнисем те, çамрăксем те пур. Наставниксем, вӗрентекенсем, тӗслӗх камран илмелли писательсем пайтах: Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Юрий Артемьев, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Алексей Леонтьев, Николай Максимов, Улькка Эльмен тата ыттисем те. Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова пултаруллă çыравçа Улькка Эльмене «Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ»  хисеплӗ  ят илнипе саламларӗ тата писательсен пӗрлешӗвӗн кăçалхи пӗтӗмлетӳ ӗçне пысăк хак пачӗ, коронавирус пандемийӗн хăрушлăхӗ тăрсан та ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн ӗçӗсем онлайн майпа та пулин веçех пурнăçланнине палăртрӗ.

Хам лайăх пӗлекен паллă писательсем, сăвăçсем, журналистсем (Кипеч, Сементер, Леонтьев тата ыттисем те) пӗрлешӳ ӗçне тӗрӗс хак парса малалла та тăрăшса ӗçлеме хавхалантарчӗç.

Эпӗ çак мероприятире пулса савăнтăм, нумайăшӗпе куçа-куçăн  калаçма та тӳр килчӗ. Шупашкарта пурăнакан хамăр ентешсемпе тӗл пулни ӗмӗр асăнмалăх маншăн. Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ çыравыçăсем, эпир, пӗрле тăрса сăнӳкерчӗк те турăмăр. Анатолий Хмытпа тата Валери Туктарпа эпир интернет урлă та куллен çыхăну тытатпăр-ха. Нина Николаевна Артемьевăна вунă çул курман пулӗ, анчах та иксӗмӗр те лайăх пӗлекен пӗр пӗлӗшпе Надежда Гавриловăпа пӗр-пӗрне саламласах тăратпăр. Иван Егорова «Тутарстан чăвашӗсем» кӗнекен презентацийӗнче тӗл пулнăранпа пӗрре те курманччӗ...

Шутласан, хăçан çапла пӗрле сăн ӳкерттерӗпӗр тепре? Малашне те пӗрле пухăнасчӗ-ха... Анчах темшӗн аса килсех кайрӗ – пӗррехинче Валери Туктарпа иксӗмӗр тăван ене çитсе тӗл пултăмăр та хамăрăн аслă, ячӗсем кӗрлесе тăракан сăвăçсемпе пӗрле пухăнса савăнас терӗмӗр, хамăр машинăсемпе пурне те Григорий Игнатьевич Тяманов (Акташ) килӗнче пӗрле пухрăмăр.  Меречентен Петр Михайлович Гаврилова, Кивӗ Тимушкелӗнчен Михаил Гаврилович Мулеева лартса кайрăмăр. Тямановпа Гаврилов питӗ савăнчӗç – 10 çул ытла пӗр-пӗрне курман иккен вӗсем, пӗр районта пурăнсан та, Аксури «Ял пурнăçӗ» хаçатпа çыхăну тытса çеç пӗр-пӗрне хавхалантарнă. Çапла Акташ, Меречен, Кайнуш Мишши, Туктар тата эпӗ пӗрле тăрса ӳкерӗнни ӗмӗрлӗхех юлчӗ. Пирӗн аслă юлташăмăрсем, пирӗн вӗрентекенӗмӗрсем тата çывăхран çывăх юлташăмăр Мулеев пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗç. Пӗрле тăрса çапăннă сăнӳкерчӗк çавăн чухнехи илемлӗ кунсене аса илтерет. Кунсем-çӗрсем темле килеççӗ, пӗлместӗн те, çавăнпа та епле лару-тăру пулсан та, хальхи шухăшăмпа сывлăх пур чухне юлташсемпе тăтăшах тӗл пулса савăнасчӗ-ха.                                                          

Владимир ЛЕВУКОВ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: