News by tag - чувашские писатели
-
Тутарстанри чăваш ялӗн пурнăçне çутатакан романăн виççӗмӗш кӗнеки пичетленнӗ
Чăваш наци библиотеки хатӗрленӗ «Вуламалли 100 кӗнеке» списока чăваш литературин ылтăн çӳпçи тесен те тӗрӗс. Чи интереслӗ, чӗлхе тӗлӗшӗнчен сăнарлă та паха хайлавсем кӗнӗ-çке унта. Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарӗ» романӗ те çав шутрах. Вулакансем ыйтнипе Чăваш кӗнеке издательстви ăна тепӗр хут кăларма йышăннăччӗ. 2023 çулта унăн пӗрремӗш кӗнеки кун çути курнăччӗ, пӗлтӗр – иккӗмӗшӗ, нумаях пулмасть виççӗмӗшӗ пичетленсе тухрӗ.
-
Калавӗсем чуна пырса тивекен сăнарсемпе тыткăнлаççӗ
«Варкăш» литература клубӗн черетлӗ тӗлпулăвӗнче Олеся Михайлован «Пӗрремӗш çӗнтерӳ» кăларăмне пахаларӗç. Вăл 2024 çул вӗçӗнче Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнăччӗ. Вăтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне 9 калав кӗнӗ. Хăтлава поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе журналистсем, çамрăк çыравçăн тăванӗсемпе юлташӗсем пуçтарăнчӗç.
-
Шупашкара ӗçлӗ çулçӳреве
Николай Ларионов Валентина Тараватпа Шупашкарта пулни çинчен ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн Ватсапри ушкăнӗнче пӗлтернӗ.
-
Чăваш çыравçисем хăйсене парнеленӗ кăларăмсене аса илчӗç
Нарăс уйăхӗн 14-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли кун пулчӗ. Çак уяв тӗлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленӗ кӗнекесене аса илчӗç.
-
«Тăхăрьял» альманахăн 20-мӗш номерӗ кун çути курчӗ
Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунӗнче Пӳркел ял библиотекинче «Тăхăрьял» альманаха хăтларӗç. Нумай пулмасть унăн 20-мӗш номерӗ кун çути курчӗ. Библиотекăра ăна 1992 çултах кăларма тытăннă. Виçӗ чӗлхепе тухаканскере çыравçăсен юбилейӗсене, ытти паллă пулăмсене халаллаççӗ.
-
Лариса Петрован кӗнекипе пӗрле карточка пуххи те пур
Кунсем тӗлӗнмелле хăвăрт малалла чупаççӗ, пӗрин хыççăн тепри килет – сисӗнмесӗрех эрне иртсе каять. Вӗсем çын пурнăçне малалла чуптараççӗ, çав вăхăтрах хăйсем те питӗ хаваслă пурăнаççӗ. Лариса Петрован «Кун ячӗсем. Дни недели» çӗнӗ кӗнекипе паллашсан хăвăрах куратăр. Юмах пуххи нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă, редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Юлия Лутошкина.
-
Николай Ларионов Мускав чăвашӗсемпе тӗл пулчӗ
Нумай пулмасть РФ Президенчӗн Чăваш Республикин представительствинче пирӗн ентешпе – Николай Ларионов писатель-журналистпа – питӗ интереслӗ тӗлпулу иртрӗ. Пуçласа тӗрлӗ жанрлă 18 кӗнеке авторӗ Раççей тӗп хулинчи чăвашсемпе тӗл пулнă. Пултарулăх каçне Мускав хулинчи чăваш культурин обществин председателӗ В.П.Иванова уçрӗ.
-
Ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ
Çак кунсенче типографирен Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кăларăмӗ килсе çитрӗ. Аслă классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне пӗр калав кӗнӗ. Унăн алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
-
Урташ палăкӗ патне чечек хуракансем халь те пур
Валентин Урташ поэт-юрăçăн 100 çуллăхне Раккассинче декабрӗн 21-мӗшӗнче паллă турӗç, апла пулин те ун палăкӗ патне çав-çавах хӗрлӗ гвоздикăсемпе чечек кăшăлӗ хуракансем халь те пур. Пӗрисем юбилей хăçан пулни пирки маларах пӗлеймен, теприсен унта çав кун килме май килмен ахăр. Чаплă палăка Валентин çуралса ӳснӗ çурт вырăнне вырнаçтарнă. Вун саккăр тултарнă-тултарманах хăй ирӗкӗпе вăрçа каякан каччă, пулас çар паттăрӗ, сумлă юрăç-поэт тата юрăç-кӗрешӳçӗ тăван кил умӗнче ашшӗ-амăшӗпе, тăванӗсемпе, ял-йышпа сывпуллашса çирӗппӗн каланă: «Эпӗ çӗнтерӳпе таврăнатăп!»
-
«Чăваш çыравçисем – фронтра»
2025 çул – Çӗнтерӳ çулталăкӗ, Аслă Çӗнтерӗве çывхартнăранпа 80 çул çитет. Чăваш кӗнеке издательствинче çак паллă пулăма халалласа «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кăларăмăн 1-мӗш кӗнеки кун çути курчӗ. Ăна Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова тата Алексей Кузьмин пухса хатӗрленӗ, ӳнерçи – Дмитрий Литаврин.
-
«Асамлă ачалăх»
Чăваш кӗнеке издательствинче «Асамлă ачалăх» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Ăна пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Федорова. Ӳнерçи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Кăларăмра XXI ӗмӗр пуçламăшӗнчи чăваш литературинче ырми-канми тăрăшакан çыравçăсем ачалăхне, асра юлнă вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав çырнине, вăл хăçан кун çути курнине аса илеççӗ. Пурӗ вăтăр çичӗ автор кӗнӗ.
-
«Чăваш романӗ» III литература конкурсӗ иртет
Чăваш кӗнеке издательстви «Чăваш романӗ» литература конкурсне виççӗмӗш хут ирттерет. Конкурса тăратнă ӗçсем чăвашла çеç пулмалла, урăх чӗлхерен чăвашла куçарнă хайлавсене пăхса тухмаççӗ. Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшăнмалла.
-
Ырă ят çӗнсе илнӗ ăсчах
Нумаях пулмасть, кăрлачăн 14-мӗшӗнче Шупашкарта, Чăваш наци библиотекинче Виталий Станьялăн пултарулăх каçӗ иртрӗ. Ăна чăваш ăсчахӗ, çыравçи, сăвăçи, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă.
-
Паян Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 118 çул çитрӗ
Паян Чăваш халăх поэчӗ, пултаруллă куçаруçă, пирӗн ентеш – Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 118 çул çитрӗ.
-
«Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ»
Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче «Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Ăна Никита Романов (1905–1960) педагог, чăваш халăх сăмахлăхне пухаканӗ хатӗрленӗ. Редакторӗ – Владимир Степанов. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ тимленипе кун çути курнăскерне 2500 ытла ваттисен сăмахӗпе каларăш тата 1700 ытла тупмалли юмах кӗнӗ. Кӗнекене икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатӗрленӗ. Çавна май пирӗн халăхăн фольклор пуянлăхӗпе чăвашла пӗлмен çынсем те паллашма пултараççӗ.