Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкара ӗçлӗ çулçӳреве

Николай Ларионов Валентина Тараватпа Шупашкарта пулни çинчен ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн Ватсапри ушкăнӗнче пӗлтернӗ.

Малтанласа çыравçăсем Республикӑри начар куракансен ятарлӑ библиотекине çитнӗ. Çак кун тӗлне Валентина Тараватӑн «Настоящая дружба» тата Николай Ларионовăн «Шураçка» кӗнекисене Брайль шрифчӗпе çырса кӑларнӑ. Библиотекăра вырнаçнă аудиостудире çыравçăсем хăйсен сӑвӑ-калавӗсене сасăлатнă.

Каярах вӗсем начар куракан ачасен интернат шкулне çитсе курнă. Унта вӗсем пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ илеççӗ, республикӑри ял-хуларан килнисем çавăнтах пурăнаççӗ.

Шкулта иртекен Раççейри ача-пӑча кӗнеки эрнине халалланӑ «Ее Величество Книга» уява та хутшăннă çыравçăсем. Кунта вӗсен çӗнӗ кӗнекисен хӑтлавӗ иртнӗ. Кӗçӗн классенче вӗренекен ачасене писательсем хăйсем çинчен, литература çинчен каласа панă. Валентина Тарават хӑй çырнӑ юррисене те юрланă. Хăтлавра ачасем валли çыракан Раиса Воробьева поэт та пулнă.

«Ачасем тимлӗн итлерӗç, питӗ хастар кӑтартрӗç хӑйсене, вӗçӗмсӗр ыйтусем пачӗç. Эсир Пушкина курнӑ-и, Крылова курнӑ-и тесе ыйтакансем те пулчӗç. Вӗсем чунӗсем таса, калаçма çӑмӑл вӗсемпе», –  шухăшӗсене пӗлтернӗ тӗлпулу хыççăн Николай Николаевич.

Юлашкинчен Наци библиотекине çитсе Иван Яковлевпа мăшăрӗ çинчен ӳкернӗ фильм хӑтлавӗнче пулнӑ.

Н.Ларионов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чувашские писатели