Ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ
Çак кунсенче типографирен Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кăларăмӗ килсе çитрӗ. Аслă классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне пӗр калав кӗнӗ. Унăн алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Владимир Степановăн калавӗ Аксукас яшӗсен тата ăслă урхамахăн ăннă та ăнман кунӗпе паллаштарать. Мӗнлерех кун-ха вăл? Ыттисенчен мӗнпе уйрăлса тăрать?
Виталик, Толик, Владик тата Валерка – уйрăлми туссем. Пӗррехинче вӗсем утă тиеме тухса каяççӗ. Вăшт-вашт çаврăнса килме палăртнăскерсем утăрах кун каçаççӗ. Çуллахи шăрăх кун хивре пăтăрмахсемпе кӗтменлӗхсем ярса парса каччăсен çирӗплӗхӗпе пиçӗлӗхне, чăтăмлăхӗпе парăнманлăхне тӗрӗслеме шут тытнă тейӗн. Навуходоносор ятлă лашана та çăмăл килмест…
Хайлаври ӗç-пуç чăваш ялне пысăк улшăнусем килес умӗн пулса иртет. Хальлӗхе ачасем хуçалăх ӗçӗпе хăйсем тӗллӗн аппаланаççӗ, аслисене пулăшасшăн, анчах вӗсенчен пӗри те пурнăçне ялпа çыхăнтарасшăн мар. Нихăшӗ те агроном, тракторист пулас ӗмӗтлӗ мар. Тăван тăрăхра çулталăкра миçе пепке кун çути курнине пăхсан çичӗ çултан пӗрремӗш класа сакăр ача кăна каять имӗш. «Халӗ ав кас тулли ача чупать, кăшт вăхăт иртсенех ун пек пулмасть. Мӗнле пурнăçпа пурăнӗ ыранхи ял – шухăшлама та хăрамалла», – тет Владик. Шкулта вунă çул вырăнне вун пӗр çул вӗрентме пуçлаççӗ тесе пӗлтерет Виталик. «Ачисем сахалланаççӗ, шкул çулӗсем вăрăмланаççӗ, тӗлӗнмелле!» – палăртать вăл.
Ку йăлт каярахпа пулӗ, хальлӗхе ăннă та ăнман кун тантăшсене тем тӗрлӗ пăтăрмах сӗнет. Йывăрлăхсем витӗр тухса арçын ачасем хăйсем сисмесӗрех каччă шутне кӗрсе пыраççӗ. Шӳтлеме пӗлни вара тӗрӗслевсене парăнтарма пулăшать.
Автор çинчен
Владимир Васильевич Степанов 1962 çулхи нарăс уйăхӗн 8-мӗшӗнче Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Упамса ялӗнче çуралнă. Ялти сакăр класлă, Турханти вăтам шкулсенчен вӗренсе тухнă. 1980 – 1983 çулсенче Лăпкă океан флотӗнче хӗсметре тăнă. 1983 – 1988 çулсенче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче вӗреннӗ. Çӗрпӳри «Октябрь çулӗ» хаçатра, каярах «Халăх шкулӗ», «Лик Чувашии», «Самант» журналсенче ӗçленӗ. 2017 çултанпа Чăваш кӗнеке издательствинче тăрăшать, 2023 çултанпа – тӗп редактор.
Литература ӗçне студент çулӗсенче пуçăннă. Унăн икӗ кӗнекерен тăракан «Тенкри хӗçӗ» (2015, 2016), «Чăваш Енри тӗлӗнтермӗш чӗрчунсем. Удивительные животные Чувашии» (2019), «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслă вăрçисем» (2021) кăларăмӗсем кун çути курнă. В.Степанов – Митта Ваçлейӗ ячӗллӗ преми лауреачӗ (2000), ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (2002), РФ Журналистсен (2009), ЧР Профессиллӗ писательсен (2019) союзӗсен пайташӗ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев