News by date 10 February 2025
-
«Патриот» центрта иртекен занятисенче илекен хăнăхусем кашни çыншăн усăллă пулӗç
Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалласа ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе республикăри «Патриот» центрта хăрушсăрлăхпа хӳтӗлев никӗсӗсене вӗрентес тӗллевпе практикăллă занятисем йӗркеленӗ. Вӗсем кашни вырсарникун 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен иртеççӗ.
-
Ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ
Çак кунсенче типографирен Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кăларăмӗ килсе çитрӗ. Аслă классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне пӗр калав кӗнӗ. Унăн алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
-
Вырăс чӗлхипе литератури пӗрлехи пулать
Вырăс чӗлхине тата Раççейре пурăнакан халăхсен чӗлхисене тӗрев парассипе патшалăх политикине пурнăçа кӗртекен канаш Раççей Çутӗç министерствипе пӗрле шкулта вӗренекенсем валли вырăс чӗлхипе литературин пӗрлехи вӗрентӳ кӗнекисене хатӗрлеме пуçланă. Çакăн пирки нумай пулмасть РФ Президентне В.Путина асăннă канашăн ертӳçи Е.Ямпольская пӗлтернӗ.
-
Халăх календарӗ
Нарăсăн 10-мӗшӗ – Ефрем. Хӗртсуртăн менелникӗ. Çиллӗ кун – çулла йӗпе-сапаллă пуласса. Мăрьерен тухакан тӗтӗм çилсӗр çанталăкра çӗр çине анса сарăлать-тӗк – юр çăвасса.
-
Эрнелӗх гороскоп
Питӗ ырă эрне. Хамăра шансан, çаврăнăçуллăрах пулсан, плансем тунă чух чун ыйтнă пек тумалла, интуицие тимлесен йăлт аван пулать.