«Патриот» центрта иртекен занятисенче илекен хăнăхусем кашни çыншăн усăллă пулӗç
Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалласа ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе республикăри «Патриот» центрта хăрушсăрлăхпа хӳтӗлев никӗсӗсене вӗрентес тӗллевпе практикăллă занятисем йӗркеленӗ. Вӗсем кашни вырсарникун 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен иртеççӗ.
«Пирӗн занятисенче илекен хăнăхусем кашни çыншăн усăллă пулӗç. Программăна хальхи вăхăтра хăрушсăрлăхпа тивӗçтермелли требованисене шута илсе хатӗрленӗ. Чи кирли – пирвайхи медицина пулăшăвне парасси тата пӗчӗк ушкăнсен тактикин никӗсӗсем», – пӗлтернӗ республика центрӗн ертӳçи Дмитрий Литвинов.
Вăл каланă тăрăх, занятисене «Авангард» центрăн опытлă инструкторӗсем ирттереççӗ. Эрнере 35–40 яхăн çын (вӗсен ӳсемӗ 10 çултан пуçласа 50 çулчченхисем) хутшăнма пултарать.
Занятисен программи икӗ модульрен тăрать. Вӗсенчен пӗри – пирвайхи медицина пулăшăвӗ парасси. Курса хутшăнакансене медицина ресурсӗсемпе мӗнлерех усă курмаллине, инкеке лӗкнисене пулăшмалли тапхăрсене ăнлантарса параççӗ. Унсăр пуçне занятисенче инкеке лексен хăвна пулăшу пама та вӗрентӗç, хăрушă вырăнтан тухмалли меслетсемпе практикăра паллаштарӗç, хăйсене тата инкекри çынсене пулăшассине мӗнрен пуçламаллине тата сурансен йывăрăшне палăртма вӗрентӗç.
Программа шайӗнче сурантан юн юхма чарассине, сывлама чарăнсан усă курмалли меслетсене, кăкăр шăмми суранӗсем пуррисене пулăшассине, жгутсемпе турникетсемпе тӗрӗс усă курассине, çавăн пекех вӗсене вăхăтра улăштарассине, ӳт пиçсен (шывпа, пăспа е химипе) пулăшу парассине, алă-ура суранлансан ятарлă тата алă айӗнчи хатӗрсемпе усă курассине пăхса тухӗç.
Иккӗмӗш модуль – тактика тата харпăр хăй хӗç-пăшалпа усă курма пӗлнин хатӗрлӗхӗн никӗсӗсем. Ку тӗлӗшпе пӗчӗк ушкăнсенче теорипе практика занятийӗсем иртӗç.
Хушма информаци, занятисен расписанийӗ, вӗренӳ материалӗсем тата ыйтусем çине хуравсем Телеграм каналти ушкăнра тупма пулать. Унта занятисен вăхăтӗнче тунă сăнӳкерчӗксемпе видеосене те вырнаçтараççӗ.
Сăнӳкерчӗксем ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев