Вырăс чӗлхипе литератури пӗрлехи пулать
Вырăс чӗлхине тата Раççейре пурăнакан халăхсен чӗлхисене тӗрев парассипе патшалăх политикине пурнăçа кӗртекен канаш Раççей Çутӗç министерствипе пӗрле шкулта вӗренекенсем валли вырăс чӗлхипе литературин пӗрлехи вӗрентӳ кӗнекисене хатӗрлеме пуçланă. Çакăн пирки нумай пулмасть РФ Президентне В.Путина асăннă канашăн ертӳçи Е.Ямпольская пӗлтернӗ.
Хальхи вăхăтра экспертсемпе вӗрентекенсем вӗренӳ кӗнекисенчи материала çӗнӗлле вырнаçтарасси пирки сӳтсе яваççӗ. Вырăс чӗлхипе литературин кӗнекисене пӗр пек тума кăçалхи январӗн 1-мӗшӗнче РФ Президенчӗ В.Путин хушнă, çак ӗçе 2026 çулхи июнӗн 1-мӗшӗччен вӗçлеме ыйтнă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев