Эрнелӗх гороскоп
Питӗ ырă эрне. Хамăра шансан, çаврăнăçуллăрах пулсан, плансем тунă чух чун ыйтнă пек тумалла, интуицие тимлесен йăлт аван пулать.
ТАКА 21.III – 20.IV
Çитӗнӳ тума сирӗн вăй-хăват çителӗклех. Тунтикунхи тӗлпулусем планăрсене тӗпрен улăштарӗç. Эрне варринче ӗçре тимлӗрех пулăр. Тахçан-тахçан пуçланă проектсене тинех вӗçлетӗр. Харкам пурнăçра тӳсӗмлӗрех пулăр. Хăвăра шанăр, çын каланине тимлӗр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Финанс ӗçӗсене йӗркене кӗртме меллӗ эрне. Енчен те тахçантанпах мӗн-тӗр туянма ӗмӗтленеттӗрччӗ-тӗк, çак кунсенче илме планлăр. Ӗçтешӗрсем пулăшу ыйтсан ан хирӗçлӗр. Çăлтăрсем эмоцисене тимлӗх уйăрма хушаççӗ, чунри лăпкăлăх ӗçре те пулăшать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эсир пăхма кăмăллă, илӗртӳллӗ. Çакăнпа усă курса ӗçре, кулленхи пурнăçра кирлӗ çынсемпе паллашмалла, туслашмалла. Эрне вӗçӗнче кил-çуртра вак-тӗвек ыйтусем сиксе тухсан туххăмрах татса паратăр. Ӗмӗтленме хăрамасан шутланисем пурнăçланаççӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Çак кунсенче çӗнӗ проектсем пуçламалла мар, ӗçре пӗчӗк ыйтусене ытларах тимлемелле. Харкам пурнăçра ырă хыпарсем илетӗр. Интуицие тимлӗр, вăл сире пăрахмасть.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Ӗçӗрсене пысăка хурса хакланипе пуçланать эрне. Сирӗн çине куç илмесӗр, ытарайми пăхни вăй хушать, хăвăра шанассине ӳстерет. Кӗçнерникунтан тăкаксем нумайланаççӗ. Вăй-хала ырă ӗçсем тума ямалла, çынпа хирӗçме мар.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ку эрнере тавракурăмăра аталантарма, мӗн-тӗр çӗннине хăнăхма лайăх. Ӗçре пулăшу ыйтсан ан хирӗçлӗр. Харкам пурнăçра кăнттам ан пулăр, сив сăмахпа çывăх çыннăрсене ан кӳрентерӗр. Ума пурнăçланма пултаракан тӗллевсем лартăр, анчах ку ӗмӗтленмелле мар тенине пӗлтермест.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Гармони туйăмӗ çак кунсенче уйрăмах çивӗч. Килте, ӗçре, хутшăнура ырлăх кӳме усă курăр çакăнпа. Финанс ыйтăвӗсем хăйсене хăйсем татса параççӗ. Енчен те лару-тăру кăмăлăра каймасть-тӗк, «çук» теме ан вăтанăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Идейăсем, плансем пуçра «кӗшӗлтетеççӗ», суйласа илме пӗлӗр. Хăвăр пуçаруллăрах пулсан ӗçре пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Харкам пурнăçра туйăмăрсене пытармалла мар. Хăюллă, таса чунлă пулни ӗмӗтсене пурнăçлама май парать.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрне çӗнӗ паллашусемпе, кӗтмен пулăмсемпе асра юлӗ. Чылай чух плансене улăштарма тивӗ. Çакăншăн ан кулянăр – пӗтӗмпе ырра. Юратура компромиссем шырамалла, ӗçе тӗплӗн шутласа пурнăçламалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ӗçре вăй хуни пайта кӳрет, анчах ӗçтешӗрсем сирӗнтен тата ытларах тăрăшасса кӗтӗç. Хутшăнусенче тӳсӗмлӗрех пулмалла, кăшт тавлашуранах хирӗçмелле мар. Карьерăпа харкам пурнăç хушшинче килӗшӳ тупмалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Творчествăри хавхалану эрнипех тăсăлать. Ырана хăварса пынă ӗçсем патне таврăнăр – питӗ хăвăрт вӗçлетӗр вӗсене. Хутшăнусенче сăмахăра тӳррӗн калăр, чуна уçса калаçассинчен ан пăрăнăр. Пуласлăх çывăхрах, ан пытанăр унран.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Романтика сӗмӗ кăмăлăра çавăрнă. Юратнă çыннăртан сюрприз кӗтӗр. Пӗчченнисем интереслӗ çынпа тӗл пулаççӗ. Лару-тăру çивӗчленсен те ӗçре лăпкă пулăр. Интуицие тимлӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев