News by tag - чувашские писатели
-
Паян Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 118 çул çитрӗ
Паян Чăваш халăх поэчӗ, пултаруллă куçаруçă, пирӗн ентеш – Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 118 çул çитрӗ.
-
«Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ»
Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче «Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Ăна Никита Романов (1905–1960) педагог, чăваш халăх сăмахлăхне пухаканӗ хатӗрленӗ. Редакторӗ – Владимир Степанов. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ тимленипе кун çути курнăскерне 2500 ытла ваттисен сăмахӗпе каларăш тата 1700 ытла тупмалли юмах кӗнӗ. Кӗнекене икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатӗрленӗ. Çавна май пирӗн халăхăн фольклор пуянлăхӗпе чăвашла пӗлмен çынсем те паллашма пултараççӗ.
-
Михаил Захаров çуралнăранпа 100 çул
Михаил Иванович Захаров 1925 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче Октябрь (халӗ Нурлат) районне кӗрекен Ялавăр ялӗнче çуралнă.
-
Вулама пуçлатăн та чарăнаймастăн
Çӗнӗ çул умӗн «Варкăш» литература клубӗнче кӗнеке тусӗсем Ольга Австрийскаян «Пӗррехинче кайăк-кӗшӗк картишӗнче…» çӗнӗ повесть-юмахне пахаларӗç. Кăларăм пӗлтӗр Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă.
-
Çыру – Хӗл Мучи патне
Чи асамлă уяв – Çӗнӗ çул. Мӗншӗн асамлă-ха вăл? Мӗншӗн тесен Çӗнӗ çул каç пӗтӗм ӗмӗтсем пурнăçланаççӗ.
-
«Шурçамка» халӗ тутарла та
Хусан чăвашӗсен пуçарăвӗпе Юхма Мишшин «Шурçамка» повеçне кăçал тутарла куçарнă. Нумай пулмасть Хусанти типографисенчен пӗринче пичетленсе тухнă «Шурсямга, яшь бүре» кӗнекене декабрӗн 20-мӗшӗнче Хусанти Наци библиотекинче хăтларӗç. Презентацие Михаил Николаевич хăй те килнӗччӗ.
-
Литературăпа музыка каçӗ
Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкра литературăпа музыка каçӗ иртрӗ. Мероприятие «Сăрнай» халăх ансамблӗ (ертӳçи – Раççейӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ В.А.Коваленко) тата Раççей Писательсен тата Журналистсен союзӗсен пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, журналист, прозаик тата Массăллă информаци хатӗрӗсен «Медиа73» патшалăх корпорацийӗн тӗп специалисчӗ Николай Николаевич Ларионов хутшăнчӗç.
-
Валентин Урташăн чунӗ сăвви-юррисенче пурăнать
Вăл кун çанталăк хӗллехи евӗр мар йӗпе те çиллӗччӗ. Палăртнă пекех Раккассине ирхине 10 сехет тӗлне çитрӗмӗр. Декабрӗн 21-мӗшӗ. Çул хӗрринчи катари çурт çумӗнче хӗрлӗ кирпӗчрен купаласа тунă мемориаллă палăк курăнса ларать. Гранит плита юрлă-пăрлă çанталăка пула тӗксӗмленсе ларнă та ун çинче мӗн ӳкерсе çырнине çывăхарах пырсан тин уйăрса илме пулать.
-
Ухли çуралнăранпа 110 çул
Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнче çуралса ӳснӗ паллӑ чӑваш çыравçи, драматург Владимир Васильевич Плешков-Ухли çуралнӑранпа кăçал 110 çул çитрӗ.
-
Урташа манмалла мар
1983 çулта мана Чăваш кӗнеке издательствинче ӗçлекен Валем Ахун писатель (ентешӗм, Пăва районӗнчи Кипеккасси ялӗнчен) Валентин Урташ çырнă калавсемпе сăвăсене пухма каланăччӗ. Тепӗр çул поэт çуралнăранпа 60 çул çитнӗ тӗле çавсен чи паха тӗслӗхӗсене кӗнекелесе кăларма пулмӗ-и тенӗччӗ. Чăнах та, çав тӗллевпе Урташăн чылай хайлавне пичет машинкипе çаптарса хатӗрлерӗм. Поэт хăй пурăннă чухне 8 кӗнеке кăларнă, «Ăраскал» ятли 1974 çулта тухнă. Пичетре тухман сăвви-калавӗ пулма кирлӗ тесе архивра та пултăм – çук. Константин Петров çыравçă, Хусан университетӗнче пулас журналистсене вӗрентекен ăсчах, Урташ 1949 çулта хайланă «Çӗр ӗçченӗн юрри» сăввине пачӗ, поэт ăна тус-ентешӗн хваттерӗнче çырса хунă иккен, ниçта та пичетленмен. Константин Константинович Александр Кăлканпа курнăçма сӗнчӗ.
-
Юхма Мишшипе тӗлпулу пулать
Декабрӗн 20-мӗшӗнче 17 сехетре Тутарстанăн Наци библиотекинче (Хусан, Пушкин урамӗ, 86-мӗш çурт) чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе (Михаил Николаевич Юхмапа) тӗлпулу иртет.
-
«Суварăн» çывăх тусӗ Лидия Угахина ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайрӗ
Ытларикун каç, декабрӗн 17-мӗшӗнче, «Сувар» хаçатăн тусӗсем хурлăхлă хыпар пӗлтерчӗç: Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан тусăмăр, пултаруллă çыравçă, педагогика ӗçӗн ветеранӗ Лидия Угахина пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă. Питӗ шел...
-
Чăваш хӗрарăмӗсем валли
Çак кунсенче «Варкăш» литература клубӗн хастарӗсем «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» кăларăма пахаларӗç.
-
«Кам-ши вăл, Çеçпӗл?»
Паллă поэт, чăваш совет поэзийӗн никӗсне хываканӗ Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа çак кунсенче 125 çул çитет: классикăмăра халалланă тӗрлӗ мероприяти – конкурссем, вулавсем, тӗлпулусем тата ытти те – иртет. Ăсчахсем поэт пултарулăхне тарăн тишкереççӗ, статьясем калăплаççӗ, конференцисем, çавра сӗтелсем ирттереççӗ, çыравçăсем ăна халалласа хайлавсем шăрçалаççӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче Сергей Павловăн «Кам-ши вăл, Çеçпӗл? Кто он, Сеспель?» кăларăмӗ кун çути курчӗ. Ăна икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, вырăсла Ольга Васильева куçарнă, редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Юлия Лутошкина.
-
Уявсем çинчен – чăвашла
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Ача-пăча библиотекинче Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă «Уявсен кăшăлӗ. Наши праздники» кӗнекен хăтлавӗ иртрӗ. Кăларăмра календарьти уявсем пирки каласа панă. Çулталăкри уйăхсене шута илсе кӗнекене те 12 сыпăка пайланă. Кунта патшалăх, наци, халăхсен хушшинчи, официаллă мар тата ытти праçниксем пирки вуласа пӗлме пулать. Ачасемшӗн те, аслисемшӗн те интереслӗ ку кăларăм.