Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман

Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.

Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.

– Унчченхи çулсенчипе танлаштарсан, кăçал «Дакарта» мӗнле çӗнӗлӗхсемпе тӗл пултăр? «Дакар» хыпарӗсене телевизорпа пӗлтернӗ чух пӗрре мар штурмансене уйрăмах йывăр килнине каларӗç хальхинче...
– Кăçал йӗркелӳçӗсем питӗ тăрăшса хатӗрленнӗ: навигаци тӗлӗшпе нумай «капкăн» шутласа кăларнă. Пире вӗсен тупсăмне тупас тесе пӗтӗм ушкăнпа пуç ватма тиврӗ. Штурмансене йывăр килнине кашни категорири пилотсем те çирӗплетрӗç. Пӗлтӗр те çул кӗнекисене старта тухиччен 15 минут маларах çеç панăччӗ. Çавăнпа та кун пек йывăрлăхпа тӗл пулма ăспа хатӗрччӗ ӗнтӗ эпир. Кăçал вара электронлă çул кӗнекисене хăнăхма тиврӗ. Малтанхи кунсенче çăмăлах марччӗ, анчах та кайран, хăнăхсан, электронлă çул кӗнекисем меллӗрех те пулнине ăнлантăмăр. Ара, XXI ӗмӗрте пурăнатпăр вӗт, компьютер технологийӗсен тапхăрӗнче...
– «Дакар» пӗлтӗр те Сауд Аравийӗнче иртрӗ. Апла-тăк, трассăсем сирӗншӗн пӗлекеннисем пулма тивӗç ӗнтӗ. Е пачах урăх маршрутсемпе ăмăртма тиврӗ-и?
– Йӗркелӳçӗсем, пӗлтӗр шантарнă пекех, тӗппипех урăх маршрутсем хатӗрленӗ. «Дакара» хутшăнакансем кăçал пурте юлашки тапхăрсем уйрăмах йывăр пулнине палăртрӗç. Пӗр кунра харăсах темле çул тăрăх та çӳреме тиврӗ: çавăнтах хăйăрлă сăртлăхсем, чуллă çулсем, хăйăр куписем, пысăк чулсемлӗ тип çырмасем, чăнкă тусем... Çавăнпа та штурмансен кăçал ӗç питӗ нумай пулчӗ: приборсемсӗр пуçне урăх ним те курмарăм та темелле. Пӗлтӗр хăть кăштах Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗн илемне пăхса киленме май пулнăччӗ...
– Дмитрий, сирӗн 501-мӗш экипаж кăçал мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пулчӗ?
– Чи кăткăсси пирӗншӗн хăвăрт çӳремелли участоксенчи çивӗч чулсемччӗ. Эпир урапасене улăштарма пуринчен те ытларах чарăнтăмăр. Ăмăртăвăн пӗрремӗш кунӗнчех урапа улăштарса 10 минут çухатрăмăр, ытти чух çак ӗçе тума 5-6 минутран ытла каймастчӗ. Старта тухсан малта пыракан А.Вишневскийпе (МАЗ) М.Мацика (Ивеко) хăвăрт хăваласа çитсе иртсе кайрăмăр, анчах та вăйлă тусана пула пысăк чул çине пырса кӗнипе урапа шăтрӗ. Питӗ ăнăçсăр çӗрте – путакан хăйăр çинче тата, çитменнине, тайлăк вырăнта – чарăннипе машинăна çӗклеме домкрата темиçе хутчен куçарса лартма тиврӗ. Тепӗр кунне ятарлă участокăн 16-мӗш километрӗнчех хăйăр кӗрчӗ çинче путса лартăмăр. Хамăр вăйпа тухма çук. Пирӗн хыççăн хамăр командăн икӗ экипажӗ пыратчӗ, вӗсене кӗтсе трос хатӗрлесе хутăмăр. Хамăрăннисене кӗтнӗ май иртсе пыракан ытти командăсен экипажӗсенчен пулăшу ыйтма хăтланса пăхрăмăр. Тӗлӗнмелле пулин те, Мартин Солтис (Татра) чарăнчӗ. Вăл пире питӗ хăвăрт туртса кăларчӗ те малалла вӗçтерчӗ. Çав самантра хамăрăннисем те çитрӗç. Пирӗн йăлтах йӗркеллӗ пулнине курчӗç те чарăнмасăрах малалла кайрӗç. Питӗ хăвăрт çула тухрăмăр, ятарлă участок вӗçнелле эпир путса ларнă çӗрте чарăнмасăр иртсе кайнă чылай машинăран иртсе кайма та май килчӗ. Урапа шăтнисӗр пуçне, тав Турра, пысăк чăрмавсемех пулмарӗç.
– Коронавирус пандемине пула ăмăртăва туллин хатӗрленме те май килмерӗ пуль. Çакна пăхмасăр «КАМАЗ-мастерăн» экипажӗсем малтанхи виçӗ вырăна йышăнма пултарчӗç. Сан шутупа ăнăçăвăн вăрттăнлăхӗ мӗнре?
– Пирӗн ертӳçӗ Владимир Чагин кун пирки çапла калать: «Пурте пӗр пек условисенче пулнă». Пандемие пула раллие хутшăнакансен пурин те тренировкăсем ирттерме, ăмăртусене хутшăнма майсем пулманпа пӗрех. «Дакара» пурте çӗнтерме килеççӗ. Пирӗн тупăшуçăсем хăвăрт çӳреççӗ. Анчах ку вăл спорт, кунта ăнăçусăр май çук. Каллех хамăрăн ертӳçӗн сăмахӗсене илсе кăтартас килет: «Везет тому, кто везет!» Паллах ӗнтӗ, тӗлӗнтермӗш хăйпе хăй пулмасть кун пек чух. Хамăрăн ассистанс командăна чӗререн тав тумалла: вӗсем çӗрлесерен пирӗн машинăсене тепӗр тапхăр валли кашни вак-тӗвеке шута илсе юсарӗç. Çавна пулах эпир трасса çинче техника сăлтавӗпе чарăнса лармарăмăр. Вӗсен ӗçӗ питӗ яваплă та кăткăс, тепӗр хут чунтан тав атьсене. Пирӗн командăн опычӗ пысăк, эпир пӗр çемье пек, пурин те пӗр тӗллев. Çавăнпах тăвас тенине тума пултаратпăр пулмалла.
– Сирӗн çӗнтерӗве ытти çӗршывсенчи ӗçтешӗрсем мӗнле йышăнаççӗ – ăмсанаççӗ-и, мухтаççӗ-и, канаш ыйтаççӗ-и?
– Ытти командăсем ăмсанаççӗ те, кӗвӗçеççӗ те пуль. Хамăр та, пӗрремӗш килеймен пулсан, ăмсанаттăмăр-тăр ӗнтӗ. Ку вăл спортсменăн йӗркеллӗ реакцийӗ. Мӗнле пулсан та финиша çитсен пурте пӗр-пӗрне саламлаççӗ, çирӗп сывлăх, малашне те çитӗнӳсем сунаççӗ. Кам-тăр çапăçнине, вăрçăннине курман халиччен. Хăш-пӗр спортсменсем финиша çитсен макăраççӗ – пӗтӗмпех чăтса ирттерсе «Дакар» пек кăткăс марафонăн финишне çитесси çăмăл мар вӗт...
– Ăмăртăвăн юлашки кунӗнче сирӗн машинăпа вертолет çапăннă ăнсăрт пулса иртрӗ. Мӗншӗн вертолетсем спорт машинисем çийӗн питӗ аялта, çывăхра вӗçеççӗ-ха? Вӗсен задачи мӗнре?
– Чăн малтан, паллах, йӗркелӳçӗсем вертолетсемпе усă курса ăмăртăва хутшăнакансен хăрушсăрлăхне тимлӗхре тытаççӗ. Тӗслӗхрен, кама-тăр медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулчӗ-тӗк, çакна вертолет пулăшнипе çеç хăвăрт тума пулать. Тата телевизионщиксем те вертолетпа усă кураççӗ: ăмăртăва сывлăшран ӳкереççӗ. Ăмăрту мӗнле иртнине кайран телевизорпа пăхма кăмăллă вӗт? Çывăхран ӳкерес тесех пуль, вертолет пирӗн машина патне çав тери çывăха вӗçсе пынă. Çав вăхăтра грузовик пӗчӗк сăрт çине пырса кӗнипе сиксе илнӗ. Финиша çитсен вертолетăн пилочӗ Антон (Шибалов, 501-мӗш экипаж пилочӗ. – Ред.) патне пычӗ, каçару ыйтрӗ, йăлтах йӗркеллӗ-и тесе интересленчӗ. Хамăр та вертолетра ларса пыракансене ним япăххи те пулмарӗ-ши тесе куляннăччӗ. Тав Турра, пурин те йăлтах йӗркеллӗ пулчӗ. Ку истори аванпа вӗçленчӗ.
– 12 тапхăртан тăракан ăмăртăвăн финишне çитме мӗн чухлӗ вăй-хал, чăтăмлăх кирлӗ. Экипажсем тапхăртан тапхăра мӗнле вăй пухса ӗлкӗреççӗ? Сирӗн мӗнле-тӗр йӗрке тавраш пур-и?
– Нимӗнле уйрăм йӗрке те çук. Кашни çын хăйне евӗрлӗ, тепӗр кун валли мӗнле вăй пухмаллине те кашни хăй палăртать. Старта эпир ир-ирех тăрса тухатпăр та çӗрле кăна таврăнатпăр. Çитсенех вăй кӗтӗр тесе апат çиетпӗр. Кун пек чух çӗрле йӗркеллӗ çывăрни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Экипаж механикӗсем пуринчен кайра çывăрма выртатчӗç. Ăмăртăвăн юлашки кунӗсенче часрах ывăнтарать, кун пек чух тимлӗхе упрама тата йывăртарах. Çавăнпа эпир ăмăртусенчен ирӗклӗ вăхăтра спортзала тăтăш çӳресе ӳт-пӗве çирӗплететпӗр.
– Малти вырăнсенчен пӗри сирӗн пуласса хăш самантра туйса илтӗр?
– Подиум çинче «Кӗмӗл бедуинсем» тытса тăнă чух. Ку вӗт ралли-рейд, спортăн техникăлла тӗсӗ. Кашни ятарлă участокрах тем те пулса иртме пултарать. Гонкăсен историйӗнче çавăн йышши тӗслӗхсем туллиех. Хамăр малти вырăна тухма пултарассине туйни вăл хăйне майлă пысăк хушма яваплăх. Кашни тапхăрта çакна асра тытмалла, пӗтӗм вăя, пултарулăха результат тума ямалла. Хамăр мала тухайнăшăн, шанăçа тӳрре кăларайнăшăн çав тери савăнтăмăр.
– Пысăк ăмăртусене хутшăнакан экипажсенчи спортсменсемшӗн çул-ӳсӗм енчен чару пур-и? Миçе çула çитиччен гонкăсене хутшăнма пултаратăр эсир?
– Нимле чару та çук. 18 çултан пуçласа ăмăртусене хутшăнма юрать. Миçе çулта карьерăна вӗçлессине кашни хăй татса парать. Ак, тӗслӗхрен, Hino Team Sugawara командăн никӗслевçи Йосимаса Сугавара (Япони) «Дакара» 36 хутчен пилот пулса хутшăннă, 77-ре кăна карьерине вӗçленӗ.
– Пирӗн çамрăк вулакансенчен те ыйту пур сан валли: «КАМАЗ-мастер» командăна лекес тесен мӗн тумалла?
– Тӗп вырăнта – ӗмӗт. Ăна пурнăçлас тесе тăрăшмалла. Пирӗн командăри атьсенчен нумайăшӗ ачаранах картингпа туслашнă, пӗчӗкрен винтсем, гайкăсем пăрма, машина пуçтарма вӗреннӗ. Эпӗ вара ачаран, атте пек, çăмăл атлетикăпа тата йӗлтӗрпе туслăччӗ. Техника çумне мана аслă пиччесем явăçтарчӗç, вӗсемех тракторпа, машинăпа, мотоциклпа çӳреме вӗрентрӗç. Машинăпа аппаланма мана яланах килӗшнӗ. Çавăнпах аслă пӗлӳ те техника специальноçӗпе илтӗм. Пурнăç мана «КАМАЗ-мастер» командăна илсе çитерсен хам ума спорт экипажне лекме тӗллев лартрăм, пуçлăхсен умӗнче хамăн пултарулăха кăтартма тăрăшрăм.
– Команда çинчен каланă, çырнă чух, тӗпрен илсен, ертӳçӗсемпе пилотсем çинчен ытларах калаçаççӗ. Ыттисем «кадра кӗмесӗр» юлаççӗ. Анчах та командăра çитӗнӳ тăвасси кашнинчен килнине пӗлетпӗр-çке. Кашниех тимлӗхе тивӗç. Çынсен паттăрсен ячӗсене пӗлмеллех. Эсӗ, Дмитрий, «Сувар» вулаканӗсемшӗн çавăн пек паттăр. Йăхташăмăрсенчен нумайăшӗ ралли-рейдсене унта эсӗ – чăваш халăхӗн ывăлӗ – хутшăннипе пăхма пуçларӗç те. Кăçал Тутарстанра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ. Çакна тӗпе хурса «Сувар» вулаканӗсене мӗн суннă пулăттăн?
– Çакнашкал пӗлтерӗшлӗ ăмăртусем хыççăн эпӗ хамăн аттепе аннен, Николай Владимировичпа Ирина Сайдуловнăн, тăван ялӗсене – Аксу районӗнчи Емелькинăпа Савгачевăна – унта пурăнакан пиччесемпе аппасем, йышлă тăвансем патне кайма юрататăп. Хамăн çитӗнӗве, савăнăçа вӗсемпе пайлатăп. Шел те, каяс килнӗ чух яланах кайма май çукрах. Шăпах яла кайса килни çӗнӗ вăй хушать мана. Унта эпӗ пуринпе те чăвашла калаçатăп: ан тив, тап-таса ан пултăр, пултарнă таран ӗнтӗ. Мана пуçласа куракансенчен нумайăшӗ эп чăвашла пӗлнинчен тӗлӗнет. Ача чух эп каникулсене ялта ирттернӗ, асаттепе асанне, кукамайпа кукаçей мана чăвашла вӗрентнӗ. Юлашки çулсенче ăмăртусене тăтăш хутшăннипе Уяв пек чаплă праçниксене килсе кураймастăп. Аттепе анне вара пӗр çул та юлмаççӗ Уявран. Кайран мана мӗнле иртнине каласа параççӗ, сăнӳкерчӗксем кăтартаççӗ. «Сувар» ӗçченӗсене, вулаканӗсене, пирӗн командăшăн пăшăрханакансене чӗререн тав тăватăп! Сирӗн ырă сăмахăрсем темрен хаклă маншăн. Тăван çӗршывран аякра чух сирӗн тӗревӗре чунпа туйса тăратпăр эпир, çакă çӗнтерме пулăшать те пире. Пурне те çирӗп сывлăх сунатăп – 2020 çул сывлăха хаклама вӗрентрӗ пире. Ахальтен мар: «Сывлăх пулсан пӗтӗмпех пулать», – теççӗ. Спортпа туслă пулăр, юратнă ӗçпе аппаланăр, вăхăта чи çывăх çынсемпе ирттерӗр. Ытларах йăл кулма тăрăшăр, çавăн чух йăлт аван пулӗ. Хăвăр ăçтан тухнине, кам пулнине ялан асра тытăр.

Вера АЛЕКСАНДРОВА калаçнă.
Д.Никитин архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт

2
X