Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ДЕКАБРӖН 6-16-МӖШӖСЕНЧЕ «СУВАРА» ЙӲНӖРЕХПЕ ÇЫРĂН!

Хисеплӗ вулаканăмăрсем! Сире ырăран та ырă хыпар пӗлтерме васкатпăр: Раççей Почти декабрӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 16-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттерет. Çак 10 кун хушшинче «Сувара» тӗп хакран самай йӳнӗрехпе – 581 тенкӗ те 94 пуспа – çырăнма пулать. Çак тапхăрта çырăнса эсир 77 тенкӗ те 94 пус перекетлеме пултаратăр. Хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. Ку хак Тутарстан Республикинче пурăнакансене пырса тивет.

Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакансем те декабрӗн 6-16-мӗшӗсенче хаçатăмăра йӳнӗрех хакпа çырăнма пултараççӗ. Çур çула çырăнмалли хаксем регионсенче çапларах:

Ульяновск, Самар, Ленинград, Пенза облаçӗсенче, Чăваш Республикинче, Марий Элта, Мускавра – 602 тенкӗ те 52 пус;

Пушкăртстанра, Челябинск облаçӗнче, Коми Республикинче – 628 тенкӗ те 74 пус.

Тутарстансемпе пӗрле шăпах çӳлерех асăннă регионсенче çырăнса илсе вулаççӗ «Сувар» хаçата пирӗн çывăх тусăмăрсем.

Юлташсем, хаçат çырăнас ӗçе çулталăкăн юлашки кунӗсене ан хăварăр, халех çырăнма тăрăшăр. Йӳнӗ хак 10 кун кăна пулать – декабрӗн 16-мӗшӗччен. Çавăнпа та çак йӗркесене вуласа тухсанах хаçат çырăнма васкăр, тăванăрсемпе юлташăрсене те çырăнтарăр. Чăваш пулар, пӗрле утар!

«Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

 

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев