News by date 6 December 2021
-
ДЕКАБРӖН 6-16-МӖШӖСЕНЧЕ «СУВАРА» ЙӲНӖРЕХПЕ ÇЫРĂН!
Хисеплӗ вулаканăмăрсем! Сире ырăран та ырă хыпар пӗлтерме васкатпăр: Раççей Почти декабрӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 16-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттерет. Çак 10 кун хушшинче «Сувара» тӗп хакран самай йӳнӗрехпе – 581 тенкӗ те 94 пуспа – çырăнма пулать. Çак тапхăрта çырăнса эсир 77 тенкӗ те 94 пус перекетлеме пултаратăр. Хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. Ку хак Тутарстан Республикинче пурăнакансене пырса тивет.
-
Каллех çухату, каллех çыравçă...
«Тăван халăхшăн, юратнă ялшăн чуна парса ĕçлени-маншăн чи пахи. Иртсе кайнă кун-çула каялла çаврăнса пăхсассăн ним чухлĕ те пурăннă пек мар. Тĕпчемелли, ĕçлемелли тата та нумай», – тетчӗ Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче пурăнакан хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Валентин Федорович Макаров. Иртнӗ шăматкун эпир çичӗ кӗнеке авторӗпе ӗмӗрлӗхех сывпуллашрăмăр.