Каллех çухату, каллех çыравçă...
«Тăван халăхшăн, юратнă ялшăн чуна парса ĕçлени-маншăн чи пахи. Иртсе кайнă кун-çула каялла çаврăнса пăхсассăн ним чухлĕ те пурăннă пек мар. Тĕпчемелли, ĕçлемелли тата та нумай», – тетчӗ Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче пурăнакан хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Валентин Федорович Макаров. Иртнӗ шăматкун эпир çичӗ кӗнеке авторӗпе ӗмӗрлӗхех сывпуллашрăмăр.
Историк, таврапĕлӳçĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ. Çак списока малалла нумай тăсма пулать. Çапах та тивӗçсемпе чапсем хушшинче «йӗркеллӗ çын» текен характеристика чи малти вырăнта тăрать. Ăна Валентин Федорович пек ӗмӗр тăршшӗ тивӗçпе илсе пыма пурте пултараймаççӗ.
Çӗпрел районӗнчи «Тăван ен» хаçат унăн пурнăçӗ çинчен акă мӗнле çырса кăтартать.
Валентин Макаров 1941 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Ҫĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан вăл тăван колхозра ĕçлеме пуçлать. Малалла Куйбышев облаçĕнчи Сызрань районĕнче вĕренет, алла чăн-чăн тракторист-машинист пулнине ĕнентерекен документ илет.
1962-1965 çулсенче Валентин Федорович Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнче (ГСВГ) хĕсметре тăнă вăхăтра танкист пулать. Виçĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăнать. Ахаль ларма хăнăхманскер, ялти клуба ĕçлеме вырнаçать. Ăна кунта заведующи тивĕçне шанса параççĕ.
1966 çулта Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулне экстерн майĕпе патшалăх экзаменне парса вӗçлет. Ҫулталăкран вара Алешкин-Саплăкри сакăр класлă шкула ĕçлеме вырнаçать. Ачаран таврапĕлӳçĕ ĕçĕпе кăсăкланнăран, ачасене истори тата географи предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Паянхи кун та вăл вĕрентнĕ ачасем ăна ырăпа кăна аса илеççĕ. Вăл уроксене лайăх тата интереслĕ илсе пынă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. Валентин Федорович çамрăк специалистсене те пулăшса пынă, хăйĕн ăсталăхĕпе те ыттисене паллаштарнă.
Чунпа учитель ĕçне çыпăçăннăскер, малалла вăл шкул пурнăçĕнчен тухмасăр, Хусанти патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн, ăна шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Каярахпа истори тата обществознани учителĕ пулса тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва та çакăнтанах тухать.
Валентин Макаровăн тăван тавралăха тĕпчес туйăм шкулта, ачасене вĕрентнĕ чухне çуралнă. Тĕпчевçĕре çак асамлă туйăм кунран кун вăйланса çирĕп тымар янă. «Пĕтĕм тĕнчери историе пĕлнипе кăна мар, хамăр тăван çĕршыв çинчен пĕлни хаклă тупра. Ачасене хамăр таврана вĕрентме тăрăшмалла», – тет историк. Чун тĕпĕнчен çут тĕнчене кăларнă «Пирĕн тăрăхпа Алешкин-Саплăк ялĕн аваллăхĕ» пĕрремĕш кĕнекинче таврапĕлӳçĕ яла чĕререн юратни уççăнах курăнса тăрать. Ҫак кĕнекен алçырăвне паллă чăваш историкĕ, наукăсен докторĕ Василий Дмитриев профессор та пысăка хурса хакланă. «Валентин Федоровичăн кĕнеки тĕплĕн шухăшласа çырнăскер, фактсене документсемпе танлаштарнă, чĕлхи тирпейлĕ те таса», – тенĕ профессор.
«Вутра та çунмасть, шывра та путмасть», – теççĕ Валентин Федорович пирки ял-йышсем. Лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе тĕрлĕ йывăрлăх урлă тухнă вăл. Ҫапах та алă усман çыравçă, малаллах утнă. Тăван тавралăха тĕпчесси уншăн яланах пĕрремĕш вырăнта тăрать. Нумай хулари архивсене çитсе кирлĕ документсем пухнă. «Куç хупмасăр ирттернĕ каçсем те пайтах пулнă», – тет, аса илсе паянхи юбиляр.
Валентин Макаров тăрăшнипех, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ, П.В. Дементьев Алешкин-Саплăк ялĕнче çуралса ӳсни палăрнă. Вăл ăна архив докуменчĕсемпе тĕпчесе пĕлнĕ. Шăпах «Жизнь отданная авиации» кĕнекинче П.В.Дементьевăн пурнăçĕпе пархатарлă ĕçĕ çинчен каласа парать хисеплĕ таврапĕлӳçĕ.
Валентин Федорович пултаруллă та харсăр çын пулнине, унăн кăкăрĕ çинче йăлкăшакан медальсем те çирĕплетсе параççĕ. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20 çул», «Ěçри хастарлăхшăн», «Ěç ветеранĕ» тата ытти медальсене те илме тивĕçнĕ вăл. Тав çырăвĕсен, Хисеп хучĕсен шучĕ те çук вара!
Юлашки кунччен вăл ял тата район пурнăçĕнче иртекен обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, иккĕллентерекен ыйтусен хуравне уçăмлатма пулăшнă.
Валентин Федорович – чăваш халăхĕн чăн-чăн ывăлĕ тесе те çирĕплетсе калама пулать.
Валентин Макаровăн 10 мăнукпа 1 кĕçĕн мăнук. Вĕсемпе йăпанса пурăнмаллаччӗ кăна та вӗт. Чире çӗнтереймерӗ ӗç ветеранӗ, 81-пе пыратчӗ. Питӗ шел. Хурланатпăр...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев